Юлашки çулсенче çул çитмен ачасем хушшинче эрех-сăра авăрне лекнине, аслисем хыççăн кайса преступлени тунине пĕрре мар асăрхатăн. Мĕнре-ши сăлтавĕ; Паллах, воспитанире. «Ача-пăча ырра курсан ырă, усала курсан усал пулать», – тесе каланă ваттисем. Ача çемьере пурнăçăн пĕрремĕш опытне пухать, хăй çуралнă кĕтесе упрама вĕренет, тăван тавралăх илемне туять… Килти тĕрĕс мар воспитани ачасем çине пысăк витĕм кÿрет. Вĕсем ашшĕ-амăшне шанма, хисеплеме пăрахаççĕ.
Юлашки çулсенче ялсенче япăх пурăнакан, ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ авăрне лекнĕ çемьесене те тăтăшах асăрхама тивет. Çемьери тăнăç пурнăç чи малтанах çемьерен хăйĕнчен килет. Эпир килте ачасене паракан ăс-хакăл тата шухăш-кăмăл воспитанийĕ, саккунсене хисеплеме вĕрентни пирĕн канлĕх тата ăнăçу никĕсĕ пулнине манса каятпăр.
Çирĕп çемье вăл – чи малтанах çемьен хăйĕн çурт-йĕрĕ пулни. Пурăнмалли ăшă кĕтес пулсан çемье тĕреклĕ, тулли, хăтлă. Паллах, чи туслă çемьере те харкашу сиксе тухма пултарать. Анчах та вăрçăну-тавлашу ачасен куçĕ умĕнче пулса иртмелле мар. Енчен пепке эсир сасă хăпартса калаçнине сисрĕ пулсан, ăна çакăншăн шикленмелле маррине ăнлантармалла. Ашшĕпе амăшĕн пĕр-пĕрне юратнине палăртмалла. Килĕшÿллĕ çемьере кăна сывлăхлă та ăшă чунлă ачасем çитĕнеççĕ.
Йывăр çемьесене тупса палăртас, вĕсене май килнĕ таран пулăшас тĕллевпе эпир час-часах ялсене тухса çÿретпĕр. Нушаллă çемьере ÿсекен ачасене тĕрлĕ енчен пулăшма тăрăшатпăр. Чи малтанах эпир вĕсем обществăра пĕччен маррине ăнлантаратпăр. Шăнкăравлăр. Ялсенчи йывăр шăпаллă çемьесем пирки пире пĕлтерĕр.
Е.КАШИРИНА,
районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр специалисчĕ.