Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сахал тупăш илекенсене — пысăк тимлĕх

Сахал тупăш илекенсене — пысăк тимлĕх

Росстат çирĕплетнĕ тăрăх, 2016 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикинчи 232,3 пин çыннăн е пĕтĕм халăхăн 18,8 проценчĕн укçа тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах.

Правительство йышăнăвĕпе, 2019 çулта Раççей Федерацийĕн ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ шайăн 100 процентне çитермелле. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ỹстерни сахал тупăшлă çемьесене паракан социаллă пулăшу виçине витĕм кỹрет-и?

Ĕç укçин чи пĕчĕк суммине пысăклатни социаллă пулăшу мерисен виçине витĕм кỹмест. Патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне гражданинăн хальхи вăхăтри пурлăх шайне шута илеççĕ. Ăна палăртмашкăн кашни çын пуçне тивĕçекен тупăшăн тата республикăра пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçен шайлашăвне тĕпе хураççĕ. Кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах граждансене Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе тивĕçтерет.

Ачаллă граждансене уйăхсерен пособи памалла тăваççĕ. Унăн сумми кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесенче çитĕнекенсемшĕн асăннă кăтартуран ытларах шутланаканнисемпе танлаштарсан самаях пысăк.

2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен тупăшлă 46045 ача шутланать (пĕтĕм йышăн 71 проценчĕ). Чăваш Республикин бюджечĕн ача-пăчан уйăхри пособине тỹлеме каякан тăкакĕ кăçалхи виçĕ кварталта 491,4 миллион тенкĕпе танлашнă.

Врач йышăнăвĕпе пахалăхлă апатланупа тивĕçтермешкĕн çире пур хĕрарăмсене тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене уйăхсерен — 100, çавăн пекех 2 çултан пуçласа 3-е çитмен ачасене 70 тенкĕпе танлашакан компенсаци пама палăртнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тỹлевĕн регионти стандарт хакĕсене тĕпе хурса палăртнă тăкакĕсем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен иртсен вĕсене саплаштармашкăн граждансене субсиди параççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ăна 18568 çемье, кашни вăтамран 1099 тенкĕлĕх илнĕ. Йывăрлăха пĕччен çĕнтерме пултарайман граждансене республика бюджечĕн нухрачĕпе пулăшаççĕ. Çавăн пекех йывăр шăпаллă ачасен канăвне тата сиплевне йĕркелесе вĕсене лагерьсенче канма май туса панине те палăртмалла.

2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне лагерьсенче канма 3200 путевка уйăрнă, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисен никĕсĕ çинче çул çитмен 2650 çамрăк сывлăхне çирĕплетме май туса панă.

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев:

— Раççей Правительстви ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ỹстересси çинчен саккун проектне йышăннă май, республикăн 2018 çул валли йышăннă бюджетĕнче бюджет тытăмĕн ĕçченĕсен шалăвне ỹстермешкĕн 200 миллион ытла укçа-тенкĕ хывса хăварнă, çав шутран 62 процентне — муниципалитет йĕркеленĕвĕсем валли ярас тĕллевпе.

2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен бюджетра вăй хуракансен шалăвне пуринне те 4 процент индексацилеççĕ.

Сахал тупăшлисене патшалăх социаллă пулăшупа тивĕçтерни те вĕсене хỹтлĕхлĕ туйма май парать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code