Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чикĕсене палăртар

Чикĕсене палăртар

Халăх тата влаç умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри — чикĕсене виçтерсе палăртман çĕр лаптăкĕсене саккунпа килĕшỹллĕн çирĕплетесси.

Енчен те çĕр хуçи 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен çĕр чиккине виçтерсе кадастр учетне кĕртме ĕлкĕреймесен, çĕнĕ çултан унăн çак çĕр лаптăкĕпе çыхăннă тĕрлĕ килĕшỹ çырма, ăна сутма, парнелеме, еткерлĕхе пама, салука хывма е ытти ĕçе пурнăçлама та ирĕк пулмĕ. Ку чухне правăна çирĕплетекен свидетельство е аренда килĕшĕвĕ пурри те пулăшаймĕ. Çак нормăна Федерацин 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче йышăннă 447-мĕш номерлĕ «О государственном кадастре недвижимости» саккунĕнче палăртнă. Ку чухне сăмах сад, уйрăм хушма хуçалăх тытса пыма, дача çурчĕ лартма, пахча çимĕç ỹстерме, уйрăм çурт-йĕр лартма уйăрнă çĕр лаптăкĕсем пирки пырать.

Чикĕ палăртман çĕр лаптăкĕсем хальхи вăхăтра кадастр учетĕнче «Малтан шута илнисем» паллăпа тăраççĕ. Çĕр лаптăкĕн кадастр паспорчĕн 15-мĕш графинче вара «Çĕр лаптăкĕн чиккине çĕр саккунĕ ыйтнă пек палăртман» тесе çырса хунă.

Лаптăка чикĕлесе палăртманни хуçисен умне час-часах тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратнине те асăнмалла. Çакă кỹршĕсен хушшинче те ăнланманлăхпа тавлашулăх çуратать. Раççей сучĕсем çулсерен кỹршĕсем çĕршĕн вăрçăннипе çыхăннă сахал мар ĕç пăхса тухни те çакна çирĕплетет.

Тĕрлĕ пăтăрмахлă лару-тăрăва лекесрен асăрхаттарса çĕр лаптăкĕсен хуçисене кĕске вăхăтрах хăйсен куçман пурлăх объекчĕсен чиккисене палăртас енĕпе çыхăннă ĕçсене вĕçлеме сĕнетпĕр. Асăннă ĕçе пурнăçлас тесен чи малтанах кадастр инженерĕпе килĕшỹ çырмалла. Вăл харпăрлăхçăсен çĕр лаптăкĕсене кĕске вăхăтра виçсе чикĕсене палăртать, ун хыççăн межевани планне Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине ярса памалла. Çак ĕçе пурнăçлама халăха Елчĕк ялĕнчи Иванов урамĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă нумай функциллĕ центр пулăшать.

Енчен те граждансем хăйсен çĕрĕсен чиккисем пуррине е çуккине пĕлмеççĕ пулсан, вĕсене Интернета кĕрсе Росреестрăн управленийĕн «Публичная кадастровая карта» сервисĕ урлă кирлĕ информаци тупма е 2-57-30, 2-53-61 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме сĕнетпĕр.

М.ПАВЛОВА,
Елчĕк район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code