Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Интернет пусмăрĕнче

Интернет пусмăрĕнче

Пуриншĕн те паллă: хальхи саманара кашни шкул ачи компьютер, планшетник тата карас телефон «авăрне» лекнĕ. Вĕсемпе парта хушшине ларма вăхăт çитменнисем те япăх мар тĕшмĕртеççĕ.

Интернет ача аталанăвĕнче ырă витĕмпе пĕрлех усал йĕр хăварма пултарнине те пĕлетпĕр. Çав вăхăтрах пысăк сиен кỹнине те. Апла пулсан ача-пăчана вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă информацирен хỹтĕлесси тĕп ыйту пулса тăрать.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, Раççейре ачасем 8-10 çулсенче компьютер серепине кĕме тытăнаççĕ. Тен, маларах та мар-и? Интернет-çыхăнăва хăйсем тĕллĕн, аслисем сăнаса тăман чухне тухаççĕ. Тепĕр тесен, вĕсен кашни самантне асăрхаса та тăраймăн.

Паллах, аслисен енчен яваплăх пур пĕрех пулмалла — алă сулни чăрмава çивĕчлетни кăна. Ку тĕлĕшпе час-часах профилактика калаçăвĕсем йĕркелени кирлех.

Информаци технологийĕсем çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанаççĕ, çавăнпа пĕрлех инкек-синкек хăрушлăхĕ кăларса тăратакан самантсем те йышлансах пыраççĕ. Çавна май Интернет наркотик евĕрлех пулса кайрĕ-тĕр.

Мĕнпе илĕртет Интернет çул çитменнисене? Темĕнле информаци тупма май пуррипе. Ачасем «эрешмен картинче» хăйсене ирĕклĕ, айăпланас хăрушлăх çук пек туяççĕ. Чăн та, çивĕч ыйтусен серепине лекме пултарас пирки шухăш та çук вĕсен. Акă мĕншĕн экстремистла материалсене сарасси, наркотиксене саккунсăр çавăрттарасси Интернет пулăшăвĕпе вăйлă аталанать. Тĕрлĕ информаци шыранă май ссылкăпа порнографи содержаниллĕ сайта лекнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Пĕчĕк ачасемех карас телефонĕпе усă курма ăста пулни ашшĕ-амăшĕшĕн тепĕр чух çав тери хака та ларать, мĕншĕн тесен вĕсен «пулăшăвĕпе» мошенниксем сахал мар укçа-тенкĕ сăптăраççĕ.

Сетьре нихăçан та ача çинчен тулли информаци вырнаçтармалла мар (хăçан çуралнине, çемьери лару-тăрăва, çыхăнмалли телефон номерне, адреса палăртмалла мар).

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи шкулсенче карас телефонĕсемпе усă курма чарасси пирки закон кăларнă. Вăл авăн уйăхĕнчен вăя кĕмелле (округри хăш-пĕр шкулта ку ыйтупа маларах та ĕçлеме пуçланă). Çапла майпа урокра çыхăну хатĕрĕпе вĕренỹ тĕллевĕпе те усă курма юрамасть. Пурнăç е сывлăх хăрушлăхĕпе çыхăннă лару-тăру сиксе тухсан çеç ирĕк пур. Учитель вара, ачасене видеоматериал кăтартас е тест ирттерес тĕлĕшпе, интерактивлă хăмапа, компьютерпа, планшетпа, моноблокпа усă курма пултарать.

Атя, çапла майпа ачасен тĕп процесĕнче — вĕренỹре йĕрке тусан та аванччĕ. Çитĕнекен ăрăвăн пысăк пайĕ карас телефон чури пулса тăчĕ вĕт. Ăна пуçĕпех парăннăран пурăнаймасть унсăр ача-пăча. Апатланнă е çынпа хутшăннă вăхăтра та… — яланах аллинче мăнтарăн хатĕрĕ. Хăшĕ-пĕри урампа пынă май пуç çĕклемесĕр «ĕçлет», никама та асăрхамаççĕ.

Юлашки çулсенче куçлăх тăхăннă ачасем йышланни палăрать. Кĕнеке нумай вуланипе тени йăнăш пулнă пулĕччĕ — библиофилсем çукрах халь.

Çĕнĕ технологи хатĕрĕсем, çав шутра кĕсье телефонĕ те, çынсен ăс-тăнне минретесси, сывлăха хавшатасси малалла-ха. Вĕсемпе пĕлсе усă курасси вара кашни çынран хăйĕнчен кăна килет.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code