Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев: «Кирек мĕнле ĕçре пуçарулăх кирлĕ»

Олег Николаев: «Кирек мĕнле ĕçре пуçарулăх кирлĕ»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 12-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Унта федераци, республика, округ шайĕсенчен пĕтĕмпе 80 журналист хутшăннă, çав шутра Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенчен те. Танлаштарма: пĕлтĕр пĕтĕмпе 50 журналист пулнă.

Малтанхи ыйтусенчен пĕри Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене килсе кайнипе çыхăннă. Ун пирки ТАСС журналисчĕ ыйтрĕ. Олег Николаев çĕршыв ертỹçи ытларах регионти проектсемпе кăсăкланнине пĕлтерчĕ.

МИХсен представителĕсемпе йĕркелекен кирек мĕнле тĕл пулура та çемьесен ыйтăвĕ айккинче юлмасть. Хальхинче те çаплах. Çемьере ырă йăла-йĕркесене упрама тăрăшни, кил-хуçалăхри ĕçсене ушкăнпа пурнăçлани ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пулăшать. Олег Алексеевич хăй аслашшĕпе нумай хутшăннине, вăхăта пĕрле ирттернине, çемьери хаклăхсене унран вĕренсе пынине палăртрĕ. Кунтах Раççей ертỹçи нумай ачаллă çемьесен налук вычетне икĕ хут ỹстерме сĕннине те асăнчĕ.

Регионти фельдшерпа акушер пункчĕсенче кадрсем çитменни вăрттăнлăх мар. Олег Николаев специалистсене яла илĕртме çул та, культура керменĕ те кирлине палăртрĕ. Ку енĕпе те ĕçлеççĕ. Медицина ĕçченĕсене пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрасшăн. Унпа сывлăх сыхлавçисем çул укçине саплаштарма, пурăнмалли вырăна тара тытнăшăн тỹлеме пултарĕç.

Регион пуçлăхĕ сывă пурнăç йĕркине епле пăхăннипе, пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăкланакан та пулчĕ. Олег Алексеевичран вара тĕслĕх илмелĕх пур: вăл çулла ирхине 5 сехетре çуран чупать, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма май тупать. Çемйипе вăрманта уçăлса çỹреме, кинотеатрта фильм курма кăмăллать. Кĕнеке те унăн çывăх тусĕ.

Ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусăр кунашкал мероприяти иртмест-ха ĕнтĕ. «Хỹтĕлевçĕсене пулăшас тĕллевпе çĕнĕлĕх кĕртĕç-и?» ыйтăва çапла хуравларĕ Олег Николаев:

— Иртнĕ çул Украинăри хирĕç тăрăва хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма 700 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал ку енĕпе 1,2-1,3 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕтĕмĕшле илсен, кашнине уйрăммăн пулăшма май тупаççĕ».

Пресс-конференцире 30 журналист 46 ыйту пама пултарчĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата ытти хулапа çыхăннă ыйтусем ытларах çĕкленчĕç.

ХАКЛАВ

Николай ПЕТРОВ, округ администрацийĕн территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управленин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ:

— Олег Николаева панă ыйтусенчен эпĕ Запорожье журналисчĕн ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрăттăм. Вăл ВКС мелĕпе республика ертỹçине Бердянск хулине пулăшса тăнăшăн тав турĕ.

Шефла пулăшу парасси, чи малтанах, социаллă объектсем тăвассипе çыхăннă. Ку енĕпе строительсен бригадисемпе уйрăм çынсем те хăйсен тỹпине хываççĕ. Пирĕн округран та вахта мелĕпе вăй хуракансем пур унта. Туслă çыхăну ытти енĕпе те курăнать.Олег Алексеевич вара аякри регионпа малашне те пĕрлĕхре пулассине пĕлтерчĕ.

Елена НИКИФОРОВА, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— Пресс-конференцире республикăри аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтарасси пирки те сăмах пулчĕ. Эп пĕлнĕ тăрăх, тĕп хулари чылай шкулта çитмеççĕ учительсем. Пирĕн патăмăрта, ав, çамрăк специалистсем килменренех тивĕçлĕ канăва тухнисем ĕçлеççĕ. Халĕ шкулсенче условисем питĕ лайăх. Çамрăксемшĕн «Земство учителĕ» программа та пур. Раççей Президенчĕ нумаях пулмасть шкулсенче ĕçлекенсемшĕн тĕрлĕ çăмăллăх пулассине пĕлтернине те астăватпăр. Çавăнпа хаваспах кĕтетпĕр çамрăк педагогсене.

Совет саманинче кирек хăш аслă шкула пĕтерекенсене те килĕшĕве тĕпе хурса 5 çула çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне янă ĕçлеме. Çак йĕрке çине куçсан паян та сиенлĕ пулас çук.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code