Ĕмĕре телейлĕ пурăнса ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни çеç çителĕксĕр, чĕрери çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, çемье вучахне упрама пĕлни паха. Шуршури Александр Николаевичпа Римма Федоровна Михайловсем шăпах вун-вун çула хыçа хăварсан та пĕр-пĕрин хушшинчи юратăва сÿнме паман. Вĕсем алла-аллăн тытăнса 56 çул пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ.
Çурхи ăшă хĕвел хĕрÿллĕн пăхма пуçланă кун пулма тÿр килчĕ райцентртан инçетре вырнаçнă çак ялта. Пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ илемлĕ вăхăт. Ытти урамсене тарăн кунчаллă атăсăр кĕме çук, Сухапуç кассинче вара тикĕс сукмакпа пушмакпах утма пулать. Сип-симĕс курăк ешерме пуçланă. Тирпей-илеме юратакансем пурăнни иккĕлентермест. Ĕлĕкренех çак урамри кашни кил хуçи сухапуç ăсталама пĕлнĕрен çак ят çыпăçнă вĕсем çумне, халĕ те, хут çинче Новая пулсан та, тăрса юлнă.
Çак çеремлĕ урамра пурăнаççĕ те ялти чи хисеплĕ çемьесенчен пĕрисем — Михайловсем. Илемлĕ те капмар çурт умне çитсен кунта ватăсем пурăнаççĕ тесе калаймăн. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Картишĕнче те çаплах. Пÿртне кĕрсен пушшех тĕлĕнетĕн: хăтлă та çутă. Чечексем нумай ÿстереççĕ.
Александр Николаевичпа Римма Федоровна канăç мĕнне пĕлмеççĕ: ыйхă килменрен тул çутăлсанах ура çине тăраççĕ те кил картинче кăштăртатаççĕ. Çурхи кунсенче хресченĕн ахаль те ĕç нумай, вăй çитнĕ таран пахчара тăрмашаççĕ. Паян, акă, кил-çурт ачисемпе, мăнукĕсемпе тулнă. Вĕсем çĕр улми лартма пурте тăван киле пуçтарăннă. Хаваслă кулă иртенпех кĕрлет анкартинче.
Тăванĕсем, кÿршĕ-аршă та юлмасть кун пек пысăк ĕçрен. Çакна курса тăракан Римма аппапа Александр тете кăмăлĕсене ирĕке яраççĕ, ирĕксĕрех савăнăç куççулĕ пăчăртанса тухать вĕсен. Иккĕшĕ те çемçе кăмăллă, савăнма нумай та кирлĕ мар: шăкăл-шăкăл калаçса тăвакан ĕçшĕн хĕпĕртеççĕ вĕсем.
Пĕр ялта çуралса ÿснĕскерсем малтанах пĕр-пĕрне ĕçре те, улахра та, вăйăра та сăнанă. Пĕве кĕрсен çемье çавăрнă. 1962 çулхи ноябрь праçникĕ Михайловсемшĕн ĕмĕр асра тытмалли пулăм пулса юлнă. Шеп туй кĕрлеттернĕ хыççăн çемье малашлăха шанса малалла талпăннă. Кил хуçи ăста алăллă пулнипе палăрнă. Платник ĕçне лайăх пĕлнĕрен тĕрлĕ стройка ĕçĕнче тăрăшнă. Римма малтанах свинаркăра, каярах бригадăра вăй хунă. Çулсем иртнĕ майăн хутшăннă ачисем амăшĕ çумĕнчен пăрăнман. Вĕсем те пĕчĕккĕллех ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ.
— Пирĕн çулсенчи хĕрарăмсен çу кунĕсенче алăран муттик, çава, кĕреçе-сенĕк кайман. Ачасене хамăрпа юнашар тăратса ĕçе вĕрентнĕ, — тет Римма Федоровна.
Михайловсен туслă çемйинче пилĕк пĕр тăван çитĕннĕ. Шкул пĕтерсен ачисем хăйсен пурнăç çулĕпе утнă. Çемьеленнĕ. Тăваттăшĕ хулана тухса кайнă. Юрий Шупашкарти трактор тăвакансен заводĕнче ĕçлет. Светланăпа Елена, Валерий те Шупашкартах тымар янă. Хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе ĕçлеççĕ. Валентина тăван ялта хунав янă та ашшĕ-амăшĕ патне килсе пулăшма вăхăт тупать.
Ача-пăча çитĕнтернĕ чухне карта тулли выльăх-чĕрлĕх ÿстернĕ пысăк çемье. Каярах та картиш чухăн пулман.
— Виçĕ çул каялла ĕнене сутса ятăмăр. Ватлăхра пысăк выльăха пăхма çăмăлах мар, — калаçăва хутшăнать 79 çулхи Александр Николаевич.
Хальхи вăхăтра вĕсем качака тытаççĕ, чăх-чĕп усраççĕ.
— Ялта пурăнса сĕт-тăпăрчă, çăмарта укçалла туянсан намăс пек туйăнать. Çитменнине уçă сывлăшра пулни, утса çÿрени те усăллă пирĕншĕн, — сăмах çумне сăмах хушать Римма Федоровна.
Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕскерсем çемçе диван çинче усăнса ларасшăн мар. Телевизорне пăхкалаççĕ-ха, анчах тăтăшах çапăçу-тĕркешÿ çинчен кăтартни кăмăлĕсене каймасть. Вăрçă ачисен йывăр ачалăха аса илес килмест.
— Паян ырлăхра пурăнатпăр. Ачасен хăйсен пурнăçĕ. Пирĕн 6 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук. Вĕсемшĕн савăнатпăр, — тет шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр çăвартан пурăнакан телейлĕ мăшăр.
Çемьеллĕ пурнăçра телейлĕ савăк кунсемпе пĕрле йывăрлăхĕсем те сахал мар пулнă Михайловсен. Çапах вĕсене пĕр-пĕрне ăнланса тÿссе ирттерни, темле çăмăл мар пулсан та пĕр-пĕрне хисепрен кăларманни, шанни çемье вучахĕн ăшшине упраса хăварма пулăшнă. Халĕ, кашни самантра хăйсем çумĕнче ачи-пăчи çук чухне, иккĕшĕ пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса тăни темрен те хаклă.
— Вăхăт иртнĕçемĕн чун-чĕрери юрату туйăмĕ вăйланса, çирĕпленсе пырать. Мăшăрсен хушшинчи хутшăнăва ачасем тата çирĕплетеççĕ. Шел, паянхи çамрăксем пирки апла калаймăн. Çамрăксене телейлĕ пулма юратни кăна çителĕксĕр, пĕр-пĕрне сума суни кирлĕ. Пурнăç çулĕ кĕске мар, унта тумхахĕ те чылай тĕл пулать. Нумай чухне пĕр-пĕрне каçарни пысăк пĕлтерĕшлĕ, — тет тăнăçлăхпа ăнланулăха упракан мăшăр.
Килĕшÿллĕ ватăсем çамрăк ăрăва ырра, ĕçе вĕрентсе пыраççĕ, пехиллеççĕ. Çав пехилтен хакли çуках ачисемпе мăнукĕсемшĕн.
Михайловсем тарават кил хуçисем. Римма аппа халĕ те газ плити умĕнче кăштăртатма юратать. Паян та вăл ачисене кĕтсе кукăльсем пĕçернĕ…
В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Михайловсем.