Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕн чунĕ

Амăшĕн чунĕ

Тимĕр алăка уçрĕç те сарлака та тĕреклĕ йĕкĕте шала тĕртсе кĕртрĕç. Сăмсана кăвакăш шăрши çапрĕ. Çапла пĕр вырăнтан хускалмасăр нумайччĕн тăчĕ каччă. Хăй пысăк инкеке лекнине ăнланса илчĕ. Умра — пĕревĕрлĕх, хаярлăхпа кичемлĕх, ирĕксĕрлĕх… Пурнăç… Ытла кăра та шелсĕр эсĕ. Йĕркесĕрлĕх хуçаланни чуна кăшлать. Нивушлĕ ырăлăхпа тĕрĕслĕх çĕнтереймĕç усаллăхпа тĕрĕсмарлăха? «Айăплă мар вĕт-ха эпĕ, айăплă мар. Хỹтлĕхсĕр хĕре çеç пулăшма васкарăм… Кам шутланă çав кун ĕç-пуç кутăнла çаврăнса тухасса?»

…Çуллахи ăшă та тỹлек каç. Саша юлташ хĕрне ташă каçĕнчен ăсатрĕ те васкамасăр хăй пурăнакан общежити еннелле утрĕ. Автобусра е троллейбусра пăчăхса пырас килмерĕ унăн. Ялтилле çăлтăрсене сăнаса тавралăхпа киленчĕ.

Çĕрлехи хулара шăп. Хушăран автобус е троллейбус, е пĕр-пĕр машина çеç ирткелесе каять. Чарăну тĕлне çывхарнăччĕ Саша — такам чĕрене çурасла кăшкăрса ячĕ. Мĕн амакĕ ку? Троллейбус кĕтмелли чарăнура икĕ каччă пĕр хĕре машина енне сĕтĕреççĕ. Хăйсем шукăль тумланнă. Машини те чапли. Мĕн пĕчĕкрен ыттисен хуйхине хăйĕнни евĕр курма хăнăхнă çамрăк çакна курмăш пулса иртме хăймарĕ — нушана лекнĕ пикене пулăшма васкарĕ. Виçĕ вăй питти арçын хушшинче тытăçу пуçланчĕ. Пуçтахсем иккĕшĕ те киккирикĕсене хĕртнĕ — эрех шăрши кỹ! çапать. Никам сиссе ĕлкĕриччен пĕри, мăйăхлăскер, хĕвĕнчен йăлтăр-йăлтăр вăрăм çĕçĕ туртса кăларчĕ те урмăшнă куçĕсемпе шăтарасла пăхса Саша патне таплаттарчĕ. Çĕççине сулласа ярсанах Саша пĕшкĕнсе ĕлкĕрчĕ. Çакă ăна инкекрен çăлчĕ. Çĕçĕ хăйĕнчен çичĕ хут вăрăм тесе ахаль каламан. Вăл Саша хыçĕнче тăракан тепĕр пуçтахăн юлташĕн чĕрине пырса тиврĕ. Паллах, тусне чикесшĕн марччĕ сĕмсĕр. Хăй мĕн туса хунине самантрах ăнкарса илнĕскер, çаврăнчĕ те машина енне васкарĕ. Саша вара ним шухăшлас ĕлкĕриччен чупса пырса çĕççе арçыннăн кăкăрĕнчен туртса кăларчĕ. Кĕçех сывлама та пăрахрĕ хайхи. Çаврăнса пăхрĕ вăл — хĕр те, тепĕр пуçтах та курăнмарĕ…..

Çак каçах полици уйрăмне илсе кайрĕç каччăна. Юлташне вĕлернĕ çын хăйĕн айăпне йăлтах Саша çине тиерĕ. Йĕкĕтĕн хăйне хỹтĕлеме вара пĕр çирĕплетỹ те пулмарĕ. Çĕçĕ çинче унăн пỹрне йĕрĕсем çеç, хуçи çара аллăн пулман эппин. Ăçта çухалчĕ хĕр çав каç? Питĕ кирлĕччĕ вăл Сашăна. Çав пике пулăшсан çеç инкекрен çăлăнĕ йĕкĕт. Анчах унăн ятне те, кам пулнине те, ăçта пурăннине те пĕлмест каччă. Пулăшмĕ-ши вара хĕр хăйĕн хỹтĕлевçине?

Каçсерен çывăраймарĕ Александр. Тĕрлĕ шухăш явăнчĕ пуçĕнче. Телей курма çуралманах-ши вара? Телей тенĕрен, вăл мĕнне туйса курнă-ши ача çуртĕнче çитĕннĕскер? Туйса курнă… Пилĕк çула çитиччен пуринчен те телейлĕ пулнă. Ашшĕ-амăшĕ çупăрланă çемьери пĕртен-пĕр ывăла, куç пек кĕтнĕ ачана. Уйрăмах амăшĕ тимлĕ пулнă тĕпренчĕкĕпе. Юрра ăстаскер, ачи кипкере чухнех тем тĕрлĕ юрă шăрантарнă. Каярах та Саша амăшĕнчен юрласа пама тилмĕретчĕ. Пĕчĕклех тĕрлĕ юмах, калав илтнĕ. Чунĕпе черчен хĕрарăм ывăлне илемлĕхе, çут çанталăка юратма хăнăхтарчĕ. Ашшĕ вара ывăлне ĕçрен таврăннă чух çĕнĕрен те çĕнĕ теттесемпе савăнтаратчĕ.

Атте-аннерен хакли çук, никам та улăштараймĕ вĕсене. Ача пилĕк çула çитсен çемьене хăрушă инкек килсе çапрĕ. Амăшĕ ракпа чирлерĕ. Кĕске хушăрах хавшаса, типсе ларчĕ Марине. «Ах, Сашăна шкула пивайхи хут хамах ăсатасчĕ», — тетчĕ хăй.

Тăтăшах вырăнпа выртакан амăшĕ пĕринче ывăлне ыталарĕ те çумне хыттăн-хыттăн пăчăртарĕ. Хăй вилессе туйрĕ хĕрарăм, куçĕнчен пĕр вĕçĕмсĕр юхрĕ те юхрĕ куççулĕ: «Кам ỹстерĕ-ши сана? Кам ачашласа лăпкĕ-ши? Мĕнле пурăнăн-ши мансăр, кам куçĕнчен пăхăн-ши? Çуратма çуратрăм та — хам пăхса ỹстерейместĕп вĕт», — мĕскĕн чĕрине вутсăр çулăмпа çунтарчĕç çак шухăшсем.

Ытлашши сăмахпа Сашăна пăшăрхантарас темерĕ:

— Аçуна итле, ачам, телейлĕ пул… Эпĕ сана питĕ-питĕ юратнине пĕлсе тăр.

Амăшĕ хăйне мĕншĕн çапла сăмахсем каласа çупăрланине ăнланмасан та ачан чунĕ ырă мара сисрĕ. Тепĕр кунне хăйне пурнăç панă çывăх çынни куçĕсене ĕмĕрлĕхе хупрĕ.

Тĕтре витĕр çеç ас тăвать Саша. Пỹртре çын чылай. Пурте ĕсĕклеççĕ, йĕреççĕ. Саша çеç амăшĕ мĕншĕн чĕнменнинчен, халĕ те çывăрнинчен тĕлĕнет. Вилнĕ сăмах илтсен çапла шухăшлать: «Хальлĕхе çеç вилнĕ-ха вăл, часах чĕрĕлĕ. Унчченхи евĕр калаçма, кулма, юрлама пуçлĕ.»

Пĕр пỹлĕмрен тепĕр пỹлĕме кумрĕ ача, амăшĕ вăранасса кĕтрĕ.  

— Ăçта илсе каятăр аннене?, — ыйтрĕ пĕчĕкскер тупăка йăтса пỹртрен илсе тухнă чух.

Тупăка шăтăка ярсан, тăпрапа витме тапратсан чи çывăх çын нихăçан та вăранмасса чĕрипе туйса илнĕ Саша ĕсĕклесе йĕрсе хыççăн сикме тăчĕ: «Мĕншĕн яратăр аннене шăтăка, мĕншĕн хуплатăр тăпрапа?! Кăларăр ăна, кăларăр!»

Ашшĕ аран тытса чарчĕ ачана. Ку ỹкерчĕке курса тăнă пытарма килнĕ çынсенчен пĕри те куççульне тытса чараймарĕ.

Çывăх çынпа пĕрле пĕтĕм телей çухалчĕ ачан, хаваслă куçĕсем салхуланчĕç. Пурнăçра чи хаклă этем анне пулнине, вăл тĕпренчĕкĕсемшĕн чунне панине пуçласа (çулне кура мар) ăнланчĕ пĕчĕкскер. Тунсăх вара чĕрине ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçрĕ. Мĕн тери йывăр пулчĕ пурнăç пилленĕ çынна çухатма. Ыттисем ашшĕ-амăшĕпе юнашар утнине курсан куçĕсем час-часах шывланчĕç мĕскĕнĕн. Амăшĕн ырă сăнарĕ асĕнчен тухмарĕ.

Сашăна пуçласа шкула ватă кукамăшĕ ăсатрĕ. Шкулта çăмăллăн вĕренчĕ ача. «Илюш, ывăлăмăра ан пăрах. Хăвах пăхса çитĕнтер ăна… Ашшĕ те, амăшĕ вырăнне те пул уншăн», — мăшăрĕ çапла тилмĕрнине часах манчĕ ашшĕ. Тепĕр çултан пĕрле ĕçлекен хĕрарăмпа явăçса кайрĕ те авланчĕ. Çĕнĕ «анне» ют ывăла йышăнасшăн пулмарĕ. Ашшĕне «çавăтрĕ те» аякка тухса кайрĕç. Унтанпа курмарĕ вĕсене ывăлĕ. Икĕ çултан кукамăшĕ те, ватăскер, çĕре кĕчĕ. Хĕрĕн вилĕмĕ ураран ỹкерчĕ курăнать карчăка, час-часах чирлеме тапратрĕ.

Сашăна ача çуртне леçрĕç. Кĕнеке вулама юратакан ача пысăк тавракурăмлă, ăслă-тăнлă пулса çитĕнчĕ. Пĕчĕкрен гитарăпа тата ытти музыка инструменчĕпе выляма хăнăхрĕ. Амăшĕ юрланă юрăсене тăтăшах шăрантаратчĕ вăл. Вĕсене итленĕ чух воспитательсен куçĕсем те сахал мар шывланнă. Амăшне, чĕрери пĕртен-пĕр çывăх çынна аса илсе каçсерен минтере сахал мар йĕпетрĕ тăлăхскер. Воспитательсем тем пек лайăх пăхсан та пурнăç параканăн юратăвне улăштараймарĕç…

— Аннеçĕм, пулăш мана, тархасшăн. Хăтар çак инкекрен, — йăлăнса çапла каларĕ хальхинче йăлт аптăраса çитнĕ Саша.

Хăй пурнăçĕнче сахал мар пулăшу ыйтнă вăл вилнĕ амăшĕнчен. Унăн таса чунĕ яланах юнашар пулнине, тăтăшах пулăшса пынине туятчĕ ывăлĕ. Илтрĕ, пулăшрĕ амăшĕн чунĕ е çук, тепĕр икĕ кунтан çухалнă хĕр тупăнчĕ. Хăйне пуçтахсем хăратнă пулсан та пычĕ вăл милици уйрăмне. Ырă чунлă йĕкĕте, хăйне çăлакана йывăрлăхра хăварас темерĕ пулас. Пулса-иртни пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене.

Хаш сывласа ячĕ ирĕке тухсан Саша. Чĕререн тав турĕ вăл хĕре тата… Амăшĕн чунне.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code