Пирĕн районта пурăнакансем хăйсем судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнчен (заявленисене кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ, апат вăхăчĕ 13 сехетрен пуçласа 14 сехетчен тăсăлать) е нумай функциллĕ центр урлă илме пултараççĕ. Ку чухне çумра паспорт, унăн копийĕ тата СНИЛС пулмалла.
Çак справкăна илес тесен граждансем заявление килтен тухмасăрах патшалăхăн пĕрлехи пулăшăвĕсем паракан портал урлă ярса пама пултараççĕ. Çапла тăвас тесен чи малтанах www.gosuslugi.ru сайтра регистрациленмелле. Çакă вăхăта тата укçа-тенке перекетлеме, ĕçе ансатлатма май парать.
И.ЖИРНОВА,
полици пайĕн сотрудникĕ.