Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçпе пиçĕхтерсе çитĕнтернĕ

Ĕçпе пиçĕхтерсе çитĕнтернĕ

«Ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерессинче ĕç витĕмлĕ вырăн йышăнать. Ĕç çумне çамрăкранах çыпăçтарнă эпир ывăл-хĕре. Çулсерен сухан-севок, чĕкĕнтĕр пайĕсем илнĕрен çăвĕпех çум çумланă, хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă», — тет пилĕк ача çуратса ÿстернĕ Лилия Доброхотова.

Лилия Борисовна Патреккел ялĕнче Борис Ильичпа Анна Ильинична Дозоровсен çемйинче1932 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, физикăпа математика предмечĕсен учителĕнче, районти финанс пайĕн заведующинче тăрăшнă, амăшĕ колхозра вăй хунă. Лилия çураличчен çемьене килнĕ 7 ачаран пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлса пынă. Аптăранă мăшăр Çĕнĕ Пăвари пĕр нумай ачаллă çемьерен ача усрава илнĕ. Çав тери йывăр пурнăçпа пурăннă асăннă çемье, пурте пĕрле сĕтел хушшине апат çиме вырнаçсан кашăкĕ те кашнинех тивĕçмен. Алексее усрава илнĕ хыççăн Дозоровсен йыш хушăнсах пынă: Лилия, унтан Лида, Валерий, Виталий çуралнă. Çапла майпа пурнăç майлашăнса кайнă.

— Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан аттене вăрçа илчĕç. Анчах та йывăр чире пула кĕçех каялла таврăнчĕ вăл, 50 çултах пурнăçран уйрăлчĕ çывăх çыннăмăр, — аса илет Лилия Борисовна.

Дозоровсен ачисенчен Лилия анчах тăван ялта юлнă, ыттисем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Металлург, техника наукисен кандидачĕ, çар çынни те пур вĕсен хушшинче. Лилия çамрăкранах тăван колхозра ĕçленĕ — ĕне тата сысна фермисенче вăй хунă, каярах 23 çул почтальонка пулнă. 22 çул тултарсан хĕр пĕр ял йĕкĕтне Николай Михайлович Доброхотова качча тухнă. Вĕсем 5 ачине тивĕçлĕ пăхса, вĕрентсе ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пурте çемьеллĕ. Ачисем çамрăкранах тăрăшулăхпа палăрнă, ырă ĕмĕт-шухăшпа хавхаланнă. Асли — Нина шкул хыççăн медучилищĕре пĕлÿ илсен икĕ çул тĕп хулари сыватмăшра тăрăшнă, каярах направленипе Тăвай районне янă ăна. 30 çул хушшинче тухтăртан тĕп врача çитнĕ вăл. Аркадий тата Анатолий ывăлĕсем Шупашкарти Агрегат заводĕнче ĕçлеççĕ. Валерий Канашри «Республикăн судпа медицина экспертизин бюровĕ» организацинче экспертра тăрăшать. Кăçал «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» ят парса чысларĕç ентешĕмĕре. Алевтина малтан инженер-технологра, каярах кĕçĕн классен учителĕнче тăрăшнă.

Ырă ĕçпе палăрнă, халăх хушшинче ят-сум çĕнсе илнĕ Доброхотовсен ачисем амăшĕшĕн пысăк чыс, хисеп.

— Ачасене воспитани парас ыйтăва хускатнă чух манăн пуринчен ытла вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларакан учительсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем çирĕп ăс-тăн, тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани пани кашни ачан çулне уçса пырать, пурнăçри вырăнне тупма пулăшать. Д.Д.Доброхотова, Л.Г.Миловидова, Е.Д.Енейкина, М.В.Каринкина, А.С.Абрамова тата ытти чылай вĕрентекен пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ текех, çапах та вĕсен парахатарлă ĕçĕ, ырă сăнарĕ ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех упранать, — тет Л.Доброхотова.

Елена КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code