Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республики çемьери виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тỹлемешкĕн федераци укçине тивĕçме пуçлать.
Владимир Путин юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен» указа улшăнусем кĕртнĕ. Унăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çемьере 2002 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тỹлемешкĕн регионсене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалли никĕс шутланакан критерисене улăштарнă. Финанса тивĕçекен регион шутне малашне ача çуратаслăхăн суммарлă коэффициенчĕ çĕршыври вăтам кăтартуран пĕчĕкреххи мар, çуратаслăх коэффициенчĕ иккĕрен иртменни кĕрет.
Аса илтеретпĕр: 2013 çултанпа республикăри ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсенчен пĕри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашакан уйăхри укçа тỹлевĕ пулнă. Унăн ирĕкĕпе виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесем кашни çын пуçне тивекен тупăш республикăри вăтам кăтартуран иртмесен усă курнă. 2016 çулта Чăваш Енри демографи лару-тăрăвĕн çитĕнĕвĕсем Раççейри вăтам кăтартусенчен иртсе кайнă май республика «софинансировани критерийĕсене» тивĕçтерейми пулса тăнă, 2017 çулта çуралнă ачасемшĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрма пăрахнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çав йĕркесене улăштарма кирлине федераци центрне пĕрре кăна мар аса илтернĕ. Сăмахран, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача правине хỹтĕлекен уполномоченнăйпа Анна Кузнецовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне Чăваш Енре çуратаслăх коэффициенчĕ çĕршывра чи пысăкки пулнине, çавна май республикăна виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн хавхалантармалли уйăхри укçа тỹлевĕпе çыхăннă софинансировани обязательствисен программинчен кăларнине пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра асăннă тỹлеве 4,5 пин ытла çемье илсе тăрать.
РФ Президенчĕ 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен» 3606-мĕш саккунне кĕртнĕ улшăнусем 2018 çулта вăй илнĕ май уйăхри укçа тỹлевне Чăваш Енре 8,7 пине яхăн ача тивĕçĕ.