Пăрахут маларах тапранса кайнă
1418 кун тăсăлнă Аттелĕхĕн Аслă вăрçи кашни çемьене пырса тивнĕ, çĕр-шыври 27 миллион ытла çын пурнăçне, малашлăхри ĕмĕт-тĕллеве татнă, таса туйăмсене таптанă. Елчĕк районне кĕрекен Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Иван Кушниковăн хăйне евĕрлĕ шăпи пирки пĕр кĕнеке çырма пулать. Çак истори, тен, яланлăх вăрттăнлăхра юлатчĕ пулĕ, çапах 2012 çулта Иванăн Норвеги çĕршывĕнче пурăннă юратнă хĕрарăмĕ Рут асăннă çĕр-шыври Анна Мария журналистка урлă Ивана шыраттарма пултарнă. Шырав ĕçĕсем ăнăçлă вĕçленнĕ.
Иванăн тăван мар хĕрне Альбина Голубниченкăна «Одноклассники» сайт урлă шыраса тупни пире ĕç-пуçа тата та уçăмлатма, çак истори пирки тĕплĕн пĕлме май пачĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан Энтепе йĕкĕчĕ ытти чылай çамрăкпа пĕрле Тăван çĕршыва фашистсенчен тасатма фронта тухса кайнă. 1942 çулта вăл хăйĕн чаçĕпе пĕрле нимĕçсен тыткăнне лекнĕ.
Салтаксене йĕплĕ пăралукпа тыса çаврăнă лагере хупса хунă. Уçă вырăнта пулнă çак лагерь, çумăртан тата сивĕрен сыхланма тăрă та, карта та пулман. Тыткăна лекнисем хỹтлĕх тупас тĕллевпе шăтăксем чавкаланă, вĕсене çĕр улми хупписем ывăтса е пулă шăммисенчен пĕçернĕ шыв лартса панă.
— Кашни кунах çын вилекен йывăр условисемлĕ лагерьте чирлесрен тата вилĕмрен кам çăлса хăварчĕ-ши мана? — тĕлĕннĕ çак пурнăçа аса илмессерен 90 çул пурăннă Иван Тимофеевич.
Каярах шăпа Ивана Норвегинчи лагере илсе çитерет. Кунта темиçе салтакпа пĕрле лагерьтен тарма май тупать Иван, çакăн хыççăн Каас хушаматлă фермер вĕсене хĕрхенсе хăйĕн ферминче пытарса усрать. Кĕçех фермер хĕрĕпе — Рутпа Иван пĕр-пĕрне кăмăлласа пăрахаççĕ, икĕ çамрăк хушшинче юрату хĕрỹлленсех пырать. Вăрçă пĕтсен юратакан чĕресен пĕр-пĕринчен уйрăлма тивет, ун умĕн иккĕшĕн хушшинче малашлăхра пĕр-пĕрне тĕл пулас шанчăк çуралать.
Тыткăнра асапланнă салтакăн шăпи Тăван çĕр-шыва таврăнсан пĕрре те пылак пулман. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивет унăн, тыткăнра пулни малтанлăха ĕç тупассинче те пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Норвегирен таврăннă чух вĕсен пуйăсĕ Хусан хули урлă иртсе кайнă, çапах та никама та кăларман. Тăван тăрăха çитсен салтакăн чĕри кунта юлассишĕн хыттăн-хыттăн тапнă пулсан та нимех те тăвайман. Çĕпĕре илсе кайнă вĕсене. Кунта пĕр хушă Прокопьевск хулинче шахтăра ĕçлесе пурăннă вăл. Чăваш Ене 1959 çулта анчах таврăннă. Пурнăç майĕпен-майĕпен хăйĕн вырăнне ларса пынă. Иван Тимофеевич Шупашкарти эрех кăларакан заводра тĕп механик пулса ĕçлеме пуçланă, каярах мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Агрегат заводĕнче вăй хунă, 1979 çултан «Текстильмаш» ОАОра ĕçленĕ. Иван Кушников ăста фотограф пулнипе палăрнă, пушă вăхăтра пулла çỹреме кăмăлланă, техникăна юратнă, автомашина рульне мĕн ватăличченех алран яман. Пурнăçа чунтан савакан, хаваслă та ырра шанакан çын пулнипе палăрса тăнă. 1950-мĕш çулсенче вăл пĕр ачаллă Антонинăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕлет, унăн хĕрне тăван ачи евĕр пăхса ỹстерет. Антонина хăй те вăрçă ветеранĕ пулнă, вăрçăра медсестра тивĕçне пурнăçланă, Мускавран пуçласа Кенигсберг таран çитнĕ. Пĕр-пĕрне пĕр сăмахран ăнланса туслă пурăннă çемье, Иванпа Антонина хушшинче çирĕп те таса юрату хуçаланнă. Антонина Васильевна пурнăçран 1990 çулта уйрăлса кайнă, Иван Тимофеевич 2009 çулччен пурăннă. Иван çемйинчен Рут пирки пытарман, хăçан та пулин унпа тĕл пулас ĕмĕт пуррине пĕлтернĕ, пенсие тухсан инçе çула тухма перекет кĕнеки çине укçа-тенкĕ пуçтарса пынă.
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу 1982 çулта пулса иртмелле пулнă. Иван Тимофеевич «Одесса» теплоходпа тинĕс тăрăх круиза кайма билет илнĕ. Осло хулинче курнăçма калаçса татăлнă Иванпа Рут. Çапах та тĕрлĕ сăлтава пула теплоход Осло хулинчен маларах тапранса каять, Рут вара палăртнă вăхăта çитнĕ пулсан та кая юлнă.
Рут ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттернĕ, Ивана тĕл пулнă хыççăн никама та качча тухма шухăшламан, художник пулнă. Каярах вăл ваттисен çуртне пурăнма куçнă, 2013 çулта пурнăçран уйрăлнă. Ĕмĕрĕпех Ивана курас шанчăкпа пурăннă вăл, ăна яланах кĕтнĕ. Савнă çыннине маларах шыраттарнă пулсан та пĕр-пĕринпе скайп урлă курса калаçма май пулнă пулĕччĕ те. Вилес умĕн Альбина Голубниченкăпа скайп урлă курса калаçма, Иван тата унăн çемйи пирки тĕплĕн ыйтса пĕлме ĕлкĕрнĕ.
— Иванпа тĕл пулнă самант маншăн пурнăçри чи ырă вăхăт пулнă, — палăртнă вăл хăйĕн сăмахĕсенче.
Елена ПЕТРОВА. Сăн ỹкерчĕкре: Иванпа Рут (1945 ç.)