Час-часах çул çỹревре пулнăран тĕрлĕ çынпа паллашма тивет. Пĕринче Шупашакара кайнă чух автобусра 45-46 çулсенчи çамрăк хĕрарăмпа юнашар ларма тỹр килчĕ. Хаçатра ĕçленине пĕлсен çакскер манпа чунне уçса калаçма кăмăл турĕ. Хăйĕн ăнман пурнăçĕ пирки ют çынна каласа парас килчĕ ахăр унăн.
— Çыр-ха ман çинчен статья, тархасшăн, эпĕ тунă йăнăшран çамрăксем асăрханччăр, Турă панă мăшăра куç пекех упраччăр. Хаçат вулама хам та юрататăп, çынсем хăйсен шăпи пирки çырнă статьясем уйрăмах килĕшеççĕ, — терĕ те Марине сăмах çăмхине сỹтме пуçларĕ:
«Вăхăт тăхтавсăр малаллах шăвать. Пурнăçăн хăйĕн йĕрки: çеккунт каяллахи саманта та каялла тавăраймăн. Çамрăк чух çакна пуçа илместпĕр, ун пирки шухăшламастпăр темшĕн. Шăпа панă телее упрама тата хаклама пĕлмесĕр яланах тем кĕтетпĕр, тем шыратпăр пурнăçра. «Çамрăк вăхăта каялла таврăма пулсан пурнăç çулне çĕнĕрен суйлăттăм», — тенине час-часах илтме тỹр килет хăшĕ-пĕринчен. Эпĕ те килĕшетĕп çак шухăшпа.
Пулас мăшăрăмпа тантăшăн туйĕнче паллашрăмăр. Мана, ют районтан килнĕ хĕр çумне, каччă çумĕ пĕрре пăхсах килĕштернине чĕрепе туйса илтĕм. Юрлама-ташлама, вĕçĕмсĕр шỹтлеме кăмăлланăран, тирпейлĕ те ĕçчен, сăпайлă пулнăран ялти каччăсем те пĕрре анчах мар евчĕ янă. Анчах маншăн кỹршĕ каччи Элекçей анчах çывăхчĕ. Элекçей вара хуларан каникула килекен Инессăна юрататчĕ. Вĕсене юнашар курсан вăрттăн асапланакан чĕрем йĕппе йĕпленĕн ырататчĕ.
Каччă çумĕ Ваня туйра пĕр шит те юлмарĕ манран.
-Вот, Иван, арăм пулас хĕр тупăнчĕ те, — юлатшĕсенчен пĕрре çеç мар илтрĕм пулсан та шута илмерĕм çак сăмахсене.
Туй вĕçленнĕ тĕле мана, картишне уçăлма тухнăскере, 3-4 каччă тытрĕç те çăмăл машина çине тĕксе лартрĕç… Çапла хам сиссе ĕлкĕреймесĕрех Ваньăн арăмĕ пулса тăтăм. Çак районти «хĕр вăрлас» йăла пирки пуçласа пĕлтĕм ун чухне. Ушкăнпа машинăна тĕксе лартнă самантра мăшкăл курасран хăранăран чун ура тĕпне анса ларнăччĕ. Кунти йăлапа çак çĕрех çывăх тăванĕсене пухса «çамрăк мăшăра çуни», пире Ваньăпа иксĕмĕре пĕр тĕттĕм пỹлĕме хупса питĕрсе лартни тĕлĕкри евĕр анчах асра юлнă.
Ваньăна пĕр эрне хам çывăха ямарăм. Ырă чунлăскер мана хĕрхенчĕ курăнать, пỹрнепе те тĕкĕнмерĕ:
— Эпĕ сана ирĕксĕрлемĕп, анчах та алăран та вĕçертмĕп. Пĕрре курсах кăмăлларăм сана, тахçантанпах шыраттăмччĕ сан пек хĕр.
-Пурпĕрех пурăнмастăп ку çуртра. Ярăр мана киле, — йĕре-йĕре йăлăннине хирĕç пулас мăшăрăм çапла тавăрчĕ:
— Ỹкĕнмĕн мана качча тухнăшăн. Алă çинче йăтса çỹрĕп тесе шантармастăп, çапах та эпĕ сана ĕмĕр тăршшĕпех кỹрентермĕп, ыттисене те кỹрентерме памăп.
Ăшă та ырă куçĕсемпе ачашшăн тинкерекенскер çавăрчĕ-çавăрчех хăй майлă — Ваня маншăн çывăх, хама ăнланакан çын пулнине чунпа ăнлантăм. Мана, ĕнер çеç шкул сакки çинчен тăнăскере, хулана вĕренме яма хирĕç маррине те пĕлтерчĕ.
Çулсем шурĕç. Тăватă ача пĕрин хыççăн тепри кун çути курчĕç. Вĕренес ĕмĕт пĕрремĕш хут йывăр çын пулсанах татăлчĕ. Пĕрлешнĕ хыççăнах çурт туса уйрăлса тухас тĕллев (Ваня çемьери аслă ывăлччĕ) лартрăмăр. Ял хĕрринчи фермăна ĕне сума вырнаçрăм та паянхи кун та тăрăшатăп унта. Мăшăрăм, чăн та, ырă, тимлĕ, ĕçчен пулнипе, хама чунтан юратнипе тата хисепленипе савăнтарса тăчĕ. Килĕшỹпе çураçура анчах пурăнмаллаччĕ те çав. Çук, хам таптарăм Турă панă телее.
Çу кунĕсемччĕ ун чухне. Эпир, çуллахи лагерьте ĕне сăвакансем, фермăна çĕнĕ зоотехник килни пирки (малтанхине тивĕçлĕ канăва ăсатрăмăр) хĕрỹлленсех калаçатпăр. Кам мĕнле хыпар илтсе ĕлкĕрнĕ, çавă теприне пỹле-пỹле мĕн пĕлнине калама васкать. Кĕçех çулпа тусан йăсăрлантарса мотоцикл килни курăнчĕ. Кашниех кăсăклансах сăнатпăр килекен çынна. Ара, икĕ урапаллă тимĕр ут çывхарчĕ те, хĕр чухнехи чун çунтармăш кỹршĕ ачи Элекçей пулчĕ тăчĕ çаксер. Мана тỹрех палласа илчĕ хайхи, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланнă май сăмах çăмхи сỹтĕлчĕ те сỹтĕлчĕ. Калаçуран Элекçей Инессăпа пĕрлешнине, анчах пĕрле вăрах пурăнайманнине пĕлтĕм. Пурнăçĕ ăнманнине кура Элекçей хăйне урăх района ĕçлеме яма ыйтнине хыпарларĕ. Тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман эпир пĕр-пĕринпе çапла тĕл пуласса.
Çак курнăçу хыççăн ăшăм вăркама пуçларĕ. Чунпа, чĕремпе туртăнма пуçларăм Элекçей енне. Вăл та, пушă вăхăт тупăнсанах, ман патăма васкатчĕ. Хутшăнусем ытла шала кĕрсе кайрĕç çав, часран-час улах вырăнсем шырама пуçларăмăр. Пирĕн вăрттăн тĕл пулусем пирки никам та пĕлмест пек туйăнатчĕ. Иккĕн чухне нимĕн те, никам та кирлĕ марччĕ пире. Чĕре Турă панă пахчари кĕлчечеке мар, карта хĕррине ăнсăртран шăтса тухнă тал пиçене юратупа шăварма пуçлани хака ларчĕ маншăн. Чечекĕ илĕртỹллĕ те, йĕпписем чĕрене пĕр шелсĕр чăрмаларĕç,чышрĕç. Мĕн илĕртсе астарчĕ-ши чуна?
Пирĕн туслăхпа юрату, телей хуçаланнă çемьере хăтлăх çиçĕм пек çухалчĕ. Бригадирта тăрăшакан мăшăрăм ĕçрен ĕçкелесе килме пуçларĕ. Сисрĕ вăл эпĕ ăна урăххипе улăштарнине, анчах та пĕр сăмах та каламарĕ. Шалти тĕнчине путрĕ, чун ыратăвне эрехпе пусарчĕ. Сисĕнмесĕрех çак чир шала та шала кайса пычĕ. Маларах чĕри хăш тĕлте вырнаçнине «пĕлмеснскер» ăна час-час тыткаларĕ Ваня. Мана мăшăрăм, кỹршĕсем эп Элекçейпе явăçса кайни пирки куçран калатчĕç пулсан та, ỹпкелемерĕ. «Симĕс çĕлен» серепине лекнĕрен, хуйхине никампа пайлайманран тỹсеймерĕ пулас чĕри, 45 çултах пурнăçран уйрăлчĕ Ваня…
Ăна юлашки çула ăсатсанах чĕрем хурлăхпа тулчĕ, чун пушанчĕ. Мĕн пысăккăш йăнăш тунине, çакă маншăн ытла хака ларнине тинех ăнланса илтĕм эпĕ ун чухне. Элекçейрен те сивĕнтĕм, пурнăç арканнăшăн пĕр вăл çеç айăплă пек туйрăм…».
Сăмахсене вĕçлерĕ те Марине ассăн сывласа ячĕ, унтан чỹрече енне çаврăнса тарăн шухăша путрĕ. Чарăнура анса юличчен те пĕр сăмах та каламарĕ хĕрарăм.
Елена ПЕТРОВА.