Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 21)

Фермерсен рейтингĕнче

Етĕрне округĕнче иртнĕ республикăри фермерсен слетĕнче чи лайăх 100 хресчен (фермер) хуçалăхне палăртнă. Рейтинга йĕркелессипе ЧР Ял хуçалăх министерствин "Агро-Инноваци" предприятийĕн специалисчĕсем тăрăшнă. Вĕсем хуçалăхсен усă куракан çĕр лаптăкне, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк, техника шутне, ĕç укçи шайне, ĕçлекенсен йышне, тупăшлăха, парăм çуккине шута илнĕ. Çапла майпа лайăх 100 Х(Ф)Х йышĕнче пирĕн округри фермерсем

Подробнее

Шăнкăрав урока чĕннĕ

В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕнче Пĕлỹ кунне халалланă савăнăçлă линейка çỹллĕ шайра иртнĕ. Уява вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, Елчĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Лаш Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте тата

Подробнее

Часах çĕнелсе уçăлĕç

Чăваш Республикин "Культура аталанăвĕ" патшалăх программипе килĕшỹллĕн округри культура учрежденийĕсене тĕплĕн юсассине çулсерен тимлĕх уйăраççĕ. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова ĕçлĕ визитпа пулнă май, округ пуçлăхĕн заместителĕпе - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Владимир Николаевпа, культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçипе Марина Демьяновăпа пĕрле

Подробнее

Террористсен нацилĕхĕ çук

Округри шкулсемпе вулавăшсенче террора хирĕç пĕр шухăшлă пулнине палăртса астăвăм сехечĕсем ирттернĕ. Мерориятисене 20 çул каялла авăн уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Çурçĕр Осетин Беслан хулинчи 1-мĕш шкулта пулса иртнĕ террорла актпа çыхăнтарнă. Çав кунсенче хĕç-пăшаллă боевиксем шкулти спортзалта 1100 ытла çынна шывсăр, апатсăр заложниксен йышĕнче тытса тăнă. Сирпĕнỹ тата перкелешỹ саманчĕсенче 314 çыннăн, çав

Подробнее

Депутат парнисем

Черетлĕ пĕлỹ çулталăкĕ çитнĕ май вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ хавхалану кỹресси округра ырă йăлана кĕнĕ. "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ йĕркелекен "Шкула кайма пулăш" ыр кăмăллăх акцийĕ çулсерен иртет. Кăçал ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов уйрăмах хастар. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем валли хатĕрленĕ шкул хатĕрĕсене тĕп

Подробнее

Премие тивĕçнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемшĕн республикăри 30 педагога 50 пиншер тенкĕ преми пама йышăннă. Май-июль уйăхĕсенче иртнĕ конкурсра экспертсем 86 заявкăран чи лайăх вĕрентỹ ĕçченĕсене суйласа илнĕ. Çапла майпа хавхаланăва тивĕçлисен йышне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчен 14 педагога, çавăн чухлех шкулчченхи учрежденисенчи воспитательсене, хушма пĕлỹ паракан

Подробнее

Кевер туй хуçисем

Çакăн пек пĕр паллă мăшăрпа паллаштарас тетĕп сире, хисеплĕ вулакансем. 60 çул каялла, 1964 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Сăрьел ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Рифкат Сабировичпа Гельфия Мингазетдиновна пĕр хушамат, Харисов, илнĕ. Рифкат çак ялтах 1940 çулхи çу уйăхĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн салтака кайма ят тухичченех "Марс"

Подробнее

Пуçару проекчĕсем валли — ытларах укçа-тенкĕ

Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа-тенкĕ виçи 2 миллион тенкĕрен 3 миллион тенкĕ таран ỹсет. Çак улшăнăва ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программăна кĕртеççĕ. Çапла майпа ку е вăл пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен тăкакĕсен 70 процентне республика бюджечĕ, 30 процентне вырăнти бюджет саплаштарать. Унсăр пуçне, граждансем обязательнăй йĕркепе хывакан

Подробнее

Пуласлăхшăн тăрăшаççĕ

Аслă Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов тăван тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кỹрес ĕçе пуçĕпех кỹлĕннĕ Аслă Таяпа ялĕнчи пуçаруллă çынсемпе тĕл пулма, вĕсем çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсемпе паллашма ыйтнине хирĕçлеме пулмарĕ. Мĕншĕн тесен 2024 çула республика шайĕнче Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курассин çулталăкĕ тесе палăртнă вăхăтра,

Подробнее

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрекен улшăнусем

Ку улшăнусем водительсене пырса тивеççĕ. Çапла вара палăртнă кунран вăя кĕрекен саккунпа, çулсем çине фотовидеофиксаци камерисем вырнаçтарас йĕрке, аптечкăсен составĕ (хаçатра çырнăччĕ) улшăнать тата ОСГОП полис кирлĕ пулать. Камерăсене авари пулас хăрушлăх пысăк участоксенче, çулсем хĕресленнĕ вырăнсенче, обществăлла транспорт валли уйăрнă йăрăмсем, йывăр тиевлĕ машинăсен виçе контролĕ, çуран каçмалли, техникăна хăварма

Подробнее