Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕтĕмпех аван, ачасем çеç сахал…

Пĕтĕмпех аван, ачасем çеç сахал…

Вĕренỹ организацийĕсене ятарлă комисси вырăна тухса тĕрĕслесси тахçанах çирĕпленнĕ ырă йăла. Округ администрацийĕн, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, газ участокĕн, полици пайĕн, редакци ĕçченĕсем иртнĕ кĕçнерникун шăпах икĕ направленипе тĕрĕслев йĕркелерĕç. Пушар хуралĕн тата Роспотребнадзор службисем хăйсен тивĕçне маларах пурнăçланă.

Тỹрех палăртса хăварар: вырăнсенчи пĕтĕм коллектив авăн уйăхĕччен çулсерен пысăк ĕçсем пурнăçлать.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пыракан ушкăн хăйĕн ĕçлĕ маршрутне Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкултан пуçларĕ. Территорине пырса кĕрсенех Леонард Васильевич: «Чечексем çунаççĕ…», — терĕ. Ретĕн-ретĕн вырнаçнă тĕрлĕ чечек чăннипех куçа илĕртет, килен-каянăн кăмăл-туйăмне те çĕклетех. Пĕлỹ çуртне пырса кĕрсен те хăтлăх хуçаланать. Кунта сăрă ĕçĕсемпе çеç çырлахман, коридорти 13 пысăк чỹречене жалюзи вырнаçтарни те питĕ хỹхĕм. Вырăнти бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе (1 млн та 350 пин) пушар сигнализацийĕн хатĕрĕсене улăштарнă. «Ỹсĕм вырăнĕ» пỹлĕмре 11-мĕш класри Алексей Никонов хатĕрленĕ компьютер сĕтелĕпе анлăн усă кураççĕ.

Шкулти «Путь Гения» музее икĕ çул каялла уçнă. Николай Волков директор, унăн заместителĕ Тамара Никонова, технологи учителĕ Михаил Соколов уйрăмах пысăк тỹпе хывнă ăна туллин тата килĕшỹллĕ йĕркелессишĕн. Капăрлатас, çĕнĕ материалсемпе пуянлатас тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ. Хальтерех унта 180 пин тенке яхăн тăракан интерактивлă киоск вырнаçтарни те паха. Историпе тăван тавралăх музейне тĕпрен çĕнетессипе те тĕллевсем пысăк коллективăн. Сăмах май: аваллăх кĕтесĕсем «Шевле» ача сачĕпе «Паха пĕлỹ» çуртĕнче те йĕркеленĕ — Интернет пуç пулса тăнă тапхăрта вĕренỹ ĕçне йĕркелемелли хушма çăл куç ку. Лариса Васильева директор, вăлах хĕрарăмсен округри канашĕн ертỹçи пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем «Чăваш Енĕн пуласлăхне йĕркелетпĕр» номинаципе проекта хутшăнасшăн. Çавна май çамрăк амăшĕсене аваллăх культури урлă шкул пурнăçне туллин явăçтарасшăн.

Аслă Елчĕксемпе Елчĕксен столовăйĕсемпе кухнисене пырса кĕме те кăмăллă. Оборудовани çителĕклĕ, документацие требовани ыйтнă пек туса пыраççĕ. Поварсен ăсталăхĕ, кăмăл-туйăмĕ ялан тутлă апат пĕçернинче те палăрать.

Çакна та хушса хăварар: Леонард Васильевич Аслă Елчĕкре ĕçлекенсен пĕр ушкăнне «Единая Россия» партин членĕн билечĕсене пачĕ.

Асăннă икĕ шкулта тата Çирĕклĕ Шăхалĕнче те çĕнĕ стенд сахал мар вырнаçтарнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр классенче — «çара» стена. Сăмах çакса тултармалли пирки пымасть — пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла. «Шевлере» вара стендсене ĕçченсем хăйсемех йĕркеленĕ, пĕр-пĕр фирмăринчен пĕрре те кая мар.

Елчĕкпе Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленессине кашни çулах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нимĕнле кăлтăк тупаймăн. Ертỹçĕсем пуçаруллă, коллективсем тăрăшуллă пулни вĕренỹ тытăмне те питĕ пысăк витĕм кỹрет. Тĕслĕх — олимпиадăсенчи çитĕнỹсем. Шăхальсен шкул территорине кĕмелли хапхи те автоматла уçăлать те. Хăтлă спортзалпа юнашарах тренажер залĕ йĕркелени те аван, инвентарь çителĕклĕ. Елчĕксем 247 пин тенкĕлĕх 45 мăшăр йĕлтĕр туянма мехел çитернĕ.

Округ центрĕнчи пĕлỹ çуртĕнче кăçал 698 ача вĕренĕ, вăл шутран икĕ 1-мĕш класра 52-н. Аслă Елчĕкпе Çирĕклĕ Шăхалĕн 100 ачаран та сахалрах. Вĕсенче 9-мĕш класс хыççăн тухса кайнисем йышлă пулнипе те çыхăннă çакă. Тĕп сăлтавне патшалăх экзаменĕсем çине йăвантарни паллă-ха, апла пулин те ашшĕ-амăшĕпе ăнлантару ĕçне йĕркелессине хăй еккипе ямалла мар. Коллективри кашни çын лава пĕр енне туртнинчен те нумай килет.

Елчĕк шкулĕн пĕтĕм пуçламăш класĕ (246 ача) «Паха пĕлỹре» вырнаçнă. Классенче 19 ачаран кая мар. Хăтлă, уçă вĕсенче. Кунтах — психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр. Учетра 46 шкул ачи-инвалид шутланса тăрать. Шел, вĕсен шучĕ ỹссе пырать округра. Логопедпа психолог тимлĕхĕнче — 105 ача.

Комисси членĕсем «Чебурашка» ача садĕнче те пулчĕç. Кунта пĕр вырăнта тăрăран шыв анать иккен. Августăн 9-мĕш кунĕнчи тата ун хыççăнхи çумăрсем хыççăн мĕнлерех лару-тăру пулнă-ши тата унта? Заведующипе ĕçлекенсене тăватă ушкăна 45 ача çеç çỹрени те шухăшлаттарать. Çавăнпа вĕсемпе 5 воспитательпе 4 воспитатель пулăшуçи таран тимлени те урăхла пĕтĕмлетỹ тума хистет мар-и?

Республика шайĕнче те ырă ята тивĕçнĕ «Шевле» учрежденире вара 4 группăра 65 ача. Воспитательсем пурте аслă пĕлỹллĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ, кăмăл-туйăм савăклăхĕ тĕл пулура та лайăх курăнчĕ. Вун пĕр çул каялла уçăлнă 2513 тăваткал метр йышăнакан çурта ĕнер кăна хута янă тейĕн: пирвайхи сăн-сăпатне пач çухатман. Пỹлĕмсенче сăрă тĕсĕсем эстетика тĕлĕшĕнчен килĕшỹллĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Шăпăрлансене конкурссемпе уявсене хутшăнма хатĕрленĕ костюмсен уйрăм пỹлĕмĕ пур. Театрти пекех! Пысăк территори тирпейлĕхре. Пахча çимĕçне хăйсемех туса илеççĕ, дыня-арбуз таранах. «Шевле» ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕпе килĕшỹре тăрăшни тỹрех курăнать.

Пĕтĕм учреждени пекех, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн объекчĕсем те хатĕр çĕнĕ вĕренỹ çулне. Çав вăхăтрах «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерме кирлине те пĕлтерчĕç. Ку тĕлĕшпе документсене хатĕрлеме пуçласшăн.

Комисси членĕсен тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕнче иккĕленỹ çуралмарĕ: вĕренỹ организацийĕсем пурте çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code