«ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçченĕсем кăçалхи тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пыраççĕ.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Пăва ялĕнчен Аслă Шăхале, Турхана Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă каçакан кĕпере тĕпрен юсаса пĕтернĕ. Кĕперĕн кивелнĕ йывăç каштисене тимĕрпе улăштарнă.
48 метр тăршшĕ, 6 метр сарлакăш кĕпере тĕпрен юсама район 2800 пин тенкĕ уйăрнă. Çак ĕçре Г.Зайцев прораб ертсе пыракан бригада пысăк хастарлăхпа тăрăшнă.
Çул-йĕр предприятийĕн ертÿçи В.Сядуков тăрăшуллă ĕçченсене ятран аса илет. В.Тихоновпа В.Евдокименко газосварщиксем, Г.Шашков, И.Константинов, А.Серебряков, О.Федотов рабочисем, А.Агеев крановщик, В.Андреев водитель хушнă ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăраççĕ.
Коллектив кăçал Вăрăмхăва ялĕнчи Центральная тата Лесная урамсене 1223 метр асфальт тата ытти ялсенче 5 çухрăм тăршшĕ вак чул сарнă.
Сăн ÿкерчĕксенче: В.Сядуков ?сулахайран виççĕмĕшĕ/ кĕпер тунă çĕрте ĕçленĕ хастарсемпе; çĕнĕ кĕпер урлă каçса çÿреме кăмăллă.