Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕлĕнмелле ырă чунлă, ĕçчен

Тĕлĕнмелле ырă чунлă, ĕçчен

2020-2021 çулсенче тĕнчипех хăрушă чир — коронавирус алхасрĕ. Пирĕн çĕршывра та ку хăрушă чирпе чирлемен çын юлмарĕ пуль. Хамăр çемье те нушапа тĕл пулнăран аса илтĕм çак вăхăта. Участокри тухтăрпа медицина сестри сипленмелли эмелсемпе укол тумалли препаратсене киле пырсах пачĕç. Çемьене карантина хупрĕç — çак вăхăтра пирĕн пата никама та кĕрсе тухма хушмарĕç тухтăрсем. Хăрушлăха пăхмасăр, пире пулăшма килекен тупăнчĕ. Вăл Валентина Николаевна Албарцева пулчĕ, чăннипех, ялти ырă чунлă çын. Тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлекенскер, хăйне чир ересрен хăрамасăр, икĕ эрне хушши ирхине те, каçхине те, пирĕн киле пырса пурсăмăра та укол туса тăчĕ. Пирĕн телей пулчĕ, çак тапхăрта вăл шăпах отпускраччĕ. Укол туса пулăшнисĕр пуçне, кашни кун каçхине вĕри апат пĕçерсе килсе çитерсе тăчĕ. Хамăрăн вара çип татма та вăй çитмерĕ, ỹт температури тăтăшах ỹссе тăчĕ. Икĕ эрнерен кĕрỹпе иксĕмĕр сывалтăмăр, хĕр ачапа мăшăрăн пневмони пулнипе больницăрах выртса сипленме тиврĕ.

Çавăнтанпа, пушшех, Валя пирĕншĕн тăванран та тăван, хаклă çын пулса тăчĕ. Вăл ырă тунине эпир нихăçан та манса каяс çук. Шутлă отпуск кунĕсенче унăн хăйĕн те хуçалăхра тумалли ĕçсем темĕн чухлех пулнă ĕнтĕ. Ун чухне шăпах июнь уйăхĕ, килти хушма хуçалăхĕнче нумай выльăх-чĕрлĕх тытаканскерсен, утă хатĕрлемелли вăхăт пулчĕ. Вĕсен пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех пулнине пĕлсе тăратпăр. Çакна пăхмасăр, пирĕн сывлăхшăн тăрăшрĕ вăл.

Албарцевсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Вĕсен килти хушма хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра 14 пуç мăйракаллă шултăра выльăх: сăвăнакан ĕнесемпе пăрусем, вăкăрсем. Мăшăрĕ — Борис та Елчĕкре ĕçлет. Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе вĕсем хăйсем ĕçе кайиччен пăхса хăварма ĕлкĕреççĕ. Ĕçрен таврăнсан татах вĕсене тăрантарма тухаççĕ, ĕнисене сăваççĕ. Валя пăрчăкан евĕр хĕрарăм, пур ĕçе те хăвăрт тума пултараканскер. Елчĕкри шкулта вĕренекен Саша хĕрĕ те амăшнех хывнă, ун пекех ĕçчен. Вăл шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне амăшне ĕнисене сума пулăшать, выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм хатĕрлеме те хутшăнать.

Валентина ялсенче пурăнакан хăш-пĕр вăй питти, çамрăк çынсем выльăх-чĕрлĕх усраманнинчен те тĕлĕнет. Мĕншĕн çĕрпе ĕçлесшĕн мар?

— Ялта пурăннă çĕрте выльăх-чĕрлĕх усрамасан, çĕр çинче тĕрлĕ çимĕç акса-лартса та ỹстермесен тата мĕн тумалла? — теççĕ Албарцевсем.

Ĕçчен çемье паянхи пурнăçа япăх тесе ỹпкелешсе калаçакансене те хирĕçлет. Чăнах та, хальхи вăхăтра çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ялсене аталантарма патшалăх енчен пулăшса ĕçлес кăмăллă халăха мĕн чухлĕ тĕрев панине те лайăх пĕлсе тăраççĕ. Çĕр ĕçне йĕркелесе пыракансене тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене субсиди параççĕ, техника туянсан та 40 процентне патшалăх саплаштарать. Ялсене аталантарма пуçаруллă бюджет программи пулăшать. Ĕлĕк, сăмахран, килти выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма апат çитменнипе нушаланнă ял çынни. Ĕнесене çывăхри çырмасенче, пахчасен хыçĕсенчи лаптăксенче çавăтса çитерсе çỹренĕ. Хĕлле апат çитмесен ăна таçта кайса та турттарса килнĕ. Апла пулин те кашни килĕре тенĕ пекех сăвăнакан ĕне, пăру-вăкăр усрама тăрăшнă. Халĕ вара çулла килти выльăха çырмасенче çитерсе çỹреме ирĕклĕ. Кирлĕ пулсан, хĕл каçмалăх утă çулса хатĕрлеме пулать. Пытармалли çук, ялсем ватăлса пынине кура хуçасăр пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тара илсе сухалама, акма, унта выльăх валли апат хатĕрлеме май пур.

…Çуллахи вăхăтра отпуск илсен Валя мăшăрĕпе çынсене картишне брусчатка сарса пама та пултараççĕ. Ялти часавай таврашне брусчатка сарма та вĕсем пулăшрĕç. Ĕçсĕр ларма пултарайман, малашлăха çирĕп шанса пурăнакан мал ĕмĕтлĕ Албарцевсем çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ. Çурчĕ-йĕрĕ кермен пек, çемьеллĕ пулнă икĕ хĕрне пулăшма та вăй çитереççĕ, мăнукĕсене те тăтăшах парнепе савăнтараççĕ. Валя пек ырă кăмăллă çынран яланах пулăшу ыйтма пулать. Нумаях пулмасть мана тухтăр 10 кун укол тутарса тăма хушрĕ. Ялти фельдшерица патне медпункта кунне икĕ хутчен укол тутарма çỹрерĕм. Канмалли кун, процедурăна сиктерес мар тесе, Валяран пулăшу ыйтрăм. Вăл пĕр сăмахсăрах, ĕçĕ те пулнă ĕнтĕ, ман пата киле пырсах укол турĕ. Вăл пирĕншĕн ангел-сыхлавçă пекех. Лариса хĕрĕме те, йывăр хуйхă килсе çапнă вăхăтра, нумай пулăшнă. Валя пек ырă чунлă çынсене Турă пулăшать, хамăр пулăшаймасан та. Чун-чĕререн тав сана, пирĕн хисеплĕ çыннăмăр.

Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code