Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 15)

Пултаруллисем хăйсене кăтартаççех

Районти культура учрежденийĕсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерсе тухассине, тĕрлĕ сăлтавсене пула каярах хăварма тивнĕ пулин те, çак кунсенче Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче пĕрлехи канашлу иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, фойере хамăр паллă ентешсен - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Пупин скульпторăн йывăçран касса тунă япалисемпе, Борис Пятаков алă ăстин шавлă

Подробнее

Талант çăл куç пек тапса тăрсан

Районта "Хавхалану çăл куçĕсем" смотр-конкурс çулран-çул аталанса пырать. Малтанах ял тăрăхĕсенче, пĕтĕмлетỹ концерчĕ Елчĕкри клуб тытăмĕнче иртнĕрен, çĕнĕрен те çĕнĕ коллективсене, юрăçсемпе ташăçсене асăрхатăн. Ял çыннин, ватă е вăл çамрăк, е шкул ачи чунра Турă пани çăл куç пек тапса тăрать пулсан, ăна малалла аталантарма майсем çителĕклĕ. Клуба тухмалла кăна

Подробнее

«Елчĕк енĕн çыннисем тĕреклĕ, халăх çинче яланах хисеплĕ»

Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районĕ 95 çул тултарнă тĕле халалларĕç. Çак кун культура керменĕ кунĕпех кĕрлесе тăчĕ. Уява пуçтарăннă ентешсемпе хăнасем чи малтанах алă ăстисен ĕçĕсен куравĕсемпе, презентацийĕсемпе паллашрĕç. Елчĕк енĕн маттур та хастар

Подробнее

Чун киленĕçне юрă-ташăра туптаççĕ

Районти, ун тулашĕнчи тĕрлĕ шайри уявсенче Светлана Карамаликова хореограф ертсе пыракан ташă ушкăнĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илеççĕ. Мĕнле кăна ташăпа савăнтармаççĕ-ха костюмĕсене улăштарсах тăракан чиперуксемпе маттурсем. Куракансем яланах тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ "Вдохновение" ушкăн ташăçисене. Хăшĕсем чăтайманнипе залра ларнă май урисемпе тапăртатса та илеççĕ. Района çамрăк специалист килсенех концертсем ташă

Подробнее

Клубсем çĕнелеççĕ

Иртнĕ çул "Единая Россия" политика партийĕн Пĕтĕм Раççейри "Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури" проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăмалакри культура çуртне 1,7 миллион тенкĕлĕх юсанă. Кăçал Патреккелĕнчи культура çуртĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнче 2,8 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Подробнее

Аслă Таяпа йĕкĕчĕ — Мускав сцени çинче

Çемье тĕрекĕ Аслă Таяпари Юрийпе Зина Тяптушкинсем - ялти чи харсăр та ĕçчен çемьесен йышĕнче. Ыйхă мĕнне пĕлменскерсем чылайăшĕ ырă тĕлĕксем курса тепĕр аяк енне çаврăнса выртнă вăхăтра вĕсем ура çине тăраççĕ. Вите-сарай тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран вĕсене тăрантараççĕ, айсарăмне тасатаççĕ, ĕнисене суса сĕте патшалăха сутаççĕ… Тĕрлĕ выльăх картишĕнче: сăвăнакан ĕнесем тăваттă,

Подробнее

Ĕçпе кану юнашар

Патреккел ялĕнче хор йĕркелесе янăранпа кăçал 100 çул çитет. Халăх хорĕ ята тивĕçлĕ пулнă коллективăн ят-сумне çỹле çĕклекенсенчен пĕри Акчел ялĕнче çуралса ỹснĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Васильевна Ястребова тенĕ пулăттăм эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех. М.В.Ястребова Мария Ястребова ячĕ Патреккел хорĕпе анчах мар, "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ художество пултарулăх коллективĕн

Подробнее

Паллă юрăçа асăнса

Наци библиотекинче паллă юрăç, педагог, общество ĕçченĕ Мефодий Денисов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçĕ иртнĕ. Унта ентешĕмĕрĕн творчествине парăннă çынсем, тăванĕсем тата вулавçăсем хутшăннă. Композиторсем хăйсен юррисене М.Денисова сĕнетчĕç. Мефодий Иванович пултарулăхне халăх та пысăка хурса хаклать, - палăртнă Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев юрăç чăваш культурине тĕрлĕ хулара, çĕршывра

Подробнее

Сурхури уявĕнче

Халăх искусстви – ĕлĕк-авалтан çирĕпленнĕ йăла-йĕркесене упракан фольклор. Курнавăшри культура çуртĕнче Сурхури уявне çуллен паллă тăватпăр. Кăçал та, фольклор ушкăнне çÿрекенсем, халăх йăли-йĕркине манăçа кăлармасăр ăна хаваслă уявласа ирттертĕмĕр. Улах ларнă май ĕлĕкхи юрăсене шăрантартăмăр, вăйăсем вылярăмăр, пĕр-пĕрне ăшшăн саламларăмăр. Юмăç ярассине, халăх вăййисене те манмарăмăр. Т.СМИРНОВА.

Подробнее

Ытти халăх культурине пĕлетĕн-и?

Курнавăшри вăтам шкулта Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн тата Чăваш Енри паллă ентешсен çулталăкĕсене уçса «Путешествие в Культуроград» ăса хывмалли вăйă программи йĕркеленĕ. «Пĕлетĕн-и эсĕ?» станцире вĕренекенсем сăн ÿкерчĕк тăрăх хăйсен мухтавлă ентешĕсене пĕлнине, вĕсем республика, çĕршыв шайĕнче мĕнле курăмлă ĕçсемпе палăрнине каласа кăтартнă. Мĕнле уяв-ха вăл вăйă-кулăсăр? Вĕренекенсем чăваш халăх вăййисене

Подробнее