Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 11)

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнчи 141-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Венера Вячеславовна РОЗАНОВА оператор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пăхакан пăрусем талăкра 1160 грамм ỹт хушнă.

Подробнее

Пушартан сыхланар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене тишкернинчен пуçланчĕ. Кил-çуртра пушар тухни - калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, пушар вара ĕмĕрĕпе

Подробнее

«Кайăк хитре тĕкĕпе, çын илемлĕ ĕçĕпе», —

тенĕ ĕлĕкрен. Çак авалхи ваттисен сăмахĕ ăруран-ăрăва паян кунчченех куçса пырать. Çын хăйĕн телейне, савăнăçне ĕçре тупни çеç мар, ял çинчи хисепне те ĕçрех тупать. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен аякрах та мар ĕç ветеранĕ Люся аппа пурăнать. Эпир, шкул ачисем, час-часах ăна пулăшма çỹретпĕр. Вăл пире кашни хутĕнчех ăшпиллĕн те тараватлăн кĕтсе

Подробнее

Савăнăçлă лару-тăрура

Çĕнĕ Пăвари Культура çуртĕнче Раççей çарĕн ретне тăракансене кашни призыв кампанийĕнчех савăнăçлă лару-тăрура ăсатаççĕ. Денис Измайлова та вăл каç нумайлăха асра юлĕ. Культура ĕçченĕсем ăна асăнмалăх парнепе чысланă, çул блокночĕ çине вара пулас салтакăн тус-юлташĕсем сунăм сăмахĕсене çырнă. Хаваслă та шỹтлĕ конкурссенче тĕрĕсленнĕ хыççăн çамрăксем Денис ячĕпе патриотла юрăсем шăрантарнă.

Подробнее

Каялла-ши?

ЗАГС пайĕнче кăçалхи 9 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Палăртнă тапхăрта 30 ача çуралнине регистрациленĕ. Иртнĕ çул та çавăн чухлех. Тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран уйрăлнисен шучĕ - 219 (200). Округĕпе мăшăрланни çинчен 11 (18) акт çырнă пулсан, Лаш Таяпа, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш ял территорийĕсенче отчетлă тапхăрта пĕр туй та кĕрлемен. Уйрăлнă çемьесен

Подробнее

Парк симĕсленет

Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен санитарипе экологи уйăхлăхĕ пынă май, округ администрацийĕн ĕçченĕсем субботниксене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксене тирпей-илемре тытса тăнипе çеç çырлахмаççĕ, йывăçсем лартассипе те тимлеççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна, акă, культурăпа кану паркĕнче 80 тĕп ытла дерен, туя, сирень, уртăш лартнă. Шупашкарти "Ивушка" питомникрен тата 50 ытла тĕрлĕ хунав

Подробнее

Инспекци ертỹçине — Свидетельство

Чăваш Ен Правительство çуртĕнче "Республикăри чи лайăх гражданла патшалăх служащийĕ" конкурса хутшăннисене чысланă. Регион пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен ятарлă Свидетельство илнисен хушшинче пирĕн округри Владимир Мекшеев та пур.Владимир Анатольевич Елчĕк муниципалитет округĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ пулса нумай çул ĕçлет, хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Подробнее

Салтаксене пулăшма

Юнкун Шупашкарти П.П.Хузангай ячĕллĕ культура керменĕнче "Раççейшĕн. Çĕнтерỹшĕн" ыр кăмăллăх концерчĕ иртнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕскере, ытларах пирĕн тăрăхран тухнă юрăçсем хутшăннă: 10-н ытла. Пухăннă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех салтаксен саккасĕсене пурнăçлама кайĕ. Мероприятие хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшассинче хастарлăх кăтартакансене Тав хучĕсемпе чысланă.

Подробнее

Улшăнусем кĕртнĕ

Ĕнер округ администрацийĕн ларусен залĕнче Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Вячеслав Сядуков председатель ертсе пынă. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, район прокурорĕн çумĕ Анна Бочкарева хутшăннă. Ларура, тĕпрен илсен, Елчĕк муниципалитет округĕн Уставне, "Елчĕк муниципалитет округĕн 2024 çулхи тата 2025, 2026 çулсенчи бюджечĕ çинчен" калакан Депутатсен пухăвĕн йышăнăвне, 2024

Подробнее

Афган паттăрне сума суса

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеç ялĕн Тĕп урамĕнчи 52-мĕш çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçнă. Юрий Григорьев воин-интернационалист ячĕпе вăл. Пурăннă пулсан тепĕр кунĕнче 56 çул тултармаллаччĕ. Асатте, кукаçи пулса мăнуксемпе савăнмалли вăхăтчĕ… Юра Афганистанра - 1987 çулхи çу уйăхĕнчен. Рядовой, водитель. Вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама тăратнă документ çинче çапла çырнă:

Подробнее