Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 2)

Музей ĕçлеме пуçларĕ

Пĕлтерме васкатпăр: Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Ĕçлекен пулманран аваллăх çурчĕ чылайранпа хупă тăнăччĕ. Халĕ унăн пуçлăхĕ - Александр Васильевич Романов. Вăл килсе çỹрекенсене йышăнма тытăннă та ĕнтĕ. Музей шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кашни кун 8 сехетрен пуçласа 15 сехет те 30 минутчен (апат вăхăчĕсĕр) ĕçлет. Ыйтса пĕлмелли

Подробнее

Эстонири ентеш валли

Тỹскелти нумай функциллĕ кану центрĕ çумĕнчи "Шуçăм" ансамбль членĕсем Эстонире пурăнакан Ираида Захарова валли фольклор улахĕ йĕркеленĕ. Ираида Васильевна - Тỹскел хĕрĕ. Ют çĕршывра 40 çул пурăнать. Вăл - Таллинри чăваш культурин музейĕн координаторĕ. "Шуçăмсемпе" пĕрле вăл тăван халăхăн юррисене шăрантарнă, ятарласа çыртарса та илнĕ. Чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланнă май, кану центрĕн

Подробнее

«Тухья» тĕп хулара

Чăваш Енре "Раççей" наци центрĕн филиалĕ уçăлĕ. Мускавра иртнĕ "Раççей" курав-форумра пирĕн республика мĕнпе тĕлĕнтернĕ, шăпах çавна çак филиалта курма май пулĕ. "Раççей" наци центрĕн филиалĕ "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче е "Каскад" суту-илỹ комплексĕнчи "Пехет" фермер центрĕнче вырнаçĕ. Ку ыйтăва хальлĕхе татса паман-ха. Ултă метр çỹллĕш "Тухьяна" вара "Каскад"

Подробнее

ТЕЛЕЙПЕ ЫРЛĂХ УТРАВĔ

Республикăри паллă çыравçă, 1967 çултанпа СССР Журналисчĕсен Канашĕн членĕнче тăракан Анатолий Тимофеев хальхинче чăвашсен Тутарстанри Сиктĕрмере иртнĕ черетлĕ уявне Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Иванович тата унăн сумлăран та сумлă ашшĕн, халăх предприятийĕсен "Звениговский" агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Иван Иванович Казанковсен ятарлă йыхравĕпе хутшăнчĕ. Çавна май унăн тĕрлĕ регионсенчен пин-пин çын пухăнакан

Подробнее

Гран-при хуçисем

Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи çамрăксен "Тарават" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăх шайне ỹстерсех пырать. Кирилл Петров ертсе пыракан коллектив виçĕмкун Етĕрне округĕнчи Тури Ачак ялĕнче иртнĕ çамрăксен "Манăçми аваллăх" фестивальне хутшăннă. Ăна Пĕтĕм Раççейри Пĕрлехи фольклор кунне халалланă. Тараватсем "Епле килтĕр, тăвансем?", "Анкарти", "Шип-шип", "Суккăр мар, чăлах мар" юрăсене ташă çаврăмĕсемпе килĕшỹллĕн

Подробнее

Хастарсен слетĕнче

Етĕрне тăрăхĕнчи "Солнечная поляна" кану базинче "Чăваш наци конгресĕн çамрăк хастарĕсем" слет иртнĕ. Унта хутшăннисем тăван чĕлхе аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене, ку тĕлĕшпе малашне ĕçлемелли тĕллевсене палăртнă. Культурăпа искусство тытăмĕнче тăрăшакан пултаруллă çынсен ăсталăх класĕсем те, пĕрлехи культура тата спорт мероприятийĕсем те яш-кĕрĕме хавхалану кỹнĕ. Слет ĕçне округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ, ЧНКн

Подробнее

Çылăх

Люда хирĕçлемерĕ. Пĕрре курсах килĕшрĕ ăна Слава. Çак каç хыççăн тĕл пулусем йăлана кĕчĕç арçынпа хĕрарăмăн. Паркра, урамра уçăлса çỹреме çынсенчен шикленчĕç, çавăнпа ытларах халăх сахал вырăнсенче тĕл пулчĕç. Люда Славăна юратса пăрахрĕ. Мишшăпа юратнă ывăлĕ ĕнерхи куна тăрса юлчĕç. Вăл килĕнче малтанхи пекех пурăнчĕ, ĕçрен васкаса килсе упăшки пĕçернĕ апата çирĕ,

Подробнее

Сиктĕрмере — чăваш культурин уявĕ

Июнĕн 7-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче 3-мĕш хут чăваш культурин уявĕ иртрĕ. Унта Елчĕк округĕн пуçлăхĕн çумне - администрацин территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникне Алина Смирновăна, пичет ветеранне Анатолий Тимофеева, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторне Елена Петровăна пĕрлештерекен делегаци хутшăнчĕ. Авалхи несĕлсен

Подробнее

Геннадий Борисова — 75 çул

Патреккелсем Çимĕк уявне кашни çулах анлăн паллă тăваççĕ. Ялта пурăнакан е кунта çуралса ỹссе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă халăха йышлăн пухать çак уяв. Çемьесем чи малтанах авалтан пыракан йăла-йĕркене пăхăнса масар çинче пулса вилнисене асăнаççĕ. Унтан йăх-хурăнташсем тĕп килсенче сĕтел хушшине ларса сăйланаççĕ те ялти культура çурчĕ умне пуçтарăнаççĕ. Пурне те кашни

Подробнее

Çĕнĕ юрăç концерчĕ

Таяпа Энтри ялĕнчен тухнă юрăçсем хушăнсах пыраççĕ. Алексейпе Андрей Шадриковсем тесен пирĕн ял ачисем тесе мăнаçланатпăр. Яна Герасимова çамрăк хĕр те пысăк сцена çинчен илемлĕ юрăсемпе савăнтарать. Иртнĕ эрнере вара пирĕн ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан Виталий Воронов юрăç ял халăхне "Хамăр ял ачисем" программăпа хаваслă концерта пухрĕ.

Подробнее