Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1071)

«Кĕр сăри» уявĕнче

Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕ пĕр-пĕринпе туслă çыхăнура пурăнаççĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем "Кĕр сăри" уявне 2011 çултанпа ирттереççĕ. Кỹршĕсен уявне кăçал Елчĕксене те йыхравланă. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Антонина Александрова ертсе пынипе унта Патреккел халăх хорĕ, "Хамăр ял" ансамбль тата Елчĕк юрăçисем хутшăннă, вĕсене ăшшăн кĕтсе

Подробнее

«Ылтăн хачă»

Районти парикмахерсем хушшинче иккĕмĕш хут "Ылтăн хачă" конкурс иртнĕ. Кăçал тупăшăва тăватă ăста хутшăннă. Парикмахерсем "Елчĕк ен пики" конкурса хутшăннисене модăллă прическăсем туса хитрелетнĕ. Конкурсра "Клеопатра" парикмахерĕ Антонина Григорьева çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Надежда Карсакова тата Татьяна Галкинăпа Венера Мальцева. Район администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова

Подробнее

Ветерансене — путевкăсем

Тыл, ĕç ветеранĕсем, политика репрессийĕсене пула шар курнисем, пенсионерсем, сусăрсем çулсеренех "Вега" социаллă сывату центрĕнче хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Хальхи вăхăтра путевка илме 176 заявлени тăратнă. Кăçал 20 ветеранпа инвалид "Вегăра" сипленнĕ. Вĕсем пушă вăхăтра тĕп хуламăрти театрсемпе экскурсисене кайса çỹренипе те кăмăллă.

Подробнее

Районăн тантăшсем нумай

Районта анлă пурнăç сукмакне хывакансем йышлансах пыраççĕ. 90 çулхи юбилейĕсене Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Лидия Ивановна Ивановăпа Каркаларти Ольга Васильевна Голубьева паллă тунă. Тыл ветеранĕсене ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвне вуласа панă. Унтан хаклă амăшне, асламăш-кукамăшне ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем саламланă. Культура ĕçченĕсен савăк юррисем тыл ветеранĕсен, нумай ача-пăча

Подробнее

ЖКХ ыйтăвĕсемпе

2017 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 17 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче (2-мĕш хутра вырнаçнă) пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе йышăну сехечĕсем йĕркелеççĕ. Халăха çак кун Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Елчĕк район прокурорĕ,

Подробнее

Суя информацисен çулне пỹлер

Интернетри сайтсене тĕрĕсленĕ май Елчĕк район прокуратури хăш-пĕр страницăсенче вĕренỹпе çыхăннă саккунсене хирĕçлекен информацие тупса палăртнă. Тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче (çав шутран Шупашкар хулинче вырнаçнисенче те) вĕренмесĕрех аслă пĕлỹ илнине çирĕплетекен диплом туянма сĕнекен информацисемлĕ сайтсен çулне пỹлес тĕллевпе район прокуратури суда заявлени тăратнă. Суд прокуратура ыйтăвне тивĕçтернĕ, асăннă сайта хупма сĕнсе

Подробнее

«Условник» операци

Ноябрĕн 10-20-мĕшĕсенче районта "Условник" операци иртнĕ. Операци вăхăтĕнче ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем условнăй майпа айăпланнă çул çитмен çамрăксен (Курнавăш тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче 2 ача учетра тăрать) килĕсенче пулнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Л.ЕГОРОВА.

Подробнее

Вăхăтлăха — хĕç-пăшалсăр

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2017 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн, 2018 çулхи майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 25-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче футбол енĕпе FIFA 2018 чемпионат иртнĕ май Мускавра, Санкт-Петербургра, Тутарстан тата Мордови Республикисенче, Краснодар тăрăхĕнче, Волгоград, Чулхула, Свердловск, Калининград облаçĕсенче хĕç-пăшал çаврăнăшне (спортри хĕç-пăшалсăр пуçне) чарнă. Çавна май граждансене Раççей Федерацийĕн

Подробнее

Тавлашу суранпа вĕçленнĕ

Елчĕк район сучĕ Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 6.1.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснă Кушкăра пурăнакан Т. ĕçне пăхса тухнă. 2017 çулхи августăн 30-мĕшĕнче арçын çак ялта пурăнакан З. килĕнче пулнă май унпа тавлашма пуçланă, тавлашу хĕрỹленнĕ май пуçĕпе З.-ăн питне пырса сĕкнĕ. Çавна май теприн сывлăхне

Подробнее

Ледовый Дворец «Чебоксары — Арена» приглашает на ледовое шоу «Дюймовочка»

25 ноября 2017 г.  впервые столицу Чувашии посетит Российский Дед Мороз из Великого Устюга в рамках своего предновогоднего турне по стране.  Ключевым мероприятием программы станет ледовое шоу "Дюймовочка" с участием воздушных акробатов из г. Екатеринбург в Ледовом Дворце "Чебоксары- Арена", где также состоится встреча российского Деда Мороза и чувашского Хель Мучи. Приглашают

Подробнее