Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çут çанталăк ырлăхĕнче

Çут çанталăк ырлăхĕнче

Иртнĕ кану кунĕнче Елчĕк округĕнчи велосипед çине ларса уçăлса çỹреме юратакансем тăван ен илемĕнче çупăрланма, унăн симпыл евĕр ырă сиплĕхĕпе тарăннăн сывласа киленсе çирĕп вăй-хал пухма пултарчĕç. Велосипедистсем халĕччен пулса курман вырăнсене çитес тесе «Улăп» ФОК умне ытти чухнехинчен пысăк хастарлăхпа, тулли кăмăлпа пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах округ пуçлăхĕн çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене ăнăçлă çул сунчĕ. Çавăн пекех вăл республикăри çуллахи агрослета хутшăннă хастарсене ЧР Ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕ.

Кĕске зарядка туса илнĕ хыççăн малтанах палăртнă маршрутпа çула тухрăмăр. Округри 5-мĕш эковелочупу Ĕнел, Тăрăм, Кипеç ялĕсем витĕр иртрĕ. Çĕнĕ Пăвара кĕске чарăну палăртнăран пире округри Петр Купташкинпа Владимир Доброхотов депутатсем, культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кунта пирĕн ушкăна Çĕнĕ Пăвари Анна Иванова вĕрентекен ертсе пыракан шкул ачисем йышлăн хутшăнчĕç. Çĕнĕ Пăва, Кĕçĕн Шăхаль урамĕсем витĕр Турхан ялне тухрăмăр. Куç тĕлне таçтан инçетрен курăнса ларакан (округра ун пекки тата пур-ши?) ĕлĕкхи арман çумĕпе иртсе ку тăрăхри фермерсен хумханса ларакан сап-сарă тыр-пул анисем хĕррипе малалла вĕçтертĕмĕр. Вырăскассине каякан хирти çулăн айккинче тем пысăкăш, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртекен анлă çырма саркаланать. Унăн хĕррипе сурăх-путек е ытти выльăх йĕррисем уçăмлăн палăраççĕ. Çыран леш енче Çĕнĕ Пăвари шкул ачисем лартса ỹстернĕ, тирпейлĕ тытса тăракан хутăш вăрман. Епле илемлĕ вырăнсем!

Çул çỹрев маршручĕ анлă уй-хирсенчи хура тăпраллă, сăртлă е лапамлă икĕ йĕрлĕ ансăр çулсемпе (паян хирти çуран çулсене пурте пĕлсе те çитереймеççĕ) иртрĕ пулсассăн та çанталăкĕ пирĕн майлă пулнине палăртмасăр хăвараймăн. Хура тусан тусмарĕ, шăрăх çанталăк çунтармарĕ. Пачах тепĕр майлă: Тĕмер ялне çитсен чашлаттарнă шултра çумăр та хăратмарĕ. Пĕр вăхăт хỹтĕре пытанса тăни пире канса илме май пачĕ. Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн пуçлăхĕ Инесса Воронова çул çỹревçĕсене шыв сĕнни те çан-çурăма лăштăр ячĕ. Округри чи авалхи чиркỹ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕсенчен пил ыйтса, пуç тайса иртрĕмĕр.

Малаллахи çул та кĕске мар: Таяпа Энтринчи пĕве хĕрринче чарăнмалла пирĕн. Шыва кĕмелли ку пĕвене тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Çỹп-çапран, ытти ăпăр-тапăртан вăхăтра тасатса тăни куç кĕретех. Территори пайĕн ертỹçи Лариса Ильина çав тери теветкеллĕ, Сергей Борисов депутат яланах халăхпа юнашар. Вырăнти фольклор ушкăнĕ те велосипедистсене тарават йышăнчĕ. Чăвашсен ĕмĕрхи йăли-йĕркинчен пăрăнмасăр кашни чарăнурах çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илсе ăсатрĕç. Кунтах чупăва хутшăннисем «Экологи значокĕ», «Тăван тавралăх илемĕ» мастер-классенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Унтан хавас кăмăлпа пурте Елчĕке çитрĕмĕр.

Чупура — Аслă Елчĕкри Карамаликовсен, Елчĕкри Черновсен çемйисем хутшăнни савăнтарчĕ. Кăçал тата пирĕн йышра Елчĕкри Белявсен çемйи (пиллĕкĕн) пулни те çунат хушрĕ.

Эковелочупăва ирттерме пулăшнă шалти ĕçсен пайĕн вырăнти ертỹçине Илнур Минигалиева, тĕп больницăн тĕп врачне Надежда Урковăна, Наталия Вершкова участок уполномоченнăйне, Галина Макарова медицина сестрипе Юлия Мутина фельдшера, Михаил Курчин водителе, мероприятисем йĕркеленĕ çĕрте пулăшу аллине тăсакан хастар юлташăмсене чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

Марина ВАСТУЛОВА,
округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code