Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйрăлу куççулĕ

Уйрăлу куççулĕ

Шăплăх. Вăхăт чарăнса тăнă тейĕн. Чунра та калама çук пушă. Савнă та юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлчĕ Михаил. Хăйĕнчен пурнăçри чи пысăк телейне тытса илнĕн туять вăл. Вуниккĕ, пĕрре, иккĕ, виçĕ сехет иртрĕ. Чỹречерен кăвак çутă сăрхăнма пуçланине те асăрхамасть арçын, кресло çине тайăннă та çав-çавах хускалмасăр, пĕр пăнчă çине тĕллесе ларать. Натальăн хĕрĕх кунне асăнма килнĕ юлашки хăнана ăсатса янăранпах.

Ĕнерхи кунчченех мăшăрĕн чунĕ пĕрле çỹрерĕ, хавхалантарчĕ, унпа пĕрле пăшăрханчĕ тейĕн.

— Кĕл ту маншăн, Миша. Эсĕ кĕл тусан мана çăмăлрах пулĕ, — çапла каларĕ вăл Мишăна ĕнерхи тĕлĕкĕнче курăнса.

Мăшăрланнă кунра тăхăннă шурă кĕпипе хăй, вăрăм та хура, хумлă-хумлă çỹçне сапаланă. 

-Каясах терĕн-и? 

-Каймалла. Манран ыйтмаççĕ. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ…

Мăшăрĕ çумра чухне хăйне вăйлă та мăнаçлă туятчĕ арçын. Тĕнчене тепĕр май çавăрса хума та вăй çитет пекчĕ. Натальйăра усал шыçă аталанма пуçланине пĕлсен ăçти больницăна кăна илсе каймарĕ ăна Михаил. Анчах та усси пулмарĕ. Мĕн юлашки кунччен кĕрешрĕç пулсан та çĕнтереймерĕç вĕсем йывăр чире. Мĕншĕн? Мĕн сăлтавпа? Мĕншĕн шăпах пирĕнпе? Çакăн йышши хуравсăр ыйтусем анчах юлчĕç халĕ. 

-Тавах сана, Наталья, таса чунушăн, çепĕç те черченке юратушăн, пурнăç илемĕшĕн, телейлĕ самантсемшĕн, — çирĕп арçыннăн питçăмарти тăрăх шултăра куççулĕ юхать те юхать. Чун ыратмаллипе ыратсан арçын та йĕрет иккен…

Мĕнлерех паллашнăччĕ-ха вĕсем Натальйăпа? Çуллаччĕ ун чухне. Кĕтỹ янă вăхăт. Ял çумĕнчи çырма хĕрринче сывлăш уçă та таса. Вĕçен кайăксен чĕвĕлти сассисене итлесе тăранаймасть салтакран икĕ эрнене отпуска килнĕ Миша. Мĕнле тунсăхланă-ха вăл тăван тăрăхшăн, çак чуна çывăх илемшĕн. Каччă пушмакĕсене хывнă та çырман тепĕр енне каçма хатĕрленет. Юлашки кунсенче çумăр çине-çине çуса тăнăран çырмари шыв самай хăпарнă, çавна май маларах хăмаран туса хунă каçă шыв айне пулнă. Кĕçех Миша çырман тепĕр енче тăракан хĕре асăрхарĕ. Вăл, вĕтĕ кăвак чечеклĕ шурă кĕпе тăхăннăскер, малтанхи каçă тăрăх каçма хăтланать, анчах та шиклĕх туйăмĕ малалла иртме памасть хĕре. Вăрăм çỹçне çил вĕлкĕштернĕ май шыв хĕрринче пирĕшти евĕр курăнать çинçе те яштакаскер. 

-Каçаймастăн-им? Тен, сана йăтса каçармалла? — терĕ каччă ăна куçĕсенчен тинкернĕ май. 

-Каçаймастăп çав, — йăл кулчĕ пике.

Куçсемпе куçсем тĕл пулсанах кăлт-кăлт! туса тапса илчĕ каччăн чĕри. Мĕнле таса та ăшă хĕрĕн куçĕсем. Çакăн евĕр илемлĕ куçсене нихăçан та тĕл пулман халĕччен йĕкĕт. Тăрă та сенкер кỹлĕ евĕр вĕсем. 

-Мĕн туса çỹретĕн каçа хирĕç çырма хĕрринче? — терĕ хăй сисмесĕрех хĕр илемĕпе киленнĕрен пĕр кана хытса кайнă каччă хăйĕнчен хăй аванмарланса. 

-Хур чĕпписене илме кайрăм та, шывран кăлараймарăм, халĕ шăллăма чĕнме каятăп. 

-Ăçта вĕсем чĕппỹсем.

— Улăхри кỹлĕре.

— Хам кăларса парас мар-и? 

-Юрать эппин. Хĕрпе каччă шăкăл-шăкăл калаçса çырмаран инçех мар вырнаçнă кỹлĕ енне утрĕç.

— Хăна хĕрĕ-им эсир?

— Çапла. 

-Камсем патне килнĕ? 

-Пăракух Тарукĕсем патне.

Сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май Миша хĕр кỹршĕ ялтан пулнине, ку ялта унăн асламăшĕ пурăннине, хĕр кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухса тĕп хуламăрти аслă шкула вĕренме кĕнине пĕлчĕ. Педагог пулма ĕмĕтленет иккен вăл. Кỹлĕ хĕрне çитсен каччă кĕпипе шăлаварне хыврĕ те шыва сикрĕ, Натальăн хур чĕпписене çыран хĕррине хăваласа илсе тухрĕ. Савăнса кайнă хĕр каччăна тав туса чĕпписене хăваланă май васкамасăр малалла утрĕ. Каччă вара вăкăрне вĕçертрĕ те каялла кайма питĕ васкарĕ. Çырма хĕрне хĕртен маларах çитес, ăна хăйĕн ытамне илсе шыв урлă йăтса каçарас килчĕ унăн. Хĕр шыв хĕрне çитессе тỹсĕмсĕррĕн кĕтрĕ вăл. Лешĕ килĕшнине кура лĕпĕш евĕр Натальăна хăйĕн çирĕп те шăнăрлă аллисемпе вăшт! кăна çĕклесе илчĕ те хăйĕн çумне ыталаса çырман тепĕр енне илсе каçарчĕ. Мĕншĕн сарлакарах мар-ши çырми? Хĕре ытамĕнчен вĕçертмесĕр питĕ вăраххăн утас та утас килчĕ йĕкĕтĕн. Çак кунран йăлтах канăçне çухатрĕ Миша. Чĕри хăвăрт-хăвăрт тапма тапратнине туйрĕ йĕкĕт. Наталья, унăн илĕртỹллĕ, хаваслă, ăслăн та тимлĕн тинкерекен куçĕсем асĕнчен тухмаççĕ. Халĕччен юратса курман-шим вара вăл? Килĕшекен хĕрсем пĕрре анчах пулман-ха, ташă каçĕнчен килне пĕр хĕре анчах ăстаман. Натальйăна тепĕр хут тĕл пулас тĕллевпе отпуск пĕтичченех вăкăрне кашни каçах илме çỹрерĕ яш, анчах калăхах. Илĕртỹллĕ те чун çунтармăш пикене урăх тĕл пулмарĕ вăл.

Çĕнĕрен салтак пурнăçĕпе пурăнма пуçласан туйăмсем сĕврĕлчĕç, çапах та чĕрере юрату вутне тивертсе хăварнă таса кỹлĕ пек тарăн та йăваш куçсем манăçмарĕç. Хĕсметрен таврăнсан Миша Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕчĕ. Пĕринче, çуркуннеччĕ ун чухне, çывăх юлташĕ Алексей чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне йыхравларĕ ăна: 

-Унта паян иккĕмĕш сыпăкри йăмăкăм юрлать.

Тусĕн тăванне — сцена çине тухнă илĕртỹллĕ хĕре тỹрех палласа илчĕ йĕкĕт. Ăна, унăн сассине пин-пин çын хушшинчен те уйăрма пултарĕ вăл. Сывлами тенĕ пек итлесе тата пăхса ларчĕ Миша Натальйăна, унăн уçă та янăравлă сассипе, кашни хусканăвĕпе киленчĕ. Тахçан манăçнă туйăмĕсем чĕрине çулăм евĕр пĕçертме пуçларĕç.

— Паллаштар-ха мана йăмăкупа, — терĕ вăл тусне концерт пĕтсен. 

-Юрать, çывăх вăхăтра унăн çуралнă кунĕ пулмалла, уява пĕрле кайăпăр.

Çуралнă кунĕнче тăванĕ Мишăпа пĕрле пырса кĕрсен Наталья тĕлĕнсех кайрĕ. Пĕрне-пĕри тỹрех палласа илчĕç вĕсем. Пĕрремĕш тĕлпулурах хĕр те каччăна килĕштернине туйрĕ Миша. Вăхăтĕнче юрату çулăмĕпе пиçсе илнĕ, пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă çамрăксем икĕ уйăхранах пĕрлешсе туй турĕç. Çемье çавăрсан ялта пурăнма пуçларĕç вĕсем. Миша хăй ĕмĕтленнĕ пекех фермер хуçалăхне йĕркелесе ячĕ, çамрăк арăм ялти шкулта музыка учителĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Юратупа туслăх хуçаланакан çемьере икĕ хĕр кун çути курчĕç. Тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленчĕ çамрăксен юратăвĕ. Иккĕмĕш хĕрне çуратсан уйăх иртсен Наталья йывăр чирлесе ỹкрĕ. Çамрăк хĕрарăм урамра япала çунă та ăна сивĕ шывра чỹхенĕ. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăчĕ хĕрарăм. Упăшкин тимлĕхне, тухтăрсен пысăк тăрăшулăхне пула анчах çăлăнса юлчĕ вăл. Вăхăт малалла шурĕ. Хаваслă çемьере каллех телей хуçаланма пуçларĕ. Çамрăк ачасемлĕ Наталья килĕнче кунĕпех икĕ хĕрĕпе тăрмашать, мăшăрĕ ĕçрен таврăннă тĕле тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе хурать. Миша та ĕç хыççăн килне васкать, алăк урати урлă каçсанах хăйне çаврăса илнĕ икĕ хĕрĕпе каçăхса кайсах вылять вăл. Ачисемпе пĕрле кунĕпе мăшăрĕшĕн тунсăхланă арăмне те çупăрлама ĕлкĕрет арçын. Анчах каллех инкек килсе çапрĕ çемьене. Пĕринче Миша киле яланхи вăхăтра таврăнмарĕ. Наталья чунĕ çак кун пĕрре те вырăнта пулмарĕ. Пăшăрханаканскер чỹречерен те темиçе пырса пăхрĕ, урама та туха-туха кĕчĕ çамрăк хĕрарăм. Кĕçех вăл мăшăрĕ аварине лекнине, ăна районти больницăна илсе кайнине пĕлчĕ. Кỹршĕри Çтаппан тетĕшĕпе çĕр варринче больницăна васкавлăн тухса кайрĕç вĕсем. Мăшăрне реанимаци уйрăмне хунине, ăна васкавлă юн кирлине пĕтерчĕç тухтăрсем. 

-Пирĕн юнсем пĕр пек. Хам парăп ăна юн, — хыпалансах пĕлтерчĕ хĕрарăм тухтăрсене ун чухне.

Виçĕ эрне тăнсăр выртрĕ Миша. Тухтăрсем шанăç çуккине систерме пуçларĕç. Талăкĕпех пăрăнмарĕ ун умĕнчен Наталья. Пĕр чарăнми Турра кĕл турĕ вăл, мăшăрне пурнăç тата сывлăх пама ыйтрĕ çỹлти пỹлĕхрен. Çак кĕске тапхăрта йăлт ватăлса тата япăхланса кайрĕ хĕрарăм, юлашкинчен апат та çими пулчĕ. Юн нумай панăран тỹрех вăй та илеймерĕ вăл. Мухтав Турра, тăна кĕчĕ арçын, çамрăк организм вилĕме парăнмарĕ. Анчах та авари хыççăн пилĕк çул хăй тĕллĕн утаймарĕ. Ĕненĕвĕн вăйĕ пысăк — çак инкеке те çĕнтерчĕç Натальйăпа Миша. Хăйĕн çуралнă кунĕнче пуçласа ик-виçĕ утăм турĕ арçын, каярах пур йывăрлăха парăнтарса ура çине тăчĕ-тăчех. Çак пулăм хыççăн çамрăксем пĕрне-пĕри тата та хаклама, упрама пуçларĕç. Телейĕн хакĕ çав тери пысăк пулнине уйрăмах туйса илчĕç вĕсем. Кĕçех хĕрĕсем ỹссе çитĕнсе ăшă йăваран вĕçсе тухса кайрĕç. Малтан вĕренсе пĕлỹ илчĕç вĕсем, каярах умлăн-хыçлăн качча кайрĕç. 

-Халĕ ĕнтĕ эпир каччăпа хĕр евĕр иксĕмĕр шăкăлтатаса пурăнăпăр. Хамăра ватлăхра йăпанмалăх тепĕр ача çуратмаллаччĕ иккен пирĕн, — тенĕччĕ Наталья Мишăна хĕрĕсем тухса кайнă хыççăнах.

Çук, ĕмĕчĕсем пурнăçланаймарĕç вĕсен. Аллă çул тултараймасăрах куçĕсене ĕмĕрлĕхе хупрĕ Наталья. Мĕнлерех пулмалла-ши ĕнтĕ халĕ арçыннăн? Натальйăсăр пурнăçа еплерех хăнăхмалла?

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code