Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > будущеесела

Пуçару проекчĕсем валли — ытларах укçа-тенкĕ

Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа-тенкĕ виçи 2 миллион тенкĕрен 3 миллион тенкĕ таран ỹсет. Çак улшăнăва ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программăна кĕртеççĕ. Çапла майпа ку е вăл пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен тăкакĕсен 70 процентне республика бюджечĕ, 30 процентне вырăнти бюджет саплаштарать. Унсăр пуçне, граждансем обязательнăй йĕркепе хывакан

Подробнее

Пуласлăхшăн тăрăшаççĕ

Аслă Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов тăван тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кỹрес ĕçе пуçĕпех кỹлĕннĕ Аслă Таяпа ялĕнчи пуçаруллă çынсемпе тĕл пулма, вĕсем çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсемпе паллашма ыйтнине хирĕçлеме пулмарĕ. Мĕншĕн тесен 2024 çула республика шайĕнче Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курассин çулталăкĕ тесе палăртнă вăхăтра,

Подробнее

Халăхпа пĕрле пулнинче — пысăк вăй

Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ: - Юлашки çулсенче ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе халăх пуçарулăхĕ палăрмаллах ỹснине куратпăр. Ял çыннисем хăйсене хальхи вăхăтра мĕнлерех объект кирлĕрех пулнине тĕпе хурса суйласа илеççĕ. Ытларах чухне вĕсем çул-йĕр, спорт лапамĕсем… тăвассин проекчĕсене хапăл туса йышăнаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев

Подробнее

Пурнăçа хăтлăх кỹресси — малти вырăнта

Елчĕк муниципалитет округĕнче 2023 çулта та вырăнти халăх пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан 43 пуçару проекчĕ вăя кĕнĕ. Çавна май территорисенче тĕрлĕрен объектсем хута кайнă, ялсен сăн-сăпатне илем кỹрсе улăштарнă, çынсене пурăнма кирлĕ услови туса панă. Çав шута çаксем кĕреççĕ: - Яманчỹрел ялĕнчи автомобиль çỹрекен çула юсани; - Шăмалак, Яманчỹрел, Çĕнĕ Эйпеç, Акчел, Шуршу,

Подробнее

Çĕнĕ Пăва шкулĕ тата çĕнелсе улшăнать

"Пуçаруллă бюджет" программăн çул-йĕрĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ - вăл чылай отрасле пырса тивет. Бюджет укçи-тенкипе мĕнле усă курассинчи ыйтусене татса пама чылай чухне граждансем хăйсем хутшăнма пултарнипе усă курса Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Турхан тата Кĕçĕн Шăхаль çамрăкĕсем шкул подвалĕнче кĕрешỹ залĕ йĕркелессишĕн, унта кирлĕ оборудованисем вырнаçтарассишĕн çирĕп тăчĕç. Вĕсен

Подробнее

Çĕнĕ йĕрке пулĕ

- Граждансене пурăнма юрăхсăр çурт-йĕртен куçармалли çĕнĕ программа территорисене комплекслă майпа аталантармалли проектсемпе шайлаштармалла, - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. "Раççей Правительстви кивелсе çитнĕ çурт-йĕр фондне пĕтерме ĕлĕкхи йĕркепе укçа уйăрманни пирки пĕлтерчĕ. Ку тĕллеве территорисене комплекслă майпа аталантармалли тата инфратытăма йĕркелемелли ытти программăпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр фончĕн строительствисемпе çыхăннă

Подробнее

Пĕр-пĕрин ĕçне курса хавхаланнă

Таяпа Энтри ялĕнче колхоз пĕтсе ларнă вăхăт халĕ те куç умĕнче. Колхоз пурлăхĕ пĕтĕмпех чăл-пар саланчĕ, ĕнесемпе сыснасене сутса пĕтерчĕç, фермăсене йăлтах ватса салатрĕç, çывăхра пурăнакансем килĕсене йỹнĕ хакпах кирпĕч тата ытти стройматериал турттарчĕç. Тукасри автопарк пулнă вырăнти кирпĕчрен хăпартнă вăрăм склада та ватрĕç. Тукас çыннисем пурте хăпса тухрĕç унта,

Подробнее

Патшалăх пулăшнăран умри çул уçăлать

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - Чăваш Ен - аграри регионĕ, республикăри кашни виççĕмĕш çын ялта пурăнать. Çавăнпа та ял хуçалăхĕн сферинче предпринимательĕхе аталантарасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин ертỹлĕхĕн тата бизнес-пĕрлĕхĕн юлашки вăхăтри пĕрлехи ĕçĕ-хĕлĕ тухăçлăхне кăтартрĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем валли палăртнă патшалăх пулăшăвĕн мерисем çулсерен анлăланаççĕ, налук,

Подробнее

Ĕçрен хăраман ăста пулнă

2023 çулта Елчĕк муниципалитет округĕнчи хăй тĕллĕн ĕçлекен фермерсем патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе пурĕ 6 328 660 тенкĕлĕх усă курнă. Пĕр вăхăтрах темиçе субсиди илме те май пур, анчах республика шайĕнчи пулăшу çулталăкра пĕр çын пуçне 500 пин тенкĕрен ытла мар. Конкурса хутшăннă Турхан ялĕнчи Валерий Александрович Прохоров фермер патшалăхран уйăракан 500

Подробнее

«Фермер шкулĕнче» ăс пухаççĕ

Андрей МАКУШЕВ,Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ: - "Фермер шкулĕнче" производствăна çĕнĕ технологипе йĕркелеме вĕрентни агропромышленность комплексĕнчи специалистсен професси шайне ỹстерет. Çакă ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхне, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне лайăхлатать. Проект çамрăксене яла явăçтарма, ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Пĕлỹпе ĕçри ăсталăха ăруран ăрăва панипе пĕрлех йăла-йĕркене упраса хăварма, çĕнĕ çитĕнỹсемпе пуянлатма май парать. Чăваш Енре

Подробнее