Ют çĕршыв çыннисем ĕçлекен вырăнсенче пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттересси, миграци сферинче пулса иртекен преступленисен çулне пỹлесси тата профилактика ĕçĕсене пурнăçласси йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Çавна май районти полици пайĕн ĕçченĕсем «Нелегал» ятпа операци йĕркеленĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче вĕсем ĕç паракансемпе ют çĕршыв гражданĕсен хушшинчи ĕç килĕшĕвĕсене саккуна пăхăнса хатĕрленипе, вĕсен саккунла интересĕсене тата прависене хỹтĕлессипе мĕнле ĕçсем пурнăçланипе те кăсăкланнă. В.МЕКШЕЕВ, Елчĕкри полици пайĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсен ертỹçи.