Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 42)

Бердянск тăрăхне — кĕнеке

Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем Бердянск тăрăхне çитсе килнĕ. Библиотека ертỹçи Роза Лизакова тата унăн çумĕсем - Татьяна Баймушкинăпа Марина Андрюшкина Бердянскри вулавăша кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Библиотека унта валли 220,5 пин тенкĕлĕх 718 кĕнеке туяннă. Укçа пуçтарма Чăваш Енри культура учрежденийĕсем пурте хутшăннă. 2024-2025 çулсенче пирĕн республика пулăшăвĕпе унти 5 культура çуртне юсаса çĕнетме

Подробнее

Çырла юрататăр-и?

Çырла фестивальне çитсе курма васкăр. Вăл июлĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти сад центрĕнче иртет. Фестиваль программи тĕрлĕрен мероприятисемпе пуян пулмалла. Унта çырлан тĕрлĕ сорчĕсемпе паллашма, вĕсене туянма пулĕ, кунта çавăн пекех çырла çитĕнтермелли мелсем çинчен каласа кăтартĕç, ăсталăх сехечĕсенче çырларан тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçерме вĕрентĕç. Мускав, Новосибирск, Самар хулисенчен килнĕ специалистсем лекцисем ирттерĕç. Суту-илỹ

Подробнее

Совесть текенни пулмаллах

Пурнăçра мĕнле-ха вăл: пĕр япалапах пĕрисем ырлăхра иртĕхеççĕ, теприсем шар кураççĕ. Шывсăр, юрăри пек каласан, "ни унталла, ни кунталла". Хальхи шăрăх кунсенче пушшех. Елчĕк ялĕнчи пĕр урамрах, тĕслĕхрен, кунĕн-çĕрĕн çĕр улми пахчине тỹлевсĕр майпа шыв юхтараççĕ. Вĕсем выльăх кăшманĕ пысăкăш çимĕç илесшĕн пуль-ха та алла. Колонкăсенчен кăнтăр кунĕсенче аран-аран 2-3 витре

Подробнее

Мастер-класс иртнĕ

Юлашки çулсенче модăран юлман хĕр-хĕрарăмсем уйрăмах шопер сумкăсемпе ытларах усă курнине асăрхама пулать. Ытлашши япаласем - тĕрлĕрен тỹме, тимĕр е вăчăра çакса илемлетменрен, вĕсемпе куллен лавккана тухса кĕме меллĕ. Шопер сумкăна апат-çимĕçпе тата ытти тавара тултарма, йăтма çăмăл. Спортзала çỹренĕ чухне усă курма та аван. Елчĕкри тĕп библиотекăра шăпах Диана Васильева

Подробнее

Шутлă кунсенче, пысăк пахалăхпа

Кăçал уй-хир ĕçченĕсене утă-сенаж хатĕрлеме мĕнле кирлĕ çавăн пек çанталăк пачĕ - шăрăх кунсем тăнине пула çулса пăрахнă курăка кушăхтарма нумай вăхăт та кирлĕ мар. Çакна кура округри ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма апат хатĕрлес ĕç кал-кал пырать. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче пухса хатĕрленĕ оперативлă сводкăра

Подробнее

Патшалăх пулăшнăран умри çул уçăлать

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - Чăваш Ен - аграри регионĕ, республикăри кашни виççĕмĕш çын ялта пурăнать. Çавăнпа та ял хуçалăхĕн сферинче предпринимательĕхе аталантарасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин ертỹлĕхĕн тата бизнес-пĕрлĕхĕн юлашки вăхăтри пĕрлехи ĕçĕ-хĕлĕ тухăçлăхне кăтартрĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем валли палăртнă патшалăх пулăшăвĕн мерисем çулсерен анлăланаççĕ, налук,

Подробнее

Çар традицийĕсене мала хурса

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ - çапăçусене хутшăннă ветерансен кунĕ. Ăна 2009 çултанпа, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, паллă тăваççĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн та пирĕн çĕршыв салтакĕсем хăйсен çар тивĕçне чылай ют территорисенче те пурнăçланă, вĕсенчи хирĕç тăрусене хутшăннă. Пирĕн округран совет саманин тĕрлĕ çулĕсенче Конгори, Анголăри, Кубăри, Венгрири, Чехословакири хирĕç

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕç. Пĕлтерĕшлĕ пулăм - Елчĕк тăрăхĕнче ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулни. Ĕçлĕ визитăн (çакăн пирки паянхи хаçатăн 3-мĕш

Подробнее

Округ пурнăçĕ

Салтаксем патне - черетлĕ пулăшупа Нацизма тĕп тăвас тĕллевпе сахал мар ентешĕн Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр çĕршывăн чысĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çирĕп тăраççĕ вĕсем. Халăх пĕрле пулса çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшать - вăл хатĕрлекен гуманитари пулăшăвĕпе волонтерсем салтаксем патĕнче час-час пулаççĕ. Çак кунсенче хастар волонтерсенчен пĕрне - Елчĕк

Подробнее

Кашни çемье — хăй пĕр çĕршыв

2024 çула Раççей Президенчĕ Çемье çулталăкĕ тесе йышăну туни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă пирĕн çĕршывра çемье тĕп вырăнта пулнине кăтартакан тĕслĕх. Кашни çемье - общество ячейки, хăй пĕр патшалăх. Аслă Пăла Тимешре ял уявне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Вăл хулари тата ялти çамрăксем пĕр шухăшлă пулнинчен килнĕ. Вĕсен тỹпи çав тери пысăк. Унта нумай çемьене

Подробнее