Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > День работника сельского хозяйства

День работника сельского хозяйства

Хисеплĕ çĕр ĕçченĕсем, механизаторсемпе фермăсенче тăрăшакансем, продукци тирпейлекенсем, ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем!

Сире чĕререн ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

Елчĕк тăрăхĕ мĕн авалтан ял хуçалăх районĕ шутланнă, çавна май вăл çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ырми-канми тăрăшакансемпе пуян. Тăван çĕре юратмасан, унпа тирпейлĕ усă курмасан ĕçчен те тăрăшуллă пулаймăн.

Ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çутçанталăк условийĕсенчен нумай килеççĕ. Кăçал та çанталăк пĕр тикĕс килмерĕ. Çапах та уй-хир ĕçченĕсем йывăрлăхсене парăнмасăр ума лартнă задачăсене туллин пурнăçлама пултарчĕç. Патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли программине пурнăçласа кăçал нихçанхинчен нумай – пурĕ 67 пин те 350 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илтĕмĕр. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 31,8 центнерпа танлашрĕ.

Çĕрулми 15 пин тонна, е планпа палăртнинчен 3 процент ытларах, пахчаçимĕç пĕлтĕрхипе пĕр шайрах пухса кĕртнĕ. Районĕпе акăнакан çĕрсен лаптăкĕ 40 пин гектартан иртрĕ, ку енĕпе те республикăра палăртнă плана туллин пурнăçланă.

Юлашки çулсенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни йывăрлăхсене çĕнтерме, ял хуçалăх çулталăкне лайăх кăтартусемпе вĕçлеме май параççĕ.

Паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене аталанма майсем çителĕклĕ. Ял хуçалăх техникин паркне çулран-çул çĕнетсе пыни, выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ фермăсем туни тата киввисене паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтермелле юсаса çĕнетни ĕçлекенсен ĕç условийĕсене лайăхлатма, производствăна ÿстерме пулăшаççĕ.

Çĕнĕлĕхсенчен хăраман, çĕре, выльăх-чĕрлĕхе юратакансем хресчен фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе малалла аталанаççĕ. Патшалăх паракан пулăшусем çакăн валли çул уçса пыраççĕ.

Ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсене паянхи аталану çул-йĕрĕ валли çирĕп никĕс хывнăшăн уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Малашне те çамрăксене хăвăрăн ырă сĕнÿ-канашăрсемпе хавхалантарса пыма çирĕп сывлăх пултăр сирĕн.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тăван çĕре юратнăшăн, ял малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, пархатарлă ĕçĕршĕн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей, тулăх пурнăç сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ           И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ          Н.П.Миллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code