Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 390 номерлĕ «Пушара хирĕçле уйрăм йĕрке çинчен» йышăнăвĕ халăха вăрмансен çывăхĕнче уйрăмах тимлĕ пулма хистет.
Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вăрман çывăхĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, общество пĕрлĕхĕсен, вăрман çумĕнче пурăнакан уйрăм çынсен тата çак территоришĕн яваплă граждансен юр кайса пĕтнĕ тапхăртан пуçласа йĕпе-сапаллă кĕркунне пуçланиччен е юр çăвичченех вăрман çумĕнчи 10 метр лаптăка çÿп-çапран, типнĕ курăкран, вут-çулăм хăвăрт хыпса илме пултаракан хатĕрсенчен тасатсах тăмалла, е вăрман çумĕпе сухаласа йĕр /вăл 0,5 метрпа танлашмалла/ тумалла.
Йĕркене пăхăнманнисене Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 20.4 статйипе килĕшÿллĕн 2000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ.