Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > будущеесела (Страница 3)

Аграрисене — 1,2 миллиард тенкĕ

РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев кăçалхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă май аграрисене патшалăхран пулăшу пама тата ял территорийĕсене аталантарма 2024 çулта Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 1,2 миллиард тенкĕ субсиди куçарасси çинчен пĕлтернĕ.

Подробнее

Субсиди куçарас ĕçе хăвăртлатнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов федераци тата республика программисемпе килĕшỹллĕн хуçалăхсене субсиди куçарса парас ĕçе хăвăртлатнине пĕлтернĕ. 2024 çулхи виçĕ уйăхра вĕсем патне 371,5 миллион тенкĕ çитернĕ. Çур аки умĕн - апрель уйăхĕнче вĕсем пурĕ 118,3 млн, çав шутра çĕр улми тата пахча çимĕç туса

Подробнее

Вулаканăм, эсĕ те хутшăнма пултаратăн!

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грант шучĕпе "Елчĕк ен" хаçатра вăя кĕрекен "Ял малашлăхĕ - пирĕн алăра" проектпа эсĕ, хисеплĕ вулаканăм, малашне кашни уйăхрах - ноябрьччен паллашма пултарăн. Палăртнă темăсене çутатма, паллах, хăвăр та хутшăнасса шанса тăратпăр. Сире редакци тĕпелĕнче хапăл туса кĕтетпĕр. Ку чухне эпир

Подробнее

Инвестици политики — тĕп вырăнта

Марина ПАВЛОВА, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен çумĕ - экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕ: - Экономика аталанăвĕнче инвестици политики тĕп вырăн йышăнать. Çавна май округ ертỹлĕхĕ ку ыйтăва куçран вĕçертмест. 2023 çулта муниципалитет округĕнче тĕп капитала хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 402 миллион тенкĕпе

Подробнее

Çамрăк çемьене — свидетельство

Питтĕпел ялĕнче пурăнакан Васильевсем нумаях пулмасть "Ял территорийĕсене комплекслăн аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн патшалăхран çурт-йĕр хăпартма е туянма уйăракан социаллă тỹлеве (пурĕ 700 пин тенке яхăнлăх) илме тивĕçлĕ пулнă. Çак ятпа çамрăк мăшăра округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Çамрăк çемьешĕн патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ малашлăх пурнăçра хавхаланса ĕçлеме хистекен пысăк тĕрев

Подробнее

Тĕлĕнмелле ырă чунлă, ĕçчен

2020-2021 çулсенче тĕнчипех хăрушă чир - коронавирус алхасрĕ. Пирĕн çĕршывра та ку хăрушă чирпе чирлемен çын юлмарĕ пуль. Хамăр çемье те нушапа тĕл пулнăран аса илтĕм çак вăхăта. Участокри тухтăрпа медицина сестри сипленмелли эмелсемпе укол тумалли препаратсене киле пырсах пачĕç. Çемьене карантина хупрĕç - çак вăхăтра пирĕн пата никама та

Подробнее