Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан йĕр, анне, эп сывалатăп (Калав)

Ан йĕр, анне, эп сывалатăп (Калав)

«Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран

Шăнкăрав илемлĕн сас парсан кухньăра тăрмăшакан Галя васкавлăн алăк енне утăмларĕ. Почтальон иккен, пысăк конверт тăсать. Хĕрарăм çыру кам ячĕпе килнине пĕлес тесе конверт çине тимлесе тинкерчĕ. «Романову Антону от Деда Мороза» шăрçа евĕр почеркпа калăпланнă конверт. Çак йĕркесене курсан Галя алăкне питĕрмесĕрех Антон пỹлĕмне кĕчĕ. Тахçантанпах тирпейлĕн сарăлса тăракан кравать çине всакамасăр ларчĕ те вăл пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе йĕме пуçларĕ. Çунакан чунне çапла пусарнă хыççăн çĕкленсе шифоньер алăкне уçрĕ, çỹлĕксем çине типтерлĕн майласа хунă ачан тумтирĕсене илсе темрен те хаклă япалана çухатасран хăранăн хăй çумне хыттăн та хыттăн чăмăртарĕ.

— Эсир çеç аса илтеретĕр вĕт мана ывăлăм пирки. Ах, ывлăм, темле тăрăшсан та сыватаймарăмăр сана. Сан ятупа ав эсĕ уçса вуласса шанса çырусем килеççĕ. Иртнĕ çул раштав уйăхĕнче Хĕл Мучи патне иксĕмĕр çыртăмăр çак çырăва. Унта чи хаклă ĕмĕт пирки çырмаллаччĕ. Мана кăтартмарăн эсĕ мĕн çырнине. Анчах та эпĕ чĕрепе туйрăм, сывлăх пама, йывăр чиртен сывалма пулăшма ыйтрăн эсĕ, ывăлăм. Кайран хуравне те тем пек кĕтрĕн. Хĕл Мучи ĕрçеймен курăнать пĕлтĕр.

Шăп пỹлĕмре. Стена çумĕнчи полка çине кăррипе лартса тухнă теттесем хуçишĕн тунсăхланăн, хĕрарăм хуйхине ăнланнăн туйăнаççĕ. Антон яланлăхах уйрăлса кайнăранпа 6 уйăх иртрĕ. Тарăн шухăша путнă амăшĕ сĕтел çинчи сăн ỹкерчĕке алла илчĕ. Салхуллă, тимлĕ, çулне кура мар ăслăн тинкерекен ача сывă пулнă пулсан амăшне лăплантармалли сăмах тупатчех ĕнтĕ çак самантра.

…Тăхăр çул вĕри çатма çинчи евĕр ăшталанчĕ хĕрарăм, тăхăр çул кĕтрĕ хăрушă чир ывăлĕнчен хăпасса. Шав шанчăкпа пурăнчĕ. Мĕн кăна тумарĕç, ăçта кăна çитмерĕç мăшăрĕпе ачине ертсе: Мускава, Хусана, Питĕре… Ĕçлесе илнĕ мĕн пур укçи-тенкине ывăлне сыватас тĕллевпе тăккаларĕç. Апла-и, капла-и, ун чухне тĕпренчĕкĕ юнашарччĕ, çума тытса ăшшăн çупăрлама пулатчĕ. Халĕ вара унсăр питĕ йывăр.

Гальăпа Юра пĕр-пĕрне юратса пĕрлешрĕç. Хĕр бухгалтера вĕреннĕ, Юра вара электрик специальноçне алла илнĕ. Пĕрлешсенех мăшăр общежитири пĕр пỹлĕмре вырăн тупрĕ. Çулталăкран çемьере ача сасси янрарĕ. Куç шăрçине упранă евĕр упрарĕç вĕсем ăна, унăн кунран-кун хушăнса пыракан кашни çитĕнĕвĕшĕн савăнчĕç. Шăп çулталăк тултарнă кун Антон утма пуçларĕ, çак ятпа ялта пурăнакан аслашшĕпе асламăшĕ пĕрле канашласа мăнукне пысăк машина парнелерĕç.

Вăхăт шурĕ. Ывăлĕ 2 çул тултарсан Гальăна валли ĕç вырăнĕ те тупăнчĕ. Вĕсем пурăнакан çуртран инçех мар пĕр организацинче бухгалтерта ĕçлеме пуçларĕ хĕрарăм. Антона ача садне яма хатĕрленчĕ çемье. Анчах та юлашки вăхăтра вăл пуç ыратни пирки çине-çине каларĕ тем. Тĕрĕсленсе илмеллех. Çак тĕллевпе хĕрарăм ачине больницăна илсе кайрĕ. Çĕнĕ ĕçне пăрахма тиврĕ унăн. Тухтăрсем Антона икĕ уйăха яхăн сиплерĕç, анчах та усси пулмарĕ. Ача пуçне çĕклейми выртма тапратсан тухтăрсем те пăшăрханса ỹкрĕç, васкавлă майпа тĕплĕнрех тĕрĕслевсем ирттерме пуçăнчĕç. Çав хăрушă кун амăшĕн чĕринчен нихăçан та тухмасть пулĕ — ĕмĕрлĕх асапланмалли пысăк хуйхă илсе килчĕ вăл. Ятарлă аппаратпа тĕрĕсленĕ хыççăн ачан пуçĕнче усал шыçă аталаннине, ăна пĕр тăхтаса тăмасăрах Мускава илсе каймаллине хыпарларĕç шурă халатлă ĕçченсем. Операци вăхăтĕнче ашшĕпе амăшĕ вут çинчи пек ăшталанчĕç. Тĕпренчĕкĕ наркозран уçăлсан та лăпланаймарĕç вĕсен чĕрисем. Йăлт çĕнĕрен вĕрентме тиврĕ ăна: хускану тума, утма, кашăк тытса апат çиме… Çак тапхăрта çемье укçа-тенкĕ енчен пысăк йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ. Тăван-пĕлĕшĕсенчен илнĕ кивçене саплаштарас тĕллевпе Юра электрик ĕçне пăрахса ытти региона стройкăна ĕçлеме çỹрерĕ.

Вăхăт иртнĕ май общежити пỹлĕмĕ каллех ачан савăнăçлă сассипе тулчĕ. Гальăпа Юра тинех хаш! сывласа ячĕç. Пурнăç ерипен майлашăнса кайрĕ. Мăшăр ырми-канми ĕçлесе, пус çумне пус хушса виçĕ пỹлĕмлĕ хваттер туянчĕ. Ултă çул тултарсан Антона алăран çавăтса шкула илсе кайрĕ ашшĕпе амăшĕ. Кашни çĕнĕлĕхе хапăлласа йышăнакан ывăл ача вулама-çырма часах хăнăхрĕ, вĕренỹре питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пычĕ. Анчах та телейлĕ пурнăç вăраха тăсăлмарĕ. Çичĕ çул тултарсан Антон каллех пуçĕ ыратни пирки калама тапратрĕ, юлашкинчен выртсах тăчĕ. Гальăн чĕри унчченхи евĕр йĕппе йĕпленĕн ыратма пуçларĕ. Тухтăрсем рак клеткисем çĕнĕрен вăй илни, ачана тепĕр хут операци тумалли пирки пĕлтерсен  сăнран улшăнчĕ:

— Мĕнле-ха капла? Йăлтах йĕркеленнĕччĕ вĕт-ха.

Малтанхи йывăр шухăшсем, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр асапланнă вăхăтсем каялла таврăнчĕç. Иккĕмĕш хут операци сĕтелĕ çине выртрĕ ача. Палатăна илсе килсен хальхинче тỹрех калаçма пуçларĕ вăл, амăшĕ çине тинкерсе çапла каларĕ: 

— Тата тепĕр 2 операци тăваççĕ мана.

— Çук, Антон, операци вĕçленнĕ, йăлтах йĕркеллĕ.

Анчах ача илтмерĕ ăна, тăнсăр иккен вăл. Мĕн калаттарнă ачана, чăн та, харăсах тепĕр 2 операци турĕç ăна. Антонăн вăр-варлăхĕ çухалчĕ, час-часах вырăнпа выртаканскер шкула та çỹреймерĕ. Хăй яланах тухтăрла вылярĕ, çитĕнсен çак чиртен сывалма пулăшакан эмел шухăшласа тупма ĕмĕтленчĕ. Амăшĕ ывăлĕпе яланах çумра пулчĕ.

Хушăран урамра ачасем чупса çỹренине кантăк витĕр сăнакан ача пĕринче амашĕнчен çапла ыйтрĕ:

— Анне, эпĕ мĕншĕн вĕсем пек мар?

Тепринче вара çапла каласа хучĕ:

— Çитĕнсен мана хăвăн пек хитре те ăслă, тỹсĕмлĕ мăшăр тупма пулăшăн-и?

— Ỹсĕн те хăвах тупăн, ачам.

— Мĕнле тупас-ха манăн, эпĕ урама та тухмастăп вĕт.

Вăхăт шурĕ. Çак çулсенче тата виçĕ хут операци сĕтелĕ çине выртрĕ Антон. Урăх утаймарĕ вăл, тăтăшах вырăн çинче выртрĕ. Ашшĕпе-амăшĕ утма хăнăхтарас тени калăхах пулчĕ.

— Эпĕ унчченхи евĕр татах утса каясса шанатăн-и вара эсĕ, анне?

— Паллах, шанатăп, утăпăр çеç мар, чупăпăр та-ха, — хуравларĕ ун чухне Галя пырне капланнă чăмаккана çăтнă, чĕри ыратнăран пăчăртанакан куççулне тытса чарнă май.

— Анне, манăн питĕ хытă ыратнăран кăшкăрас, уласа йĕрес килет, — терĕ çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайманскер.

— Кăшкăр, ачам. Тен, çăмăлрах пулĕ.

— Çук. Кỹршĕсем илтеççĕ. 

Питĕ тỹсĕмлĕччĕ çав, пĕрре те йынăшмарĕ, нăйăлтатмарĕ ача. Ывăлĕн асапне кашни кунах курса тăракан Галя юлашкинчен хăйне тытса чарайми пулчĕ, ывăлĕ умĕнчех час-часах кĕлеткипе чĕтренсе макăрчĕ. Кун пек чухне тĕпренчĕкĕ лăплантарма тăрăшатчĕ çывăх çыннине. Пурнăçран уйрăлас умĕн пĕр кун маларах та çапла каларĕ ăна Антон:

— Ан йĕр, анне, ан хуйхăр. Вилместĕп эпĕ, сывалатăп.

Пĕчĕккĕ те ырхан аллисене мĕн юлашки сывлăшĕ тухиччен амăшĕн аллинчен вĕçертмерĕ вăл.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code