Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации

Сасăлава активлă хутшăнар

Округ администрацийĕн тата территори пайĕсен, организацисемпе учрежденисен ертỹçисен тунтикунхи канашлăвне округ пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова ирттерчĕ. Малтанах вăл пурнăçри активлă позицишĕн, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тата илсе çитерес тĕлĕшпе хастарлăх кăтартакан волонтерсен пĕр ушкăнне Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Владимир Анисимов, Алексей Егоров, Леонид Георгиев, Дмитрий Козлов,

Подробнее

«Лютый» тăшмана сехĕрлентерет

Тăрăмри Николай Никандровичпа Валентина Феофановна Егоровсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Пурте тăван ялта тĕпленнĕ вĕсем. Арçынсем, çав шутра ашшĕ те, çар тивĕçне пурнăçланă. Вĕсем хыççăн йăх-несĕл тăсăмĕн элчисем - Дмитрипе Алексей çĕршыв хуралне тăнă. Ытларах та: сроклă служба хыççăн çамрăксем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Сăмахăм Алексей пирки малалла. Пĕчĕк

Подробнее

Киленĕç ĕçĕпе пурăнать

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан юрла-юрла ал ĕçĕпе киленнĕ - çыхнă, тĕрленĕ, сапланă… Ыран Пĕтĕм тĕнчери ал ĕçĕсен кунĕ пулни хăех унăн пĕлтерĕшĕ çинчен калать. Çак куна паллă тăвас тĕллевпе Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче ал ĕçĕсен куравне уçрăмăр. Унта тĕрленĕ пит шăллисем, сĕтел тата пукан çи виттисем, тутăрсем, кавирсем. Вĕсен

Подробнее

Туристсен йышĕ ỹснĕ

Кĕçех республикăра теплоход сезонĕ вĕçленĕ. Юлашки теплоход ноябрĕн 23-мĕшĕнче килсе чарăнĕ. Кăçалхи кăтарту вара халех паллă: республикăна туристсем килес енĕпе рекорд пулнă. Ку сезонра 720 круиз теплохочĕпе 102 пин ытла турист килнĕ. Пĕлтĕр теплоходсемпе 89 пин çын килсе курнă.

Подробнее

Ачасене — право пулăшăвĕ

Пĕтĕм Раççейри ача кунне халалласа чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕршывра "Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун" акци иртет. Çак кун республикăри пур муниципалитетра та çемье хаклăхĕсене тата ачасен прависене хỹтĕлес, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи тата опекăпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатас енĕпе тỹлевсĕрех право пулăшăвĕ илме май пулĕ. Çавăн пекех специалистсемпе юристсем шкулсене çитсе право пулăшăвĕ

Подробнее

Çĕнĕ шкул уçăлнă

Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк ялĕнче çĕнĕ шкул уçăлнă. Ăна "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" патшалăх программипе килĕшỹллĕн пурнăçланă. Ĕçе кĕртнĕ сумма - 440,6 миллион тенкĕ, çав шутран 309,2-шĕ - федераци бюджетĕнчен. 375 вырăнлăх пĕлỹ çуртĕнче 260 ача вĕренет. Унта пĕтĕм услови пур: илемлĕ те çутă пỹлĕмсем, йывăçпа металран тем те пĕр тумалли ăсталăх лаççи,

Подробнее

Хỹтĕлевçĕсен ретне

Аслă Таяпари культура çуртĕнче Дмитрий Кульмакова савăнăçлă лару-тăрура Раççей çарĕн ретне ăсатнă. Ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннă çамрăка отставкăри офицер, территори пайĕн начальникĕ Анатолий Скворцов тата культура çурчĕн заведующийĕ Марина Кульмакова саламланă, çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытма ăнăçу суннă.

Подробнее

Гидрантсем вырнаçтарнă

Пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнни инкеке сирме пулăшать. Лаш Таяпа территори пайĕнче асăннă ыйтăвăн çивĕчлĕхне чакарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Тĕп усадьбăра 2021 çулта пушар машини валли ăшă гараж тунă. Вăрăмхăвари Николай Казначеевпа Шăмалакри Валерий Анисимов хăйсен техникине пушар сỹнтерме ятарласа хатĕрленĕ. Ялсенче шыв пăрăхĕсене улăштарнă май вĕсенче гидрантсем вырнаçтарассипе те тимлеççĕ. Кăçал

Подробнее

Яла илем кĕртессишĕн

"Пуçару бюджечĕ" программăна хутшăнса кăçал Кавал ялĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕсене хывнă. Çитес çулхи тĕллев те паллă: Хĕвел тухăç урамне хытарнă çул сармалла. Кунта кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара иртсе çỹреме питĕ хĕн. Пролетари урамĕнче пурăнакансем те çак çивĕч ыйтăвах татса парасшăн.Хĕвел тухăç урамĕнче тĕпленнисен проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 764170 тенкĕпе танлашать.

Подробнее

Пысăк тĕллевсемпе

Пуçару проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕк территори пайĕнче çулсерен пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Юлашки çулсенче ял çыннисем масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Ку тĕлĕшпе Патреккелсемпе Ĕнелсем маттур. Вĕсем картасене пĕтĕмпех çĕнетсе улăштарма пултарчĕç тата ытти ĕçсене те анлă çул пачĕç. Кăçал Елчĕксен тăрăшулăхне те палăртмалла: икĕ масара та тимĕр карта тытнă, вăхăтлăх

Подробнее