Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 41)

Мĕн кĕтет-ши малта?

Ял хушшине кĕтĕм те,Ял-йышăма шырарăм.Сас паракан пулмарĕ, -Çав териех хурлантăм… (Виталий Адюков репертуарĕнчи юрă). Кун иртет те çул юлать, çул иртет те ĕмĕр катăлать. XXI ĕмĕре те шалах кĕрсе кайрăмăр ав - чĕрĕк пайĕ те умрах. Вăхăт сиккипе шав малалла чупнă майăн иртни хăй патне ытларах та ытларах туртать. Аса илỹ çаврăмĕ

Подробнее

«Пĕр чăмăр пек эпир»

Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Илья Федоровпа сăмах-юмах çавăрттарма питĕ ансат. Вăл, ырă кăмăллăскер, калаçуçăран куçне тартмасăр уççăн пуплет. Итлессинче те культура шайĕ пысăк. Пĕр-пĕрне чылай çул пĕлнĕрен шутланă ыйтăва та аякран пуçлама тивмерĕ. И.Федоров пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен - ятарлă çар операцийĕнче. Икĕ эрнене отпуска янă ăна. - Илья Алексеевич, эсĕ çитес уйăхра 64

Подробнее

Ентешсем — лауреатсем

Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсем паллă. Пултаруллисен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур. Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, "Чăваш Ен" ПТРК корреспонденчĕ Алексей Енейкин асăннă премие иккĕмĕш хут илнĕ. Вăл çарпа патриотизм темине уçса паракан ятарлă репортажсен ярăмне хатĕрленĕ. Тепĕр лауреат - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн 4-мĕш курс

Подробнее

Проектпа смета документацийĕ хатĕр

"Спутник-1" ООО ятпа йĕркеленнĕ Елчĕкри тасатакан сооруженире ĕçлекенсен тивĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Кунта каялла тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе анчах мар, округ центрĕнчи уйрăм хуçалăхпа тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, канализаци йĕркелесе пырассипе тимлеççĕ. …Акчел улăхĕнче, тĕп больницăран аякра та мар вырнаçнă çак тасатакан сооружени çывăхĕнчи пĕвере таса мар

Подробнее

Тарифсем ỹсрĕç

Июль уйăхĕнчен пуçласа пирĕн пурнăçа татах хăш-пĕр улшăнусем кĕчĕç. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем ỹсрĕç. Çав вăхăтрах çăмăллăхпа усă куракан категори валли банк комиссине пăрахăçлаççĕ. Тепĕр самант - çăмăллăх ипотекин вăхăчĕ вĕçленет, заем илекенсене çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Коммуналлă пулăшупа (электроэнергипе, шывпа, газпа тивĕçтересси) усă курнин тарифне индексацилеççĕ.

Подробнее

«Социаллă» статус çăмăллăх кỹрет

2024 çулта Чăваш Енри пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 95 субъектне социаллă предприяти статусне панă. Ведомствăсен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем социаллă предприятисем пулнине çирĕплетес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн Экономика аталанăвĕн министерствинче иртнĕ ларăвĕнче çакăн пек йышăну тунă. "Социаллă предпринимательсен йышĕ ỹссе пыни пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче социаллă ыйтусене татса пама, социаллă пулăшу

Подробнее

Гуманитарии в Чувашском госуниверситете: люди, создающие смыслы

Существует миф, что гуманитарное образование меньше пользуется спросом, чем техническое. На самом деле, это утверждение ошибочно. Потому что гуманитарные дисциплины участвуют в формировании картины мира, критического мышления и лидерских навыков. К гуманитарным относят несколько направлений. Филологи/журналисты В Чувашском госуниверситете их готовит факультет русской и чувашской филологии и журналистики. Здесь три основных направления: "Журналистика",

Подробнее

Пĕрлĕх пуянлăхĕ — тăрăшуллă ĕçченсенче

Райпо тытăмĕнче тăрăшакансем тата унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем нумаях пулмасть пысăк уява - райпо туса хунăранпа 85 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Потребительсен обществин ĕçĕ-хĕлĕ анлă паян: суту-илỹ, обществăлла апатлану, производство, хатĕрлев, аптека ĕçĕ-хĕлĕ, йăла пулăшăвĕ - çакă пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн. Пирĕн округри потребительсен обществине 2023 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Комсомольски

Подробнее

Ырă чунлă, ăшă кăмăллă

Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа çутă варкăш кĕртеççĕ. Ырăлăх, сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх тапса тăрать вĕсенче. Елчĕкре пурăнакан Тамара Васильева (Ильина) ĕмĕрне сиплев ĕçĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Пуçласа 1965 çулта Елчĕк больницине шăл тухтăрĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă вăл. Каярах, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 50 вырăнлă участок больницине туса лартсан, тухтăра асăннă больницăн заведующийĕ пулма

Подробнее

Июль уйăхĕнче — 4 тĕрлĕ субсиди

Чăваш Енри аграрисем утă уйăхĕнче 4 тĕрлĕ субсиди илме заявлени тăратма пултараççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта грантсемпе субсидисем илме паракан заявкăсене патшалăхăн финанс пулăшăвĕн мерисемпе тивĕçтерекен порталта йышăнаççĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем онлайн-сервис пулăшнипе агростраховани, техмодернизаци, теплицăра пахча çимĕç

Подробнее