Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хор ертỹçи кĕнеке кăларнă

Хор ертỹçи кĕнеке кăларнă

Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире Патреккел халăх хорĕн хормейстерĕн, Чăваш АССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Геннадий Борисовăн «Манăн пурнăç юррисем» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Çитмĕл страницăллă, 300 тиражлă издание Геннадий Арсентьевич хăй тĕрлĕ çулсенче çырса кĕвĕленĕ юрăсем кĕнĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр сăвăçсен хайлавĕсене те юрра хывнă. Малтанхи пайра автор тăван ялĕн историне, унпа çыхăннă топонимсене уçса панă проза жанрĕпе. Çав вырăнсемпе юрăсем урлă та паллашма пулать.

Вăтăр юрăран Г.Борисовăн халăх хушшинче тахçанах анлă сарăлнисем те пур: «Аса илỹ», «Уйрăлу», «Пирвайхи юрату».

Кĕнекене авторăн тăванĕсен тата хор хастарĕсен тĕслĕ сăн ỹкерчĕкĕсем илем кỹреççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code