Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 40 çул ытла — пĕр ĕçре

40 çул ытла — пĕр ĕçре

Елчĕк тăрăхĕнче хăйсен ырă кăмăлĕпе, хастар ĕçĕпе ял-йыш çинче чыс-хисеп çĕнсе илнисем сахал мар. Паян вĕсенчен пĕринпе — Патреккел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Петр Выйгетовпа паллаштарас килет.

Петр нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Андреевичпа Анна Прокопьевна, хăйсен пĕтĕм пурнăçне колхозпа çыхăнтарнă. Пилĕк ывăлĕн тăрăшулăхĕ вĕсем çине те куçнах ĕнтĕ: «пĕлместĕп», «пултараймастăп» сăмахсем ют пулнă.

Петя — вăталăххи. Шкул çулне çитсенех вăл колхоз ĕçĕсене хутшăнма пуçланă. Çуллахи каникул уй-хир ĕçĕсенче иртнĕ ĕнтĕ унăн. Аслă тетĕшĕ, Всеволод, техникăпа аппаланнă май, кĕçĕнни тăтăшах ун патĕнче тăрмашнă. «Хурçă ута» та пăхăнтарма пуçланă вара вăл.

— Эпир çамрăк чухне механизатор ялта сумлă çын шутланнă, ăна ватти-вĕтти хисепленĕ, — аса илет Петр Иванович.

Çичĕ класс пĕтернĕ çамрăк Акчелĕнчи Анатолий Кузнецовпа районти Сельхозтехника пĕрлешĕвĕ çумĕнче йĕркеленĕ трактористсен курсĕнче вĕренет. Икĕ çул тăван хуçалăх уй-хирĕн илемĕпе киленсе вăй хунă хыççăн çара кайма вăхăт çитет. Украинăра пурнăçлать вăл салтак тивĕçне.

Службăран ăна юратнă хĕрĕ, Элекçей Тимешĕнчи Зоя Гурьянова, кĕтсе илнĕ. Часах çемье çавăрса комсомолла туй кĕрлеттереççĕ. Зоя Григорьевна пирки каласан, унăн ĕç биографийĕ Хусан хулинче стройкăра крановщица пулса ĕçленинчен пуçланнă. Пĕр вăхăт икĕ яла хаçат-журнал валеçнĕ. Унтан колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, чылай çул шкулта та тăрăшнă.

П.Выйгетов — 40 çул ытла трактор штурвалĕ умĕнче. Ăна вăл яланах юсавлă тытнă. Ĕçĕ вара? Ака-суха тунă, волокушăпа утă-улăм сĕтĕрнĕ, вăрман турттарнă…

Выйгетовсем ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Виççĕшĕ те преподаватель ĕçне суйласа илнĕ: Игорь — Хусанти техника училищинче вĕрентет, Татьянăпа Марина — Канаш хулинче пĕр ача садĕнче тăрăшаççĕ. Пурте çемьеллĕ.

Кашни çыннăн ĕмĕчĕ — ватлăх çулĕсене ачисен, мăнукĕсен хушшинче ирттересси, вĕсен ăшшине туйса тăрасси. Шел, Петр Ивановичăн мăшăрĕ йывăр чире пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕ. Икĕ мăнукĕпе тăватă кĕçĕн мăнукĕ те питĕ юрататчĕç ăна.

Пурнăçра хăш-пĕр туртăм алран алла куçать пулĕ çав. Игорь те техникăн çывăх тусĕ. Хăй тĕллĕн миçе трактор ăсталаман-ши вăл? Ку енĕпе такама та тĕлĕнтернĕ. Чăн-чăн маçтăр ĕнтĕ, мĕн калăн.

П.Выйгетова ĕçри çитĕнỹсемшĕн «Ĕç ветеранĕ» медальпе, КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе чысланă. «Чи лайăх механизатор» ят та панă ăна. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ Хисеп тата Тав хучĕсен шучĕ те çук. Преми пама хушса çырнă приказсем те чылай. Вăл ĕмĕрĕпе пĕр вырăнта — «Прогресс» хуçалăхра трактористра ĕçленĕ.

Çамрăк ăрăва хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса пынăшăн, пурнăçа юратма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕшĕн Петр Иванович тав сăмахĕсене чăннипех те тивĕç.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code