Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕрхи культурăсене акаççĕ

Кĕрхи культурăсене акаççĕ

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче кăçал кĕр тыррисене 1000 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Августăн 21-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 385 гектар /39 процент/ акма ĕлкĕрнĕ.

Çак ĕçе пурнăçлассинче тăватă ĕçчен ĕлкĕрсе пырать. Кĕрхи культурăсене акассинче Владимир Борисов механизатор пысăк тăрăшулăх кăтартать. Вениамин Беляев водитель вăрлăхлăх тырра вăхăтра турттарса тăрассипе тимлет. Тырра акас умĕн çĕре Юрий Гаврилов механизатор кăпкалатса пырать.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Юрий Гаврилов механизатор ĕç вырăнĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code