Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленнĕ

Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленнĕ

Иртнĕ эрнере сивĕ çумăр лỹшкенĕрен çăмăл атлетикăн çуллахи спорт сезонне хупма май килмерĕ. Хальхинче вара çанталăк хăй илемĕпе савăнтарчĕ: хĕвел ăшшийĕ çуран чупакансене хавхалантарчĕ, кăштах сулхăн çилĕ вĕрсе малалла хăвăрт чупма хистерĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, районта çăмăл атлетикăн çуллахи сезонĕ çулсеренех «Елчĕк ен» хаçат призĕсемшĕн иртекен кросран пуçланать. Çуран чупакансен сезонĕ сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан çамрăксен эстафета чупăвĕпе вĕçленет.

Хальхинче те çуран чупма кăмăллакансем Елчĕкри тĕп стадиона йышлăн пуçтарăнчĕç. Эстафета тĕрлĕ ушкăнра иртрĕ. Кашнийĕн дистанцийĕ — 400 метр.

Çăмăл атлетика — спортăн илемлĕ тĕсĕ. Хитре те çăмăллăн чупакансене пăхса тăма кăмăллă. Чи малтанах старта район администрацийĕнче ĕçлекенсем тухрĕç. Эстафетăра — 3 хĕрарăмпа 1 арçын. Финиша чи малтан экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен тата ялхуçалăх пайĕн пĕрлештернĕ команди çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлекенсем. Виççĕмĕш вырăна организациллĕ ĕçсен пайĕ йышăнчĕ.

Иккĕмĕш ушкăнра вăй виçекенсем ял тăрăхĕсем пулчĕç. Чупăва кашни ял тăрăхĕ команда тăратнă. Пĕрремĕш вырăна Курнавăшсем тивĕçлипе çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Тăрăмсем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов юлашки вăхăтра тăтăшах ăмăртусене хутшăнать. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев та унран юласшăн мар, курăнать. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисене старта чĕнсен районти тĕп больницăпа А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командисем кăна ăмăртăва тухма хатĕрри курăнчĕ. Районти тĕп больницăн чысне Н.Борисова, Л.Богоявленов, Н.Михайловская, У.Бекмуратов врачсем хỹтĕлерĕç. Рентгенпа флюорографи кабинечĕн заведующийĕ Наталия Борисова районти спорт ăмăртăвĕсене яланах хутшăнать анчах мар, хастарлăхĕпе те палăрать. Хальхинче те эстафета патаккине чи малтан тытнăскер, хăй хыççăн пыракана чылай кая хăварса командăна мала кăларчĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа яла ĕçлеме килнĕ тухтăрсем сывă пурнăç йĕркипе туслă пулнине уççăн çирĕплетрĕç. Шурă халатлă ĕçченсем ГТО нормисене те тивĕçлипе тултараççĕ.

Районти ялхуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсем çăмăл атлетикăпа кăсăкланма пăрахрĕç-ши? Иртнĕ çулсенче «Прогресс» АХО ĕçченĕсем кĕркуннехи эстафетăна активлă хутшăнатчĕç. Кăçал вĕсене те курма тỹр килмерĕ.

Районти шкулсенче ĕçлекенсем кирек мĕнле спорт мероприятийĕнче те хастар. Педагог-и вăл е кухня ĕçченĕ… — коллектив чысне хỹтĕлеме тухаççĕ. Тĕп шкулсенчен çăмăллăн чупакансем Кĕçĕн Таяпасем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Таяпасемпе Кивĕ Эйпеçсем пайларĕç.

Вăтам шкулсем хушшинчи ăмăрту хĕрỹ пычĕ. Вĕрентекенсем мала тухассишĕн вăй-халне шеллемерĕç. Финиша чи малтан Елчĕк шкулĕн команди çитрĕ. Иккĕмĕш вырăна Кушкăсем йышăнчĕç. Курнавăшсем кăçал виççĕмĕш вырăнта.

Спорт уявне кăçал пилĕк ушкăнра йĕркеленĕ. Ытти çулсенче шкул ачисем те кĕркуннехи юлашки старта тухатчĕç. Вĕренекенсен ахаль те спорт ăмăртăвĕсем нумайран кăçал вĕсене эстафетăна хутшăнтарас темен.

Эстафета ăмăртăвĕн тĕп судйи Александр Адюков тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансене çăмăл атлетикăна юратма, сезон хупăнсан та çуран утма, чупма чарăнмалла маррине палăртрĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Скворцовпа «Улăп» спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе призсем парса саламларĕç.

Çитес çулччен, çăмăл атлетикăн хастар тусĕсем!

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code