Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хыпар сахалрах — хỹтлĕх пысăкрах

Хыпар сахалрах — хỹтлĕх пысăкрах

Интернет уçлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр океан евĕр. Мĕнлерех тытмалла хамăра виртуаллă тĕнчене лексен? Мĕн тума юрать е юрамасть?

Çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем тупма пулăшас тата ăнлантарас, халăха социаллă сетьсенчи киревсĕр-лĕхрен асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе Чăваш Республикин Роскомнадзор управленийĕ йĕркеленипе республикăра юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче персоналлă кăтартусене хỹтĕлемелли эрне ирттереççĕ. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса Интернетра чи малтанах преступниксене илĕртме пултаракан информаци лартма юраманнине халăхăн асрах тытмалла. Çакăн евĕр информацисен шутĕнче çурма çарамасланнă сăн ỹкерчĕксем, çывăх çынсен списокне, хваттере никамсăр хăварса пĕтĕм çемьепе ăçта та пулин канма е урăх çĕре кайма хатĕрленнине, ĕç укçин виçине, автомобиль е хаклă пурлăх туяннине хыпарлакан пĕлтерỹсем.

Теприне хурлакан е варалакан информацисем çине лару-тăрăва тĕшмĕртмесĕрех «лайк» пусасран та асăрханăр. Вĕсем ытларах чухне экстремизм, нацисем хушшинчи хирĕçỹ çуратакан информацисем, сăн ỹкерчĕксем, видеоматериалсем пулма пултараççĕ, уншăн уголовнăй майпа та явап тыттарма пултараççĕ. Юлашки çулсенче тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çирĕп маррине кура ют çĕршывсенчи ятарлă службăсемпе разведкăсем чылай чух халăха ятарласа хĕтĕртнин тĕслĕхĕ те пулма пултарать çакă.

Социаллă сетьре хăвăрăн страницăрсенче пĕр-пĕрне хурласа çырма е форумсенче пĕрне-пĕри хăртма, питлеме, варалама юраманнине асрах тытар.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code