Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Талăкра пĕр сехет çывăрни те пулать

Талăкра пĕр сехет çывăрни те пулать

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтакăн хăйĕн должноçĕ, тивĕçĕ. Штурмовикпа артиллеристран пуçласа çăкăр пĕçерекенпе повар таранччен пĕр тĕллев вĕсен — çĕнтерĕве çывхартасси. Кунта, паллах, медицинăпа санитари службинче тăракансен тỹпи те çав тери пысăк.

Хăйĕн ирĕкĕпе

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăнă Елчĕк каччин Дмитрий Бобровăн биографийĕ «гражданкăра» та ăнăçлă çырăнма пуçланă темелле: Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтерсен икĕ çул тухтăрсен квалификацине ỹстерекен институтра ординатурăра вĕреннĕ. Анестезиолог-реаниматолога республикăри клиника онкологи диспансерĕнче ĕç те тупăннă.

— Дима, тỹрех ыйтам: «ăшă» вырăнтан мĕншĕн каяс терĕн?

— Клиникăра кашни операци тумассерен ялан пĕр шухăш канăç памастчĕ: «Эпĕ çакнах аманнă çар çыннисем хушшинче тума пултаратăп вĕт-ха».

Çĕршыв йывăр лару-тăрура чухне хăйĕн профессийĕ уйрăмах кирлине лайăх ăнланнă вăл. Пĕр талăкра кăна аманнисене пурнăç парнелени мĕн чухлĕ пулнă-ши унăн хĕрỹ вырăнта?

«Сарă хĕрлĕ зонăра»

Парашютпа десант полкĕн малти хĕрỹ вырăнĕ — «хĕрлĕ зона». Унта санинструкторсем çăмăл аманнисене бинтлаççĕ е юн каясран çыхăпа пăвăнтараççĕ. Йывăр аманнисене «сарă хĕрлĕ зона» йышăнать. Д.Бобров рядовой пĕлтернĕ тăрăх, тĕрлĕрен — кунне 10-15 е 1 салтак илсе килни те пулкалать. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансене «симĕс зонăри» госпитальсене, хăйсем патĕнчех пурнăçран уйрăлнисем пулсан Ростоври е Воронежри моргсене ăсатаççĕ.

Бахмут — Канашран пĕчĕкрех хула. Пĕтĕм çĕрте ишĕлчĕк. Вырăнти халăх тарса пĕтнĕ. Медицина ротин «больници» пĕр заводăн юрăхсăра тухнă подвалĕнче вырнаçнă. Шалта хальхи вăхăтра 17-20 градус ăшă пулсан, хĕлле 14 градусран хăпармасть. 20 ытла тухтăр, халĕ ĕнтĕ вĕсене анлă профильлĕ тесен те йăнăш мар, пĕр-пĕринпе сăмах хушмасăрах аманнă çынна хирурги тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ пулăшу пама хатĕр. Мина, снаряд ванчăкĕсем лексе аманнă салтаксене вăхăтра пулăшу парса ĕлкĕрмелле. Уйрăм кăткăслăх пулсан специалист ĕçе пикенет.

Эмелсем çитмесен хăш-пĕр чухне хăйсен е аманнисен укçи-тенкипе илеççĕ.

«Хăçан килессе кĕтетпĕр»

— Штурмовиксем передовойне 10 кунлăха каяççĕ. Анчах пĕр уйăх иртни те пулать. Кĕтетпĕр вара хăçан килессе, — çăмăл мар лару-тăрупа паллаштарать Дмитрий Ильич. — Урăх подразделенисенчисене те йышăнатпăр — «пирĕн», «сирĕн» тени çук унта.

24 сехетре отбой. Ĕç пулмасан, паллах. Талăкра пĕр сехет çывăрни е икĕ талăк пач куç хупманни те пулнă. Кайран вара палтах тỹнсе каятăн. Тумтирпех. Ăна эпир, мĕнле калас, мунча кĕнĕ чухне çеç хыватпăр. Автомат ялан юнашар, васкавлă самантра капельница вырăнне усă курма та тивет.

Тĕрлĕрен аманнисем. Вĕсене йывăр иккенне туятпăр, пур пĕрех йăпатма, йăл кулса е шỹтлесе калаçма тăрăшатпăр. Салтака шанăç парас пулать. Психолог та пулатăн кун пек чухне.

Командăра 25-28 çултисем, хирург кăна 30 çултан каçнăскер. Пурте Питерта вĕренсе тухнă çар тухтăрĕсем, «гражданкăран» иккĕн çеç.

Эпир тăракан вырăна пирĕн салтаксем тăтăшах куçса çỹрекен артиллери установкисемпе (САУ) пырса тухаççĕ. Пуçлаççĕ вара тăшман енне вут-хĕм тăкма. Çĕр чĕтрет. Эпир вĕсем килсен тата кайсан та тỹрех тухмастпăр подвалтан, мĕншĕн тесен тăшман хирĕç «ответ» пама пуçлать.

Тăшмана пулăшса

Çар ĕçĕнчи пĕр-пĕр самант çинчен каласа пама ыйтсан, Дмитрий Ильич тăрук чарăнчĕ. Кăштахран:

— Мĕн калас? Хампа нимĕн те çыхăнтарас килмест, кашни кун хăйне кура манăçми пулăм. Хăш-пĕр чухне вĕсене аса илес кăмăл та çук, мĕншĕн тесен кун пек лару-тăрура мĕн куратăн? Юн кăна. Ак çак тĕслĕхе вара вулакана пĕлтересех килет.

Малти позицири пĕр çапăçура пирĕн ротăри салтак хохола тыткăна илет, аманнăскере пĕрремĕш пулăшу парать. Ăна хамăрăннисен енне куçма ыйтать. Тем вăхăтран пирĕнни, вăл та вăйлă сусăрланнăскер, тăнне çухатать. Халĕ ĕнтĕ лешĕ пулăшать ăна. Çапла вара пĕр-пĕрне тĕревлесе тенĕ пек пирĕн енне шăваççĕ, анчах украинецăн суранĕ йывăр пулнăран вилсе каять. Десантнике хамăрăннисем дронпа асăрхаса çапăçу вырăнĕнчен илсе тухаççĕ…

Çарти тивĕçе, палăртнă задачăсене пурнăçлама Дмитрий Бобров таса чунпа хутшăнать. Хăйĕн кулленхи ĕçне пурнăçлассинче унăн çирĕп кăмăл-туйăм, тулли вăй-хал пултăр. Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр ăна тата ытти салтаксене.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code