Суя информацисен çулне пỹлер
Интернетри сайтсене тĕрĕсленĕ май Елчĕк район прокуратури хăш-пĕр страницăсенче вĕренỹпе çыхăннă саккунсене хирĕçлекен информацие тупса палăртнă. Тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче (çав шутран Шупашкар хулинче вырнаçнисенче те) вĕренмесĕрех аслă пĕлỹ илнине çирĕплетекен диплом туянма сĕнекен информацисемлĕ сайтсен çулне пỹлес тĕллевпе район прокуратури суда заявлени тăратнă. Суд прокуратура ыйтăвне тивĕçтернĕ, асăннă сайта хупма сĕнсе
Подробнее