Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.

Иртнĕ эрнере Таяпа Энтри, Лаш Таяпа тата Елчĕк ялĕсенче пулнă граждансен пухăвĕсене хутшăннă май лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă район администрацийĕн пуçлăхĕ тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем турĕ. Куç умĕнчи хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки, паллах, асăрхаттарса каларĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене малашне çакна шута илме ыйтрĕ.

…Вĕренỹ тытăмĕнчи ĕçе патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ тата вĕренекенсем кашни çул темиçе тапхăрпа иртекен предметсен олимпиадисене хутшăннин кăтартăвĕсем тăрăх хаклаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый хальхинче шăпах районти шкулсенче ăс пухакан ачасем тĕрлĕрен предметсемпе (пурĕ 20 предметпа) олимпиадăсене хутшăннин кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ. 2017-2018 çулхи вĕренỹ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен районти тапхăрне 15 шкулти 925 вĕренекен хутшăннă, çав шутран 110-шĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. Чи йышли — 43 вĕренекен — Елчĕк шкулĕнчен, Çирĕклĕ Шăхальпе Çĕнĕ Пăваран 11-шер вĕренекен çĕнтерỹçĕ, призер пулса тăнă. Апла пулин те кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май Леонард Васильевич кăмăла тивĕçтерменни — Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкултан хутшăннă 69 ачаран 2-шĕ, Тĕмерти 32 вĕренекенрен пĕри анчах лайăххисен шутĕнче пулни, Таяпа Энтринчи, Аслă Таяпари, Шăмалакри шкулсенчен вара пĕр ача та çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕме тивĕçлĕ пулайманни пирки те палăртса каларĕ.

Юлашки çулсенче олимпиадăсене хутшăннин рейтингне палăртни те пĕлтерĕшлĕ. Урăхла каласан, ку чухне çак тупăшусене хутшăнакан ачасен йышĕнчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсен шутне тухăçлăха кура хаклассине чи малти вырăна хураççĕ. Çак енĕпе хаклас пулсан, Хăвăлçырмари шкул чи лайăххи (25 ачаран 5-шĕ е 20 проценчĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче) пулнине палăртмалла.

Район шайĕнчи олимпиадăсенче чи пысăк кăтартусемпе палăрнă 42 вĕренекен регион шайĕнче иртнĕ олимпиадăсене (пурĕ 14 предметпа) хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем район чысне çỹллĕ шайра хỹтĕлеме те пултарнă: 3 вĕренекен çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 14-шĕ призерсен йышне кĕнĕ. Çакă республикăри яллă районсем хушшинче — пĕрремĕш, республикăри пĕтĕм шкулсемпе илсен, виççĕмĕш кăтарту шутланать. Регионри тапхăрта иртнĕ олимпиадăсенче мала тухнă вĕренекенсемпе (Елчĕк шкулĕнчи Андрей Даниловпа Анатолий Нягин, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Кирилл Чернов харăсах 3-2 предметпа малти вырăнсене йышăннă, Екатерина Агеева, Александр Филиппов (Елчĕк), Элла Немцева, Ольга Маркова, Мария Михеева (Лаш Таяпа), Кристина Емельянова (Çĕнĕ Пăва), Данил Трофимов, Даниил Козлов, Иван Карчиков, Татьяна Воронова (Çирĕклĕ Шăхаль) вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ те тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Сăмах май, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый палăртнă тăрăх, юлашки 5 çулхи тапхăрта пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем тĕрлĕ предметсемпе регион шайĕнче иртекен олимпиадăсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Унсăр пуçне, юлашки çулсенче Лаш Таяпари, Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсенче вĕренекенсем олимпиадăсен Раççей шайĕнчи тапхăрĕнче те çĕнтерỹçĕ, призер ятсене тивĕçни пĕтĕм районшăн пысăк чыс.

2017 çулта социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕнчи ĕç-хĕле мĕнле йĕркелесе пыни çинчен Алина Сверчкова специалист-уполномоченнăй каласа кăтартрĕ. Отчетлă тапхăрта инвалида тухнă çынсене пурĕ 4653 пин тенкĕлĕх техника тата сывату хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Санаторипе курорт сиплевĕпе усă курма ыйтса заявленипе тухнă 37 çынран 20-шне путевкăсемпе тивĕçтерме май килнĕ.

Капиталлă строительство тата ЖКХ ыйтăвĕсемпе район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Николай Петров тухса калаçрĕ. Отчетлă тапхăрта районта тĕрлĕ çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе усă курса 1695,1 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн Хăвăлçырма тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленсе ларнă. Обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе, çул-йĕре юсассипе тата вĕсене çĕнĕрен тăвассипе, малашне йĕркелесе-пăхса тăрассипе çыхăннă программăсем те ăнăçлă пурнăçа кĕнĕ.

Ытти çивĕч ыйтусене те тишкерсе тивĕçлĕ хак панă канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕтĕмлетрĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code