Ятарлă çар операцине хутшăнакан Тăван çĕршывăн салтакĕпе офицерĕн пурин те пĕр тĕллев — нацизма тĕп тăвасси. Унта вĕсен кашнин хăйĕн вырăнĕ, хăйĕн тивĕçĕ.
Танкист водителе е водитель мотострелока улăштарма пултарĕ. Анчах сапера — сапер çеç. Вĕсен ĕçне сенкер экран çинче кăна куратпăр пулсан та, хăрушлăх юнашарах çỹрени иккĕлентермест. «Сапер пĕр хутчен йăнăшать», — тени ĕлĕкех афоризм пулса тăнă. Çакăн пирки специалистран ытлашши кам калайĕ?..
Ĕнел ялĕнчи Алексей Петрова ку тĕлĕшпе опытлă тесен те тĕрĕсех-тĕр. Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ çулхинех ăна çар ретне илнĕ, Çурçĕр Осетири Моздокра икĕ çул миномет полкĕнче службăра тăнăран отделени командирĕ çамрăк салтаксене те вĕрентнĕ сапер ĕçне.
Аслă сержант мобилизаци йĕркипе çĕршыв умĕнчи тивĕçе тепĕр хутчен 2022 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пурнăçлама пуçланă. Ульяновскри çыхăну çар училищи никĕсĕ çинче вĕренỹре пулнă хыççăн вĕсен ушкăнне Запорожье тăрăхĕнчи Работинона ăсатнă.
Çар операцийĕнче сапер питех те кирлĕ специалист пулни çакăнтан та курăнать: Алексей отпуска иккĕмĕш хут кăна килнĕ — командирĕ рапортне алă пусма тăхтанипе. Çав вăхăтрах тăван тăрăхĕсенче 4-мĕш хут канура пулнă çар çыннисене те пĕлетпĕр.
Саперăн кун йĕрки
Алексей Петров аслă сержант тăракан çар подразделенийĕ фронтăн малти ретĕнче вырнаçнă. Пĕр эрне заданире, пĕр эрне канаççĕ — çак йĕркепе ĕçлеççĕ вĕсем. Иккĕн ирхине 4,5 сехетре çула тухаççĕ, 15 минутран — тата иккĕн. Çумĕнче 11-шер килограмм таякан танка хирĕçле виçĕ мина, автомат, гранатăсем, типĕ апат, шыв. Ултă çухрăма васкаварлăн, тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмасăр парăнтарас пулать. Палăртнă вырăна çитсен тĕп ĕç пуçланать: минăсене лартмалла. Кашни 5 метртан. Халь пушшех асăрхануллă пулма кирлĕ, мĕншĕн тесен тăшман та тĕлĕрмест. Салтаксем каç енне çунса кайнă посадкăра çывăрмалли михĕсенче «канлĕх» тупаççĕ.
«Пĕр эрнелĕх канура (çаплах темелле-ши?) мĕн тăватăр?» — ыйтатăп Алешăран.
«Мунча кĕретпĕр, хырăнатпăр, кĕпе-тумтире çăватпăр. Хĕç-пăшала йĕркене кĕртетпĕр. Телевизор пăхас тесен замполитран ирĕк илес пулать…»
Çĕр айĕнчи пурăнмалли тата çăвăнмалли пỹлĕмсене йăлтах хăйсем ăсталанă. Апат-çимĕçне уйăраççĕ-ха, апла пулин те тепĕр чухне хăйсем те тăкакланаççĕ. Елчĕкри Юрий Кузнецов ертсе пыракан ушкăн гуманитари пулăшăвĕпе пынине те пĕлтерчĕ. Вĕсем патне шалах кĕртмен паллах — хăйсем тухса илнĕ.
Вилĕмпе юнашар
— Алексей, каçар та, Турра ĕненетĕн-и?
— Ĕненетĕп, паллах. Маларах урăх шухăшлă пулнисенчен те Турă енне çавăрăннисем сахаллăн мар унта, — чунне уçать каччă. — Задание каймассерен алăсем чĕтреççĕ. Камран? Турăран пулăшу ыйтатăн.
Пирĕн патăмăрта Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте икĕ хутчен пулнăччĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен те килнĕччĕ пачăшкă. Вĕсем молебен вулани вăй-хăват хушать, шанăç çуратать.
— Алексей Анатольевич, эсĕ операцисене нумай хутчен хутшăннине каларăн. Вĕсенчен чи асра юлни, ыттисенчен уйрăлса тăраканни пур-и?
— Юлташпа черетлĕ ĕçе тухрăмăр. Утатпăр, чупатпăр. Кунăн урине мозоль тухнă иккен, акă, хавшама пуçларĕ. Малтанах каламасть вĕт-ха ун пирки. Ăна каялла кайма хушрăм. Хам унăн минисене илсе палăртнă вырăна вашлаттаратăп. Кайсан-кайсан тăшман артиллерийĕ çунтарма тытăнчĕ. Раципе çыхăнса лару-тăрăва пĕлтертĕм те, мана: «Çухал унтан!» — терĕç. Халĕ каялла чупатăп. Тупăсем те шăпланчĕç. Кăштах сывласа та янăччĕ ĕнтĕ. Ак, тỹпере дрон курăнса кайрĕ. Пĕтĕм вăйран вирхĕнетĕп халь — вăл ман хыççăн. Утатăп — вăл та хăвăртлăхне чакарать. Анать — хăпарать, анать — хăпарать. Мĕн тумалла? Тарса та пытанаймăн. Çĕр çине кĕрсе лартăм та, юлашкинчен тесе сигарет туртса ятăм. Дрон тем вăхăтчен ман пуç çийĕнче тăчĕ-тăчĕ те, вара çухалчĕ… Вăт, çакăн хыççăн Турра ĕненмĕн-и?
«Филин» позывнойпа çỹрекен сапер — подрывник та. Ку ĕçре пушшех асăрханулăха ỹстермеллине çирĕплетет вăл. Хушма ячĕ ахальтен ỹхĕ мар-и? Умрине, йĕри-тавраллине, тỹперине пĕтĕмпех курса-сăнаса тăмалла.
— Минăсемпе çыхăннă ĕç-пуç тата та хăрушă, — ăнлантарать аслă сержант. — Ун пек чухне пĕр сукмакпа утас пулать. Айккине пĕр утăм турăн тăк — вилĕмпе вĕçленме пултарать. Халĕ минăсем те пĕрешкел формăллисем мар. Тĕрлĕ калăпăшлисем, лампочкăран пĕчĕкреххисем те пур. «Кассетăллă мина» теççĕ ăна. Ун çине ярса пуссан ура чĕркуççи таран татăлма та пултарать.
Алексей Петрова «Минăсенчен тасатнăшăн» медальпе чыслани — унăн ĕçне тивĕçлипе хаклани. Ăна çавăн пекех Жуков тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе наградăланă.
…Алексей 4 ывăлпа пĕр хĕртен- иккĕмĕш. Вăл Новая урамĕнче асламăшĕ пиллесе хăварнă çуртра тĕпленнĕ. Унта тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пикенни курăнать — строительство материалĕ те чылай.
— Манăн паян çуралнă кун-ха, — биографири паллă событие уçрĕ отпускри салтак. — Юлташсене кĕтетĕп.
Эпир ăна çак пулăмпа кăмăлтан саламларăмăр, тĕрĕс-тĕкел, çĕнтерỹпе таврăнма ырă сунтăмăр. Çемье чăмăртанса вăл çурт ача-пăча сассисемпе тултăр.
Николай МАЛЫШКИН.