Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк» çĕнтерỹ тỹпине хывать

«Елчĕк» çĕнтерỹ тỹпине хывать

Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулас тĕллевпе пирваях эпир территори пайĕсен ĕçченĕсемпе çыхăнатпăр. Çавна май, отпуска килнисем çинчен кĕске информаци илсен, кашнинчех пĕр ыйту канăç памасть: «Каласа пама килĕшĕ-ши?»

Пытармастпăр, журналистсемпе пачах тĕл пулма кăмăл туманнисем те пур. Вĕсене ỹпкелеме сăмах çаврăнмасть — шалта мĕнле çуннине хăйсем кăна ăнланаççĕ. Унта пуçтарăнни вăрттăнлăхра та ахăртнех.

Ĕнелĕнчи черетлĕ тĕл пулу та пирĕн «сценарипе» туллин йĕркеленмерĕ пулин те, ыйтусен кĕске хуравĕсемшĕн те кăмăллă юлтăмăр…

Александр

Александр Журавлева пĕр кун маларах Елчĕк шкулĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулне халалланă уявра асăрхарăмăр. Вăл, отпуска килнĕскер, Платон ывăлне 1-мĕш класа çавăтса килнĕ. Унашкал лару-тăрура, çын та нумай та, калаçу пуçарма вырăнлах марччĕ. Сăмах май, Журавлевсен çемйинче виçĕ ача çитĕнет. Асли — Артур — 3-мĕш класра вĕренет. Чи пĕчĕкки, Ева, 5 çулта, «Солнышко» ача садне çỹрет. Амăшĕ, Елена Ивановна, унта воспитатель пулăшуçинче ĕçлени те меллĕ.

Александр Юрьевич, нумай ачаллă ашшĕ пулнине пăхмасăр, 2022 çулхи август уйăхĕнче контракт йĕркипе «Атăл» батальон йышĕнче Оренбург облаçĕнчи «Тоцкий» полигонра службăра тăнă. Кĕркунне ятарлă çар операцине илсе кĕнĕ…

А.Журавлевăн маларахри биографийĕ çапларах çырăннă: Елчĕкри вăтам шкула, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтернĕ. Сроклă службăра пулнă хыççăн телее Мускавра та «шыраса» пăхнă. Çулталăк район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалистĕнче тăрăшнă. Унтан каллех, каларăмăр ĕнтĕ, çар ретне…

Ĕнел ялĕнчи Кладбищная урамĕнчи икĕ хутлă чаплă çурт. Хуралтисем те кирпĕчрен, алăкĕсене кăна вырнаçтарма ĕлкĕреймен. Отпускра чухне те пĕрре те алă усса ларман-ха вăл, картишне те, ав, вак чул сарнă.

Алексей

Ăшă çанталăк ырлăхне кура картишри сак çинчех сăмахлас терĕмĕр. Калаçу ерипен сыпăнса пынă май Александр кĕсйинчен пирус кăларса мăкăрлантарса ячĕ.

— Унта туртма пуçларăн-им?

— Ара çав, йывăр заданисенчен таврăнсан унпа çăмăл пек туйăнатчĕ те.

Кĕçĕн сержант тутар мотострелокĕсен «Алга» батальонĕн йышĕнче. Вĕсен подразделенийĕ Донбасри Бахмут тăрăхĕнче вырнаçнă. Аслă стрелок пулнăран, тăтăшах тăшманăн позицийĕсене штурмлама каяççĕ.

— Çула тухиччен карттă тăрăх боевиксем ăçталла вырнаçнине тишкеретпĕр, — пĕр-пĕр çапăçу самантне уçса пама ыйтсан сăмах хушрĕ Саша. — Бронежилет тăхăнатăн, хăвăн хĕç-пăшална, гранатăсем, 0,5 литр шыв, пĕр-ик плита шоколад илетĕн те, кĕске инструктаж хыççăн — малалла. Пиллĕкĕн, кашниех 40 килограмлă «тиевпе», 6-7 çухрăм чупатпăр. Палăртнă вырăна çитсен çапăçăва кĕретпĕр. Каярахпа пире улăштарма тепĕр ушкăн килет.

2024 çулхи ака уйăхĕнчи пĕр çапăçура салтакăн аллипе ури тата çурăмĕ çинче тăшман осколокĕ ĕмĕрлĕх суран йĕрĕсем хăварать. Кун пирки каламастчех ĕнтĕ Александр Юрьевич. Сылтăм алли çинчи çĕвеке курсан сăмах хускатнăран çеç кĕскен пĕлтерчĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен кашнийĕнех хушма ят пур. Пирĕн ентеш «Елчĕк» позывнойпа çỹренĕрен тĕлĕнỹ те çуралчĕ.

— Эпĕ ăçтан килнине ыйтрĕç те… «Елчĕк» пулса тăтăм.

— Мĕнле, тăшмана хĕссе пыратăр-и?

— Кăçал малалла аванах куçнă. Вырăнти халăх та майĕпен таврăнать.

— Хĕрỹ вырăнти туслăха епле хаклатăн?

— Шанчăклă. Кашни салтак «проверенный» темелле.

— Гуманитари пулăшăвĕ çитет-и сирĕн пата?

— Пĕррехинче Елчĕкри Юрий Кузнецов команди пулнăччĕ…

Ĕнелтен таврăнсан Елчĕк территори пайĕн пуçлăхĕн çумĕпе Ольга Леваяпа Александр Юрьевич пирки хăш-пĕр ыйтусене уçăмлатмалли сиксе тухрĕ. Сăмах çине сăмах. Хайхи Журавлевсен çемйинче çĕршывăн тепĕр хỹтĕлевçи «тупăнчĕ»: Сашăран икĕ çул асли, Алексей. Вăл 1985 çулта çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Иваново облаçĕнче стратегиллĕ ракета çарĕнче службăра тăнă, кайран — шалти ĕçсен органĕнче. 2022 çулхи кĕркунне ятарлă çар операцине мобилизациленĕ. Запорожье облаçĕнчи çар чаçĕн паттăр пулеметчикне, шăллĕ пекех, Жуков медалĕпе наградăланă.

Пĕр тăвансенчен кĕçĕнни, Вадим, Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренет. Вăл маларах Самара хулинче 2 çул контракт йĕркипе салтак тивĕçне пурнăçланă.

Ашшĕпе амăшĕн, Юрий Алексеевичпа Раиса Петровнан, пăшăрханмалли çук мар паллах. Кил хуçи ятарлă çар операцийĕнчи лару-тăрăва тĕшмĕртмест мар, мĕншĕн тесен хăй афган вăрçи витĕр тухнă. Ăна «Интернационалист воина пархатарлă Афган халăхĕнчен», «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене — 70 çул» медальсемпе, СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Грамотипе чысланă. Ялти выльăх-чĕрлĕх фермине 30 çул ытла ертсе пыраканăн хастарлăхне вара Раççей шайĕнчи наградисем çирĕплетеççĕ…

Александр Журавлев отпуск вăхăтĕнче округ администрацийĕнче хăй ĕçленĕ пайра та пулнă, ĕçтешĕсемпе кăмăлне ирĕке ярса калаçнă. Унта икĕ çул ĕнтĕ пĕр ваканси пур. Сашăна «кĕтет» вăл.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code