Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕрхи кунăн кĕреки пуян

Кĕрхи кунăн кĕреки пуян

Петр ТРЕМАСОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ

Çу тăршшĕпе ăнса пулнă тыр-пула тата пахча çимĕçе пур вăя пĕрлештерсе пухса кĕртнĕ, кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн уй-хир тата фермăсен ĕçченĕсем хăйсен çăмăл мар ĕç-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ тата професси уявне _ ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлаççĕ.Професси уявĕ вăл уяв кĕрекине пухăнни анчах мар, мĕн пурнăçланине тата пурнăçласа ĕлкĕрейменнине сỹтсе явмалли ырă сăлтав та. Кăçалхи нỹрĕк çанталăк условийĕсене пăхмасăр уй-хирте çитĕннĕ ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес ĕçре Елчĕксем чăннипех те пысăк пултарулăхлă ĕçченсем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине, ĕçе чунтан парăннине çирĕплетсе пачĕç. Республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, пирĕн район чылай çул ỹсен-тăран культурисене чи пысăк лаптăк çинче туса илме пултарнипе палăрать. Кăçал ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 40122 гектарпа танлашнă, çав шутран тĕш тырă культурисене 22002 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çапла майпа район уй-хирĕсенчен 67350 тонна тыр-пул пухса илнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 31,8 центнерпа танлашнă. Е.Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 1 гектар пуçне шутласан — 49,6, Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 47,6, «Рассвет» ЯХПКра — 46,2, «Сатурн» ЯХПКра — 43,0, «Энтепе» ОООра — 36,1, «Прогресс» АХОра — 35,9, «Труд» ЯХПКра — 32,5, «Клевер» ОООра 32,1 центнер тĕш тырă алла илме пултарнă.

Çĕр улми çитĕнтерес ĕçре «АСК-Яльчики» ООО ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Кăçал 215 гектар çинче çитĕннĕ çĕр улмин пĕр гектартан тухнă вăтам тухăçĕ 320,6 центнерпа танлашнă.

Ĕç тухăçлăхĕ ял хуçалăх техникине çулсерен çĕнетсе тăнинчен килет. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал инвестици кредичĕсемпе, лизингпа усă курса тата хăйсен укçи-тенкипе 95 миллион та 549 пин тенкĕлĕх, пурĕ 65 единица çĕнĕ ял хуçалăх техники туянма пултарни ырă пулăм.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ỹсĕмлĕ ĕçленĕ. Мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 14331 пуç, сыснасен хисепĕ 9826 пуç шутланать. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне кăçал «Победа», «Эмметево», Ленин ячĕллĕ, «Энтепе», «Рассвет», «Колос» хуçалăхсенче ỹстерме пултарнă.

Сĕт продуктивлăхне ỹстерес ĕçре сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетесси, ăратлă выльăх туянасси тата рациона кирлĕ пек йĕркелесси тĕп вырăнта пулнине кашниех лайăх ăнланать. Кăçал 9 уйăхра мĕн пур категорири хуçалăхсенче 25540,5 тонна сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан сĕт туса илесси «Сатурн» ЯХПКра — 15 процент, «Эмметево» ОООра — 14 процент, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 12 процент, «Энтепе» ОООра 11 процент, «Победа» ОООра 8 процент ỹснĕ.

Аш-какай туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăрти виçепех танлашнă, 3 кварталта мĕн пур категорири хуçалăхсенче пурĕ 2236,2 тонна аш-какай туса илнĕ.

Туса илнĕ продукци калăпăшĕ кăçал 1 миллиард та 938 миллион тенкĕпе танлашнă. 9 уйăхра районти кашни ял хуçалăх предприятийĕ тупăшлă ĕçленĕ, таса тупăш 128 миллион та 908 пин тенкĕпе (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 125,9 процент) танлашнă. Ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен пырса кĕнĕ тупăш 547 миллион та 160 пин тенкĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 106,4 процент) пулнă.

Малта пыракансене чысласси яланах тĕп вырăнта. Ял хуçалăх производствине вĕсем пысăк тỹпе хываççĕ. «Прогресс» АХОри, «Эмметево» ОООри Андрей Смирновпа Анатолий Иванов водительсем, «Клевер» ОООри, «Яманчурино» ОООри Алексей Кирилловпа Василий Ермаков механизаторсем, «Труд» ЯХПКри, «Комбайн» ЯХПКри Валентина Грибовăпа Антонина Лаврова ĕне сăвакан операторсем, «Победа» ОООри Раиса Дмитриева мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператор, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Александр Малов сысна самăртакан оператор, Геннадий Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ тата ыт. те ят-сума хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.

Ĕçри ăнăçлăх ертỹçĕрен нумай килет. Ялхуçалăх предприятийĕсем тулли хăватпа ĕçленинче инвестици проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пынин витĕмĕ те пур. Кунта манăн «Яманчурино» ООО директорне Владимир Рахмуллина, «Комбайн» ЯХПК председательне Гурий Федорова, «Победа» ООО директорне Николай Головина, «Эмметево» ООО директорне Юрий Лапшина, «Сатурн» ЯХПК председательне Юрий Викентьева, «Клевер» ООО директорне Алексей Ласточкина, «Прогресс» АХО директорне Петр Скворцова, «АСК-Яльчики» ООО директорне Юрий Галкина, Ленин ячĕллĕ ЯХПК председательне Валерий Падуева ырăпа палăртас килет. Асăннă ертỹçĕсен пуçарулăхне пула юлашки çулсенче инвестици проекчĕсемпе усă курса ялхуçалăх тĕллевлĕ объектсене çĕнĕрен тата тĕплĕн реконструкци тăвассипе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Палăртнă тĕллевсем пысăк. Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленмен, малашнехи кăтартусем тата пысăкрах пуласса шанатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code