Хальхи вăхăтра çĕршыва ертсе пыракансем те, вырăнти ертỹçĕсем те социаллă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ятарлă çар операцине ертсе пыма нумай тăкакланма тивет пулин те чылай ялсемпе хуласенче çĕнĕ шкул çурчĕсем, врач амбулаторийĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр хута каять.
Акă, Кушкă ялĕнче те август-сентябрь уйăхĕсенче пĕр харăсах 3 урама вак чул сарса хытарчĕç. Çакă ял çыннисене савăнтарать, пурнăçне çăмăллатать. Халь асфальтлă çул çине тухма та ансат: çуран та, техникăпа пулсан та пылчăк çăрса нушаланасси çук. Мĕнпур ĕçе ял старости Анатолий Иванович Трофимов тата округ депутачĕ Петр Васильевич Хмелев ăнăçлă йĕркелесе ертсе пыма пултарчĕç.
Çул тăвас ĕçре пулнă тăкаксен пĕр пайне Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн администрацийĕ тỹлерĕ, тепĕр пайне ял çыннисем май пур таран укçа куçарса саплаштарчĕç.
А.Трофимов староста тивĕçне туллин пурнăçласа пынипе палăрать. П.Хмелев депутат та пуçаруллă. Темиçе çул каялла вĕсем иккĕшĕ кирлĕ техника тупса Пушкин урамĕнче кỹлĕ чавтарчĕç. Çакă кунта пурăнакансене хур-кăвакал усрама ансатлатрĕ. Каламалла, ял старостин яваплăхĕ пысăк: урамсенче тирпей-илем тытса тăмалла, масар çине тирпейлемелле, çỹп-çапа вăхăтлă ăсатса тăмалла. Анатолий Иванович ял çыннисене яланах пулăшма хатĕр, вĕсен пурнăçĕ тивĕçлĕ шайра пултăр тесе чунтан тăрăшакан çын вăл.
Светлана БАРИНОВА,
Кушкă ялĕ.