Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Педагогсем ялан шыравра

Педагогсем ялан шыравра

Тыр-пул е пахча çимĕç тухăçлăхĕ вăрлăх пахалăхĕнчен, ăна мĕнле пăхса çитĕнтернинчен килет. Çын мĕнле пуласси воспитани тытăмĕн чи малтанхи звенисемпе — çемьепе, ача сачĕпе çыхăннă. Шăтса тухнă «вăрлăха» çитĕнтерессине вара шкул хăйĕн çине илет.

Пĕрлĕхре тăрăшса пурнăçланă ĕç кирек хăçан ăнăçупа çирĕпленет. Ахальтен мар Елчĕкри культура керменĕнче Учитель тата шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунĕсене пĕрле паллă тăвас тенĕ.

Сцена çинче чи малтанах шăпăрлансене ирĕкленме пани те тĕрĕсех пулĕ: «Шевле» ача садне çỹрекенсем хăйсен «иккĕмĕш» амăшĕсемпе педагогсене мĕнлерех юратнине «Лебедушка» ташăра уçса пачĕç. Вĕсен кашнин пĕр пек хусканăвĕ, йăл кулли зала чăннипех хăпартлантарчĕ. Пултарулăхĕ тивĕçлĕ шайра пулни пухăннисем «Маттур!», — тесе палăртса тăвăллăн алă çупнинче те курăнчĕ.

Уявра педагогсен умĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, унăн заместителĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев сăмах илчĕç. Вĕсем учительсемпе воспитательсен вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи пултарулăхне палăртнипе пĕрлех, обществăри хастарлăхне те асăнмасăр иртмерĕç. Чăн та, вĕренỹ тытăмĕнче тăрăшакансем суйлав кампанийĕнче те, ыр кăмăллăхпа экологи акцийĕсенче те, культура мероприятийĕсенче те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çавăнпа вĕсене ялсенчи тĕп фигура тесен те йăнăш мар-тăр.

Уяв чыславсăр мар, паллах. Унăн кашни тапхăрĕ искусство шкулĕнчи ачасемпе преподавательсен тата культура ĕçченĕсен юрри-ташшипе пуянланса пычĕ. Малтанах Алевтина Николаевна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене — Курнавăшри вăтам шкулти Вера Вороновăна Г.Н.Волков ячĕллĕ «Педагогикăри çитĕнỹсемшĕн» кăкăр çине çакмалли паллăпа, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулти Альбина Теренинăна ЧР Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ. Республикăри çут ĕç тата наука ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнисем вара йышлă: Светлана Арефьева (Лаш Таяпа шкулĕ), Ольга Архипова (искусство шкулĕ), Алевтина Иванова (Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ шкул), Мария Шавкина (Кушкă шкулĕ), Светлана Шадрикова («Чебурашка» ача сачĕ).

Вĕренỹпе воспитани процесне йĕркелессинче, ачасене ăс-тăн, культура тĕлĕшĕнчен аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Леонард Левый округ администрацийĕн Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕ. Вĕсем: Ирина Ванюшина (Патреккел), Марина Немцева («Улăп» ФОК), Елена Светопольская (Курнавăш), Елена Федорова (Елчĕк), Татьяна Шакова («Солнышко» ача сачĕ).

Владимир Николаев вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп хучĕпе чысланисен ушкăнĕнче те хăйсен ĕçне чылайранпа ăнăçлă пурнăçлакансем. Педагогикăри тĕрлĕ ĕçпе çыхăннă пулсан та, вĕсен кашнийĕн кулленхи тивĕçĕ — ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси. Искусство шкулĕнчи Луиза Доброхотова преподавателе, Çĕнĕ Пăвари Оксана Круглова вĕрентекене, «Солнышко» ача садĕнчи хуçалăх ĕçĕн заведующине Дина Кузьминăна, Елчĕкри психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центр специалистне Галина Муравьевăна хаçат урлă эпир те саламлатпăр.

…Культура çуртне пырса кĕрсенех «Учитель кунĕ» ятпа Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсен сăрă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Çамрăк ỹнерçĕсем педагогсен тивĕçне тĕрлĕ енлĕн çутатса пама тăрăшнă вĕсенче. Çапла, çамрăк чунсен ăс-хакăлпа пĕлỹ инженерĕсем пĕрешкел ĕçлеме пултараймаççех. Ялан вĕсем шыравра, çĕннине çул парасшăн ăнтăлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code