Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕн канашĕ пулăшрĕ

Амăшĕн канашĕ пулăшрĕ

«Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран

Хваттерте пĕчченех ларакан Татьяна шухăшлăн кантăкран пăхать. Юр çунă саманта пĕчĕкренех кăмăллать вăл. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек тỹперен тăкăннине сăнанă май иртнĕ пурнăçа майĕпен-майĕпен куç умне кăларса тăратрĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕр пăхса ỹстерчĕç вĕсем, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларма пултарчĕç. Тĕпренчĕкĕсем çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне мăнуксемпе савăнтараççĕ. Пурнăçра такăнтаракан пулăмсем сахал мар пулчĕç çемьешĕн, çапах та хĕрарăм хăйĕн çирĕп кăмăлне, тỹсĕмлĕхне пула çемйине сыхласа хăварма пултарнăшăн савăнать.

Çĕр-шывăн тĕп хулинче медицина университетĕнче пĕлỹ пухатчĕ хĕр. Çуллаччĕ ун чухне. Университетран тухсан Таня сесси вĕçленнĕшĕн, юлашки экзамена та ăнăçлă тытнăшăн савăнчĕ. Чи йывăр экзамена хатĕрленсе çĕрĕпех çывăрманран куçĕсем хупăннине туйрĕ хĕр, çавăнпа та общежитие хăвăртрах çитсе кăштах канса илме васкарĕ.

Ашшĕпе амăшĕ те ĕмĕрĕпех тухтăрта ĕçленĕренех суйларĕ пулĕ Таня тухтăр профессине. Ырă шухăшсемпе çунатланнă май çул урлă каçма тăчĕ. Ĕмĕтленсе пыраканскер сылтăм енчен килекен автомашинăна асăрхаймарĕ. Светофорăн хĕрлĕ çути çутнăран хĕр çул урлă каçасса кĕтмен водитель те хăвăртлăха чакарса ĕлкĕреймерĕ, Таня çине пырса кĕчĕ.

Тăна кĕрсен пике хăй ăçта выртнине часах ăнкарса илеймерĕ: шурă стенасем, вырăн çивĕттисем те шап-шурă. Чỹрече çинчи пысăк вазăра — хĕрлĕ кĕлчечексем, вырăн çумĕнчи пĕчĕк шкап çинче — тарилкке тулли улма-çырла. Кĕçех палатăна шурă халатлă çын пырса кĕчĕ.

— Мĕн пулнă манпа? — терĕ хĕр хăй больница койки çинче выртнине, умĕнче тухтăр тăнине ăнкаранса.

— Эсир аварие лекнĕ, — терĕ те шур халатлă çын алăка уçса такама чĕнчĕ.

Кĕçех палатăна çỹллĕ те тĕрек кĕлеткеллĕ 30 çулсенчи арçын кĕрсе тăчĕ. 

-Тинех тăна кĕтĕр, — терĕ çакскер хĕр выртакан койка патне хăюсăррăн пусса çывхарнă май. Калаçуран Таня çул урлă каçнă чух çак арçын ун çине машинипе пырса кĕнине, тỹрех çывăхри больницăна илсе çитернине, хĕр тăна кĕриччен палата умĕнче ларнине пĕлчĕ. 

-Суранусем йывăрах мар. Тепĕр темиçе сехетренех чупма пуçлăн акă, — тесе шỹтлерĕ те тухтăр йăл кулса, палатăран тухрĕ.

Иккĕшĕ анчах юлсан пĕр-пĕринпе паллашрĕç çамрăксем. Андрей Мускавра çуралса ỹснĕ, 31 çулта, авланман, пĕччен пурăнать. Шкул хыççăн вĕренсе инженер профессине алла илнĕ. Çапах та хăйĕн профессипе ĕçлемест, пиччĕшĕпе çăмăл автомашинăсем юсакан салон тытса тăраççĕ.

Суранĕсем çăмăл пулсан та 10 кунсăр кăлармарĕç Таньăна больницăран. Каччă хĕр патне кашни кунах килсе çỹрерĕ. Больницăран тухсан та çыхăнăва çухатмарĕ йĕкĕт. Çамрăксем хăйсем сисмесĕрех юрату авăрне кĕрсе ỹкрĕç. Пукане евĕр илĕртỹллĕ сăн-питлĕ хĕре ытараймасăр сăнарĕ Андрей. Хитрелĕхĕпе анчах мар, сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе, çивĕч ăслă пулнипе илĕртрĕ ялта çитĕннĕ хĕр хула каччине. Каччă хĕре каникул вăхăтĕнче яла ярасшăн пулмарĕ, кăштах та пулин хулара пурнăма ỹкĕтлерĕ. Уйăхранах ăна качча илсе хăй патне хваттере илсе кайрĕ.

Мускав каччине «çавăрма» пултарнă ялтан килнĕ чăваш хĕрĕ çине пĕрле вĕренекен хĕрсем ăмсанса пăхрĕç. Пĕр курсра вĕренекен хула хĕрне Виолеттăна танташĕн ăнăçулăхĕ темшĕн вĕчĕрхентерчĕ. Чăн та, тап-такăр та тип-тикĕс çул çине илсе тухрĕ Таньăна шăпа. Арçын хĕрарăма пĕтĕм чунтан юратсан уншăн нимĕн те хĕрхенмест. Çапах та чипер пурăннă çĕртех мăшăр çулĕ урлă хура кушак каçрĕ тейĕнех.

Пĕрле вĕренекен Виолетта юлашки вăхăтра çилĕм пекех çыпăçрĕ Таня çумне. Пĕр утăм утма памасăр чĕвĕлтетрĕ те чĕвĕлтетрĕ, занятисем хыççăнах йĕркелекен дискотекăсене йыхравларĕ, эрех-сăрапа сăйланма хистерĕ. Çамрăк çемьен хваттерĕнче хăнара часран-час пулчĕ тантăш хĕр. Çамрăк хĕрарăм Виолетта Андрейпе уйрăмах çепĕç те ачаш калаçнине, илĕртỹллĕн ахăлтатнине асăрхарĕ пулсан та, лăпкăлăха çухатмарĕ. Пăшăрханма сăлтав çук, Андрей мăшăрне анчах юратать.

Вăхăт иртнĕ май Виолетта хăйĕнчен сивĕннине туйрĕ Таня. Тантăшĕ анчах мар, мăшăрĕ те ютăшăнчĕ, ĕçрен кая юлма пуçларĕ, час-часах ỹсĕр таврăнса Таньăпа харкашрĕ. Кĕçех Виолетта мăшăрĕн еркĕнĕ пулса тăни пирки пĕлчĕ тухтăр профессине алла илнĕскер. Чĕри хурлăхпа тулчĕ Таньăн. Мĕн тумаллине пĕлмесĕр йĕп çинчи пек ăшталанчĕ. 

-Тỹс, хĕрĕм. Пурнăçра тумхахсем сахал мар пулĕç. Тỹсĕмлĕн кĕтме пĕлекенсем телейлĕ. Ун пек якăлкка хĕр часах йăлăхтарĕ ăна, унран хăйех хăпĕ мăшăру. Эсĕ вара çемье лăпкăлăхне, ăшăлăхне яланах упра, çепĕçлĕхỹпе ачашлăхна ан çухат, усалтан аякра тăр, мăшăрупа ан харкаш, — çапла канаш пачĕ хĕрне хăнана килнĕ амăшĕ.

Пĕр тăхтаса тăмасăр уйрăлма шухăш тытнă хĕрарăма амăшĕн канашĕ пурнăç çине йăлтах тепĕр майлă пăхма хистерĕ. Кĕçех хăй йывăр çын пулнине туйрĕ вăл. Çакăн пирки мăшăрне пĕлтерсен вăл та ырă енне улшăнма пуçларĕ. Андрей «ĕçре тытăнса» тăма тата ỹсĕр таврăнма пăрахрĕ, Таньăпа малтанхи евĕрех çепĕçленчĕ. Çакăн евĕр ырă, сăпайлă, хаклă мăшăрне урăх никампа та улăштарас килмерĕ Андрейăн. Ăнланчĕ вăл пурнăçра пысăк йăнăш тунине, çакна Таня «сисменшĕн» вара чунтанах хĕпĕртерĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code