Чăваш Енре туризм индустрине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Олег НИКОЛАЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Пирĕн тĕллев — туристсен çул çỹревĕ хăрушлăхсăр пултăр тесе вĕсем валли хăтлă условисем йĕркелесси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ анлă сарăлнă автотуризма аталантарассине те пусăм тăвать. Регион урлă федерацин темиçе çулĕ иртет. Вĕсен йышĕнче М-12 автоçул та пур. Шупашкарпа Комсомольски округне çыхăнтаракан участока автокластер тума палăртрăмăр. Енчен туристсемшĕн автотуризм меллĕ тĕк, шыв, авиа, — чукун çул транспорчĕпе çула тухма май килсен вĕсене тĕрлĕ продукци сĕнме пулать.
Туризма аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе ирттернĕ канашлура каланинчен.
Туристсене хамăрăн паллă вырăнсемпе паллашма илĕртни хушма укçа та. Çавна май çул çỹревĕн тĕрлĕ мелне йĕркелеме тăрăшаççĕ те. Автомобильпе туристсен маршрутне тухни мĕнрен кая.
Регионра шăпах «Пĕлсе çитеймен Чăваш Ен: пĕтĕм республика — автомобиль чỹречинчен» ятлă автомаршрут уçнă. Ăна «Russia Travei» сайта та вырнаçтарнă. Автотуризм маршручĕ республикăри паллă вырăнсемпе паллаштарĕ, çак тăрăхсем урлă иртĕ: Куславкка-Çĕнĕ ял-Аслă Куснар-Сĕнтĕрвăрри-Шуршăл-Çĕрпỹ-Шупашкар-Кĕçĕн Сĕнтĕр-Ильинка-Тренкасси-«Ленинская искра» хуçалăх-Çĕмĕрле-Комсомольски-Шăмăршă. Сăмах май, кăçал Чăваш Енре тата çичĕ кану вырăнĕ ĕçлесе кайĕ: Улатăр, Шупашкар, Куславкка, Красноармейски, Канаш округĕсенче тата Атăл леш енче.