Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупцие хирĕç

Коррупцие хирĕç

Республикăри коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комисси право хуралĕн органĕсем 2017 çулта коррупципе çыхăннă преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас енĕпе пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Иртнĕ çул коррупци сĕмĕллĕ преступленисене виçĕмçулхипе танлаштарсан чылай сахалрах тупса палăртнă. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин çакна оперативлă службăсем саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас ĕçре çителĕксĕр тăрăшнипе сăлтавланă.

Кăçалхи 3 уйăхра коррупци сĕмĕллĕ 91 преступлени регистрациленĕ. Çав шутра йывăррисем — 6 теçетке, взяткăпа çыхăннисем — 14 преступлени. Иртнĕ çул çулталăк тăршшĕпе те çакăн чухлĕ преступлени пулманнине шута илсе кăçал коррупципе çине тăрса кĕрешмеллине палăртнă комисси членĕсем.

Пухăннисем асăннă сферăри йывăр, пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртас енĕпе тăрăшнипе пĕрлех вак-тĕвек взятка йышши тĕслĕхсем çине алă сулма юраманни çинчен каланă. Çакă коррупцирен сыхланас ĕçре пĕлтерĕшлĕ утăм тума пулăшать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code