Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнерхи повар — штурмовик

Ĕнерхи повар — штурмовик

Елчĕк территори пайĕн администрацине ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнисем пирки шăнкăравласан «Мир урамĕнчи Зиньков килнĕ» тесе пĕлтерчĕç.

Округра халĕччен кунашкал хушамат илтменрен кăсăклану пушшех ỹсрĕ: тĕл пулмаллах. Мĕн шутланине çийĕнчех пĕлес тĕллевпе ыйтуранах пуçларăм.

— Каçарăр та, Зиньков хушамат ăçтан вăл? Хамăр тăрăхра халĕччен илтмен те.

— Эп кунтисем мар, Çĕрпỹрен.

— Пирĕн тăрăха шăпа мĕнле илсе çитерчĕ?

— Елчĕк хĕрĕпе паллашнăран. Анжела Семеновăпа Шупашкарта ăнсăртран тĕл пултăмăр та. Унтанпа ĕнтĕ 15 çул та иртсе кайрĕ. Кунта çынсем уçă кăмăллă, тарават — çакă та килĕшет мана.

— Александр, санăн кун-çулна те пĕлесшĕнех ĕнтĕ вулакан.

Хулари 1-мĕш вăтам шкула пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче вĕрентĕм. Повар профессийĕ мĕн пĕчĕкрен килĕшетчĕ те. Стройкăсенче ĕçленĕ чухне, паллах, апат-çимĕç хатĕрлессине хам çине илеттĕм.

2004 çулта салтака кайма ят тухрĕ. Екатеринбургра, мотострелоксен батальонĕнче иртрĕ служба. Икĕ çул поварта ĕçлес кăмăл та пулнă, чăнах. Анчах мана пачах нихçан ĕçлесе курман кăна мар, илтмен должность пачĕç: «Механик по гидропневматическим агрегатам и узлам». Çар билечĕ çинче те çаплах çырнă, апла пулин те пĕр кун та ĕçлемен механикра.

— Ятарлă çар операцийĕнче мĕнле должноçпа вара?

— Штурмлакан ротăри пулеметчик.

— Александр Федорович, эсĕ Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне контракт йĕркипе тăнине пĕлетпĕр-ха. Мĕн хистерĕ сана тепĕр хутчен алла хĕç-пăшал тытма? Çемйĕрте ачăрсем те, ав, виççĕн тан çитĕнеççĕ.

— Пĕри те тепри пулмасан, камăн хỹтĕлемелле? Тăшман Донбаса аркатнине, çынсем вилнине телевизорпа тăтăшах кураттăм та, чун тăвăлса çитетчĕ. Çав шухăш-туйăм хистерĕ те ĕнтĕ.

— Мĕнлерех вăл пĕрремĕш çапăçу?

Службăна эпĕ кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Воронежра пуçланă. Унта нумай тытмарĕç, Луганск облаçне куçарчĕç. Новоегоровкăра пилĕк кун хатĕрленĕ хыççăн пирĕн отделение майăн 25-мĕшĕнче тỹрех передовойне — тăшманăн çирĕплетнĕ пунктне тытса илме ячĕç. Хăраман тесе каламастăп, пĕрремĕш задани-çке. Боевиксем çỹлерех точкăра вырнаçнă пулин те, позицие тытса илме пултартăмăр. Анчах çухатусăр та мар. Хыçалтан пыракан эвакуаци команди вилнисене, йывăр аманнисене санитари пункте илсе тухрĕ. Çав шутра мана та. Тăшман осколокĕ таçтан «шыраса» тупнă: хырăма, алла, икĕ урана кĕрсе ларнă.

Пирвайхи çапăçурах çакăн пек «картина». Малтан — Луганскри Сватово госпиталĕнче операци турĕç, унтан вертолетпа Белгорода, кайран, аманнă ытти салтаксемпе пĕрле Мускава ăсатрĕç. Унта — иккĕмĕш операци. Халĕ Шупашкарти вăрçă ветеранĕсен çар госпиталĕнчен йыхрав кĕтетĕп, унта икĕ операци витĕр тухас пулать.

— Сана унти мĕнле çанталăк килĕшет?

— Çумăр çунă вăхăт. Ун чухне дронсем вĕçеймеççĕ, çавăнпа малалла кайма меллĕ. Халĕ типĕ-ха унта.

— Шăплăх тапхăрĕсем пулаççĕ-и?

— Пулаççĕ, анчах кайăксен юррисемсĕр.

Вăтăр саккăрти Смайлик (хушма ят) рядовой сывалса каллех строя тăрасса шанать. «Юлташсем унта, часрах каймалла», — умра пĕр тĕллев унăн. Хальлĕхе килте-ха, костыльпе аякка тухса çỹреймест. Çапах та килĕнче те кичем мар. Хăйех мăшăрне пулăшу пултăр тесе ачисем шкултан таврăннă вăхăта тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе хурать. Повар-çке вăл. Давид 8-мĕш, Михаилпа Изабелла 5-мĕшпе 3-мĕш классенче вĕренеççĕ. Уроксем тума та пулăшать вĕсене. Мăшăрĕпе, Анжела Эдуардовнăпа, пĕр сăмахсăрах, куçран пăхсах ăнланаççĕ пĕр-пĕрне. Çак йышлă та туслă пĕрлĕхе нимĕнле хирĕçле лару-тăру та аркатаймĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code