Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > будущеесела

Пурăнакан вырăн хăтлă пултăр

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ - территорие хăтлăлатасси. Хăйсем пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртес ĕçе граждансене явăçтарасси те пĕлтерĕшлĕ. Çулсерен Чăваш Енре 20 ытла общество анлăшĕ илемленет. Пĕтĕмĕшле илсен 2019 çултанпа 209 территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Ку шутран 166-шĕ - общество, 43-шĕ -

Подробнее

Пуçару бюджечĕн программи — ăнăçлă çул-йĕр

Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ: - Пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн кăçал республикăри ял территорийĕсенче 500 ытла автоçул çĕнелет. Чăваш Енре халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан рекордлă проектсен шучĕ 1500-е яхăн шутланать. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн общество хутлăхĕсене, социаллă сферăпа коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хăтлăх кĕртеççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе

Подробнее

537 пин тенкĕ укçа пухрăмăр

Тĕллевлĕ наци проекчĕсемпе тата республика программисемпе усă курса пурнăçланакан ырă улшăнусем пурте халăх куçĕ умĕнче. Çаксене шута илсе эпир, Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакансем, пуçару бюджечĕн программине хутшăнса 2025 çулта урамсенчи шыв пăрăхĕсене, пурĕ 3213 метр чухлĕ, çĕнĕрен хывассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр. Ял урамĕсенче 1978 çулта хывнă шыв пăрăхĕсене, тĕрĕссипе

Подробнее

Тỹскел ялĕнче çул çĕнелчĕ

Республикăри пуçару бюджечĕн, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци шайĕнчи программăсемпе проектсем - тăван тăрăха аталанма пулăшакан çул-йĕр. Кирек мĕнле ĕçе те ялта пурăнакансем кар тăрса хутшăнни, пĕр-пĕрин шухăшне ырласа йышăнни шăпах тăван тăрăхра ырă улшăнусем тума, хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшать. Çакна шута илсе эпир çулталăкра темиçе хутчен те ял

Подробнее

Хуçалăх ĕçне парăннă

Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Крысовсем - манăн мăн асатте - Никандр Семенович, асатте - Федор Никандрович, атте - Николай Федорович, аттен тетĕшĕ - Владимир Федорович - тăваттăшĕ те механизаторсем, чун-чĕрисемпе хуçалăх ĕçне парăннă çынсем… Мăн асаттене, паллах, эпĕ астумастăп ĕнтĕ. Асатте вара нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те вăл мана

Подробнее

Ĕç тухăçлăхĕ пысăк технологисенчен, паллах, ĕçлекенсенчен те нумай килет

Владимир Путин,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: "Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производстви пысăк технологиллĕ отрасль пулса тăчĕ. Раççей аграрийĕсем тунă çитĕнỹсем ăнăçлăхпа çут çанталăкран килмеççĕ. Ку вăл - ĕçре усă куракан пысăк технологисем те, наука тĕпчевĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсене килекен патшалăх пулăшăвĕ те, хăйсен ĕçне парăнса вăй хуракансем те". Сергей АРТАМОНОВ,Чăваш Енĕн вице-премьерĕ -

Подробнее

Пур ĕçре те пуçаруллă

Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнчи ялсенче те пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ. Таяпа Энтринчи масар патне каякан çула халăхран укçа пухса малтанах çурри таран вак чул сарма пултарнăччĕ. Кăçал вара çак çула площадка туса масар хапхи таранах çитерчĕç. Арман касси çыннисем те кăмăллă. Урама пырса кĕмелли çĕр кĕпере çурхи шыв

Подробнее

Патшалăх тĕревĕ ял бизнесне аталантарма пулăшать

Пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕн пур сферăра, çав шутра агропромышленность комплексĕнче те анлăн сарăлса пырать. Наци проекчĕсем, патшалăх программисем бизнеса аталантарма çул уçаççĕ. "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пайтаçăсем çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа усă курма, производствăна аталантарма грант, субсиди илме пултараççĕ. Патшалăх тĕревĕ хушма хуçалăх тытакансене хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме

Подробнее

Пуçару проекчĕсем валли — ытларах укçа-тенкĕ

Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа-тенкĕ виçи 2 миллион тенкĕрен 3 миллион тенкĕ таран ỹсет. Çак улшăнăва ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программăна кĕртеççĕ. Çапла майпа ку е вăл пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен тăкакĕсен 70 процентне республика бюджечĕ, 30 процентне вырăнти бюджет саплаштарать. Унсăр пуçне, граждансем обязательнăй йĕркепе хывакан

Подробнее

Пуласлăхшăн тăрăшаççĕ

Аслă Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов тăван тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кỹрес ĕçе пуçĕпех кỹлĕннĕ Аслă Таяпа ялĕнчи пуçаруллă çынсемпе тĕл пулма, вĕсем çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсемпе паллашма ыйтнине хирĕçлеме пулмарĕ. Мĕншĕн тесен 2024 çула республика шайĕнче Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курассин çулталăкĕ тесе палăртнă вăхăтра,

Подробнее