Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Профилактика витĕмĕ пысăк

Профилактика витĕмĕ пысăк

Çак кунсенче Саратов хулинче Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе Николай Патрушевпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пĕрлехи канашлу ирттернĕ.

Ларăва РФ Тĕп прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, РФ Шалти ĕçсен министерствин экстремизма хирĕç кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Морозов, Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федерацин наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин, прокуратура, вĕренÿ, сывлăх сыхлав сферин представителĕсем хутшăннă.

Çамрăксен хушшинче наркотик сарăлассине асăрхаттарасси тата ку енĕпе йышăнмалли майсем пирки канашласси кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнче пулнă. Çивĕч ыйтăва çĕршыв шайĕнче çĕклени ыт ахальтен мар. Юлашки вăхăтра çĕршывра çамрăксем, çав шутра çул çитменнисем хушшинче наркотикпа алхасса йĕркене пăснă тĕслĕхсем йышланнă. Тепĕр пысăк чăрмав — çамрăксене Интернет урлă наркотик салатма явăçтарни. Интернет çамрăк ăру умне ытти чăрмавсем те кăларса тăратать. Хăш-пĕр сайтсенчи информацисем вĕсен ăс-тăнне пăтратма, психики çине япăх витĕм кÿме пултараççĕ. Терроризмпа экстремизм шухăшĕсемпе хаярлăх çуратакан, хăйсем çине алă хума хистекен тата ытти киревсĕрлĕхе саракан сайтсем пирки пырать сăмах.

Николай Патрушев çамрăксене тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарасси аслисен тĕп тивĕçĕ пулнине каланă май çитĕнекен ăрăва ытларах обществăлла ĕçе явăçтармаллине, вĕсен кăмăл-туйăмне ырă енне куçарса пымаллине, патриотизм туртăмне вăйлатмаллине палăртнă. Раççей Правительстви çамрăксен вăхăтне тата канăвне тĕрĕс йĕркелес тĕлĕшпе 2025 çулчченхи тапхăра 40 ытла ятарлă программа йышăннă. Çак программăсене пурнăçа анлăн кĕртсе пырасси — пирĕн тĕп тĕллев.

Ырă кăтартусем те çук мар. 2017 çулта Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче наркотикпа иртĕнекенсен йышĕ 7,5 процент сахалланнă. Чăваш Енре ку енĕпе лару-тăру япăх мар. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе те ĕçсем курăмлă. Çапах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест, çамрăксене киревсĕр йăласенчен асăрхаттарассипе малашне те çанă тавăрса ĕçлесе пымалла.

Владимир ПЕТРОВ,
ЧПУ студенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code